Вырма хăвăртлăхĕ пуçлăхран та килет
Вырма кăçал районта ытти çулхисенчен икĕ эрнене яхăн каярах юлса пуçланчĕ. Çакăнпа пĕрлех тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртесси питĕ пĕчĕк хăвăртлăхпа пырать. Августăн 18-мĕшне 15153 гектартан 1904-шне (12,6 процент) кăна вырса çапнă. Пирĕн корреспондент район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕпе А.ИЛЬИНПА тĕл пулнă, хуçалăхсенче тырпул пуçтарса кĕртес тĕлĕшпе тухса тăнă лару-тăру пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă.
- Александр Ильич, августăн 18-мĕшне районĕпе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 1904 гектар вырса çапнă. Çурла уйăхĕн 13-мĕшне 1645 гектар пулнă. Пиллĕк кунта 259 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Вырмалли тата 13249 гектар. Çак хăвăртлăхпах ĕçлесен тырпула йăлтах пуçтарса кĕртме тата 244 кун (8 уйăх ытла) кирлĕ пулать! Çапла кăçал тырпул шăпи хăрушлăхра пулнине, çĕр çынни ахаль те йывăр условисенче тар юхтарса çитĕнтернĕ пурлăх юр айне пулма пултарассине пĕлтермест-ши ку;
- Вырма кăçал чăнах та пĕчĕк хăвăртлăхпа пырать. Акă, августăн 19-мĕшне пĕлтĕр 17146 гектартан 12115-шне, е 70,7 процентне, пуçтарса кĕртнĕ. «Янгорчино», «Хорнзор», «Урожайная нива», «Сявал» (халĕ «Агро-инвест») хуçалăхсем çак ĕçе вĕçленĕ. Кăçал вара, хăвăрах куратăр, вырма хăвăртлăхĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан çав тери пĕчĕк. Паллах, çакă кăçалхи çанталăк условийĕсенчен те сахал мар килет. Çуркунне сивĕ тата çулла йĕпе-сапа пулнине кура тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем яланхинчен каярах юлса пулса çитрĕç. Ытти çулсенче Илем кунĕ тĕлне пăрçапа кĕр тыррисене пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пынă. Кăçал вара вырма çак кун кăна пуçланчĕ, «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕпе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче кушăхтарма урпа çулма тухрĕç. Вырма пуçланнăранпа та кашни кун тенĕ пекех çумăр çăвать. Анчах кăштах кушăхать, комбайнсем уя тухма хатĕрленеççĕ, каллех çумăр килсе йĕпетсе каять. Анчах çакăн пек условисенче те кал-кал ĕçлесе пыракан хуçалăхсем пур. Акă, «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕ августăн 18-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пĕтĕм лаптăкăн 61,4 проценчĕ çинчен пуçтарса кĕртрĕ. Çурла уйăхĕн 13-18- мĕшĕсенче районĕпе 259 гектар вырнă пулсан 75 гектарĕ аçăмçырмисен, Çапла хуçалăх тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртессипе кăçалхи йывăр условисенче те тĕштырăсене ăнăçлă вырса çапать.
- Апла, вырма çав тери пĕчĕк хăвăртлăхпа пулса пынине япăх çанталăк тăнипе кăна ăнлантарма хăтланни тĕрĕс мар;
- Паллах, тĕрĕс мар. Кирек мĕнле ĕçре те ăнăçу пуринчен малтан пуçлăхран килет. Енчен те вăл пуçарусăр пулсан, шаннă ĕçе лайăхрах пурнăçласчĕ тесе чун хавалĕпе тăрăшмасан ыррине кĕтме çук. Акă, МТС «Яуши» ялхуçалăх производство кооперативĕнче кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 1130 гектар йышăнаççĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче кăна çакăнтан ытларах, 1637 гектар. Анчах аш-какай комбинатĕнче «уй-хир карапĕсем» пурте юсавлă. Йăлтах хăватлă «ДОН» комбайнсем. Явăшсен вара комбайнсем ытларах кивĕ. Вĕсем те пулин вунпĕртен пиллĕкĕшĕ кăна юсавлă. Августăн 18-мĕшне хуçалăх пĕр гектар та вырман тата кушăхтарма çулман. «Маяк» ялхуçалăх производство кооперавĕн икĕ комбайнран пĕри те юсавлă мар. Çавна май кунта халĕ те тырă вырма тытăнаймаççĕ. Хуçалăх пуçлăхĕсене тырпул пуçтарса кĕртме Вăрнарти 29-мĕш професси училищин, Санарпуçĕнчи Степанов, Уйкас Кипекри Ижелеев, Кошкин фермерсен комбайнĕсене илме май пурри çинчен пĕлтертĕмĕр. Анчах вĕсем çак майпа усă курма васкамаççĕ. «Урожайная нива» хуçалăхра виçĕ комбайнран пĕри те юсавлă мар. «Янсарино» ялхуçалăх производство кооперативĕнче пиллĕк «уй-хир карапĕнчен» иккĕшĕ кăна ĕçе тухма хатĕр. «Янишево», «Агро-инвест», «Самолет» хуçалăхсенче лару-тăру япăх. Августăн 18-мĕшĕ çитрĕ пулин те сакăр хуçалăх тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртме тытăнман. Паллах, çак хуçалăхсенче пуçлăхсем тырпул шăпишĕн яваплăха туйнă пулсан лару-тăру кун пекех япăх пулмастчĕ.
