Вăрнарта культура министрĕ пулчĕ
Вăрнарта культура министрĕ пулчĕ
Юнкун Вăрнар районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе ЧР Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О.Г.Денисова,Чăваш наци библиотекин директорĕ С.М.Старикова пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.И.Кузьминпа тата администрацин культура пайĕн пуçлăхĕпе А.А.Матвеевпа районти тĕп библиотекăна, ачасен ÿнер шкулне тунă çĕре çитсе курчĕç.
ЧР Президенчĕн программипе районти централизациленĕ тĕп библиотекăна тĕслĕх библиотека туса хума палăртнă. Çакă вулав çурчĕн ятне кăна улăштарни мар - вăл тĕпрен çĕнелет, пĕтĕм тĕнчери стандарта тивĕçтерме пуçлать, информаци парасси хальхи вăхăтри шая çĕкленет. Çапла майпа вăл интернетпа çыхăнтарнă компьютерсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорпа, музыка центрĕпе, компакт-дисксемпе, видеокассетăсемпе, электронлă энциклопедисемпе пуянлатнă библиотека пулмалла.
Халĕ библиотекăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ольга Григорьевна ку енĕпе лару-тăру еплерех пулнипе кăсăкланчĕ, кашни пÿлĕме кĕрсе тухрĕ, ăçта мĕн вырнаçтарма шутланипе интересленчĕ, сĕнÿ-канашсем пачĕ. План тăрăх библиотекăна сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута яма пăхнă, анчах çак вăхăтчен ĕçсене вĕçлеймессине палăртрĕç. Кунти юсав ĕçĕсемшĕн Вăрнарти хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» строительство организацийĕ яваплă. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пуçланă ĕнтĕ. Маччана плиткăсемпе илемлетнĕ. Тулашран панель плитисем çапаççĕ. Тумалли ĕçсем чылай-ха. Стенасене обой çыпăçтармалла, урайне линолеум сармалла тата ытти те. Библиотека ĕçченĕсем те ахаль лармаççĕ, юсав ĕçĕсене хутшăнаççĕ.
Культура министрĕ çавăн пекех библитекарьсем компьютер технологине алла илнипе интересленчĕ. Вĕсенчен кашниннех информаци культурине пĕлмелле, библиотекăна килекенсене электронлă çăлкуçсемпе усă курма вĕрентмелле. Районти тĕп библиотека пуçлăхĕ Надежда Лукина кунта ĕçлекенсем компьютера аван пĕлнине çирĕплетрĕ, çитес эрнере ку тĕлĕшпе пĕлĕве ÿстерме тăватă библиотекаре чăваш наци библиотекаине ятарлă курссене ярассине пĕлтерчĕ.
Унтан ĕçлĕ ушкăн районти культура çурчĕпе юнашар ларакан, хăй вăхăтĕнче тĕп библиотека вырнаçнă, халĕ тĕпрен юсаса реконструкциленĕ хыççăн ачасен ÿнер шкулĕ пулакан вырăна çитрĕ. Кунта хореографи, фольклор, илемлĕ пултарулăх тата халăх инструменчĕсен класĕсем, çавăн пекех индивидуаллă 17 пÿлĕм тума палăртнă. Ольга Григорьевна ÿнер шкулĕнче те кашни пÿлĕме пăхса çаврăнчĕ, кунти лару-тăрупа кăмăллă юлчĕ. Çав вăхăтрах вăл ĕç хăвăртлăхне ÿстермеллине, йĕпе-сапа пуçланиччен тулти ĕçсене вĕçлеме, чÿречесене лартса шалти ĕçсем çине куçмаллине асăрхаттарчĕ.