Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ вĕренÿçулне хатĕр-и;

Август уйăхĕн 12-19-мĕшĕсенче вĕрентÿ управленийĕн методисчĕсем, патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕгн ĕçченĕсем, пушар чаçĕн сотрудникĕсем шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. Кăçал район бюджетĕнчен капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме икĕ миллион çурă, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама 150 пине яхăн укçа-тенкĕуйăрнă. Тĕпрен илсен, районти кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех урайсене, партăсене сăрланă. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шулта спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Поселокри 1-мĕш вăтам шкулăн тата Калининăри ача сачĕе çурт тăррисене икĕ хысаклисемпе улăштарнă. Çĕрпелти, Кăмашри, Вăрнарти 1-мĕш шкулсенче, Хирпуçĕнчи ача садĕнче ăшă системине юсанă. Çĕрпелти ача садĕнче ăшă, шыв тата канализаци системине тĕпрен ĕçнетнĕ. Виçĕмкун район администрацийĕн актовăй залĕнче шкул директорĕсен канашлăвĕ пулчĕ. Унта шăпах вĕренÿ учрежденийĕсенче ачсене йышăнасси мĕнле шайра пулнине пăхса тухрĕç, йышăну комиссийĕн ĕçне тишкерчĕç. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне 33 шкултан 14-шне кăна - КŸлхĕрринчи, Шĕнер Ишекри, Аçăмçырминчи, Чăрăшкас Хирлепри, Чаллăм Кăкшăмри пуçламăш, Хăмăшри, Кĕçĕн Кипекри, Санарпуçĕнчи, Çĕрпаелти, Туçи Çармăсри, Хапăсри, Вăрнарти 2-мĕш, Упнерти тата Малтикас Ялтăра шкулĕсене, поселокри, Калининăри, Санарпăçĕнчи тата Çавлкас Мăратри ача сачĕсене йышăннă. Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи центрăн тĕп врачĕ С.Дубанова ытти çулсемпе танлаштарсан шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне япăхрах хатĕрленнипекăмăлсăрланчĕ. Нумайăшĕнче электричество ламписем çунманнине е классенче çутă çителĕксĕррине, плафонсем çуккине палăртрĕ. Кун пек тĕслĕхсем Мăн Явăшри , Хирпуçĕнчи тата ытти чылай шкулсенче тĕл пулнă. Санитарипе гигиена правилисене пăхăнасси вĕрентÿ учрежденийĕсенче уйрăмах яваплăха туйса ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ачасем хушшинче вăрах чирпе аптăракансем йышлă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх чирлекенсенчен 20 проценчĕн сывлăхĕ шкулти условисене пула хавшать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ку тĕлĕшпе чылай çитменлĕх тупаса палăрнтнă. Кив Мĕлĕшри шкулта туалетри каяшсене уçласа кăларман, çÿп-çап пуçтармалли савăт тулса кайнă, хими кабинетне умывльник лартман. Пăртасри библиотекăра кĕнекесене урайне купаласа хунă е тата ытти те. Светлана Васильевна уйрăмах апатлану блокĕсенчи йĕрксĕрлĕх ачасен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине каларĕ. Хăшпĕр шкулсенче холодильниксем вуçех ĕçлемеççĕ, кухньăра усă курмалли хатĕр-хĕтĕр çителĕксĕр. Вăрман Ктпекри шкул столовăйĕнче чашăк-тирĕк çумалли ваннăна канализаци пăрăхĕпе çыхăнтарман, кун пирки пĕр хутчен кăна асăрхаттарман пулин те. Çавăн пекех кунта чÿречесене çуса тасатман, тирпей-илем кĕртмелли инвентарь çителĕксĕр. Кунсăр пуçне пур шкулта та аптечкăсене коплектламан, теприсенче тата эмелсене усă курмаллин вăхăчĕ тухнă пулин те упраççĕ. Хими кабинечĕсем те хатĕр мар: реакторсен ячĕсен çырса тухман, прбирка-колбăсене тасатман. Малти Ишекре ачасене йышăнма питех те япăх хатĕрленнĕ. Кунта тата Кульцавра юсавсăр тăрăран шыв анать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне тăрăшса хатĕрленнĕ шкулсене те асăнчĕ С.Дубанова, вĕсем- Шĕнер Ишекри, Санарпуçĕнчи, Упнерти, Чăрăшкас Хирлепри шкулсем. Пушар хуралĕсем кăçал пĕр Шĕнер Ишекри шкула çеç йышăннă.Уравăшра тата Туçи Çармăсра пушар хăрушсăрлăх енĕпе тунă ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă тесепалăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, апрель уйăхĕнчи тĕрĕслев хыççăн вĕренÿ учрежденийĕсенче хăшпĕр çитменлĕхсене пĕтернĕ - пушар сÿнтермелли хатĕрсен щитне комплектланă, огнетушительсем туяннă. Анчах сигнализаци вырнаçтарасси, çулăм хыпса илесрен сыхланмалли шĕвек туянасси - паянхи çивĕч ыйту. Ку тĕлĕшпе директорсен чылай тăрăшма тивет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Игнатьев пĕр 7-8 çул каялла шкулсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси йывăртарах пулнине , анчах коимисси пĕр шкула та йышăнмасăр хăварнине палăртрĕ. Çитменлĕхсене пĕтерме çирĕп мерăсем йышăннă. Халĕ вра бюджетран укçа та уйăраççĕ - шкулсем пурпĕр вĕренÿ çулне хатĕр мар. Çакă малтанах директортан килет, вăл шкулшăн мĕнле тăрăшать, вĕрентекенсем те çаплах. Пуçлăх енчен çирĕп пулмасан - учительсем те ячĕшĕн кăна ĕçлеççĕ. Акă, Шĕнер Ишекри шкул директорĕ Т.В.Скворцованах илер. Тăван шкулĕшĕн чунне пама хатĕр вăл. Кунти вĕрентекенсем те çаплах. Ачасем те тăрăшуллă çитĕнеççĕ, шкултан тухсан та туслă çыхăнăва татмаççĕ, пулăшаççĕ. Сăмах май, «Родина» ЯХПК йывăр лару-тăрура пулин те шкула вăй çитнĕ таран пулăшать. Малтанхи председатель Ю.Кулаевский кашни çулах шкула вăкăр панă, хальхи пуçлăх та, А.Кичаев, ырă йăлана тăсать. Çавăн пекх вăл шкулăн çĕр лаптăкне сухаласа, акса-лартса хăварма трактор парса пулăшать. Шкул директорĕ спонсорсене явăçтарса сигнализаци вырнаçтарма, стенасене пропитка тума пултарнă. Ыттисен унран тĕслĕх илесчĕ. Юлашктнчен вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Л.А.Никифорова пĕтĕмлетÿсем турĕ. Вăл Малти Ишекри, Вăрман Кипекри, Вăрманкасри, Туçи Мăратри, Енĕшри, Вăрнарти 1-мĕш, Пăртасри, Калининăри, Кульцаври, Кăмашри, Кÿстÿмĕрти, Хирпуçри, Кив Мĕлĕшри, Уйкас Юнтапари, Çарăклăри шкулсем хăйсен ĕçĕпе тивĕçтерменнине палăртрĕ. Иртеменкассинчи шкул директорне Н.Кириллова йышăнăва ирттерме паманшăн выговор парассине пĕлтерчĕ.


27 августа 2003
00:00
Поделиться