Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Енĕшсен çĕнĕ пуçлăх

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пĕрре хавшаса юлсан тепĕр хут ура çине çĕкленме нихăçан та çăмăл пулсан. Çак сăмахсене «Янишево» ялхуçалăх производство кооперативĕ пирки те калама пулать. Мĕнле те пулин вăй илес тесе енĕшсем хăй вăхăтĕнче «Звезда» колхозран уйрăлса тухрĕç. Анчах, шаннă кайăк йăвара çук, тенĕ евĕр, çакă та кирлĕ пулăшу параймарĕ. Кăçал, акă, аш-какай туса илесси те, сĕт сăвасси те, выльăх йышĕ те хуçалăхра пĕлтĕрхинчен чакнă. Çурла уйăхĕ иртсе кайрĕ пулин те тĕшытрăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртме лайăххăн тытăнман-ха. Паллах, хуçалăхçакăн пек йывăр лару-тăруран тухайманни ялхуçалăхĕнче реформăсем пуçланнă хыççăн тухса тăнă йывăрлăхсенчен те сахал мар килнĕ. Çав вăхăтрах вырăнти пуçлăхсем пуçарусăр пулни те сахал мар витĕм кÿнĕ çакăнта. Çаксене шута илсе енĕшсем хăйсен пуçлăхне улăштарнă. Халĕ хуçалăха Надежда Валериановна Братыкина ертсе пырать. Унччен вăл кунтах тĕп бухгалтер пулнă. Палăртнă тĕллевсене тÿрре кăларассишĕн çине тăракан çак пултаруллă хĕрарăм ĕçе-хĕле лайăхлатма пултарасса шанаççĕ енĕшсем.


27 августа 2003
00:00
Поделиться