Çав хушăрах хуçалăхсенче вырмана хăвăртлатма майсем çителĕклĕ. пуринче те çунтармалли-сĕрмелли япаласем пур. Кирлĕ пулсан ăна типĕ сĕт заводĕнчен çителĕклех илме пулать. Çавăн пекех хуçалăхсем тырпул пуçтарса кĕртме çăмăллатнă йĕркепе, 5,5 процент хушса тÿлемелле, перекет банкĕнче кивçен укçа илме пултараççĕ.
Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Кăçалхи йĕпе-сапа çанталăкра вырман хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Акă, тĕштырăсен уйĕсенче çумкурăксем иккĕмĕш ăстрăм шăтса тухса çитĕнсе çитрĕç. Кун пек уйсенчи тырра малтан кушăхтарма çулсан аванрах. Пĕр виçĕ кун кушăхнă хыççăн пуçтарса çапма пулать. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Янгорчино», «Хорнзор», «Искра», «Знамя труда», «Санар», Коротков ячĕллĕ хуçалăхсенче çапла ĕçлеççĕ те. Çумкурăксăр уйсенче тÿрремĕнех вырса çапма пулать.
- Тырпула пуçтарса кĕртнипе пĕрлех кĕр тыррисене акма та вăхăт çитрĕ.
- Çапла. Çурла уйăхĕн вĕçĕ кĕр тыррисем акма чи лайăх вăхăт шутланать. Ун чухне тымар лайăх аталанса юлать, калча аван хĕл каçать. Анчах та кĕр тыррисене икĕ-виçĕ эрне маларах тăпра хатĕрленĕ лаптăка акса хăвармалла. Пирĕн вара çак ĕç халĕ те вĕçленмен-ха. Августăн 18-мĕшне 4.999 гектар вырăнне 2348 гектар (47 процент) кăна çĕр хатĕрленĕ. «Юнтапа», «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсенче тата аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче çеç çак ĕçе вĕçленĕ. «Маяк», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Урожайная нива» хуçалăхсенче вара пĕр гектар та сухаламан тата культивацилемен.
Хальхи вăхăтри технологипе тĕштырăсене тăпрана пачах хатĕрлемесĕр, хăмăл çийĕн те акса хăварма пулать. Çакăн валли пĕр харăс темиçе ĕç тăвакан «Обь-4 3Т» агрегат кирлĕ. Вăл аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче пур. Ку агрегат пĕр харăс тăпра культивацилет, минераллă удобренисем хывать, тырă акать тата тăпран çиелти сийне кăпăшкалатса (мульчирование) хăварать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, тăпрана уйрăммăн хатĕрлесе акнă чухнехипе танлаштарсан, 70 процент таран перекетленсе юлаççĕ. Анчах та çак агрегат питĕ хаклă, ăна кашни хуçалăхах туянма пултараймасть.
Тырпула пуçтарса кĕртнипе тата кĕр тыррисене акнипе пĕрлех кĕçех çĕрулми кăларма тытăнмалли çинчен те манмалла мар. Çĕр çыннин хăйĕн уй-хир ĕçĕсен календарĕ пур. Июльте выльăх апачĕ хатĕрлемелле, августра тырă вырмалла, сентябрьте çĕр улми кăлармалла, уйăх вĕçĕнче - октябрь пуçламăшĕнче вара тымарçимĕçсене пуçтарса кĕртмелле. Çак календаре çирĕп пăхăнса ĕçлесен кăна хресчен пÿлми тулли пулать. Çакăнпа пĕрлех планпа пăхнă мĕнпур лаптăк çинче еĕрхи çĕртме туса хăвармалла.
- Тĕштырăсем кăçал юлса пиçнипе уйран чĕрĕ тырă кĕрет.
- Ăна типĕтме, алласа тасатма хуçалăхсенче техника çителĕклĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Знамя», МТС «Яуши», Коротков ячĕллĕ хуçалăхсенче сушилкăсене çутçанталăк газĕпе ĕçлеме майлаштарнă. Çакă тăватă хут йÿнĕрехе ларать.
- Хăшпĕр хуçалăхсенче ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртме халăх çитменни, çынсем ĕçлесшĕн марри çинчен илтме пулать.
- Ку тĕрĕс мар. Халăхпа калаçма ÿркенмелле мар, çынсемпе пĕр чĕлхе тупмалла. Ĕçшĕн вăхăтра тÿлемелле. Çынна улталамасан вăл яланах ĕçлеме хатĕр.
- Калаçушăн тавтапуç.