Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фронтовиксене - чыс та хисеп

Августăн 23-мĕшĕнче, Аслă Отечественнăй вăрçăра Совет çарĕсем Курск пĕккинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине халăх чаплăн паллă турĕ. Вăхăт самаях иртнĕ пулин те йывăр самантсем çынсен асĕнчен тухас çук. Вăрçă ветеранĕсемшĕн пушшех те. Вĕсем историн çав тери хăрушă тапхăрне, йывăр çухатусене тÿссе ирттернĕ, анчах тăшмана парăнман, Тăван çĕршыва упраса хăварма пултарнă. Акă, Вăрманкасри Петр Порфирьевич Порфирьева вăрçă çулĕ Берлина çитиех илсе çитернĕ. Çар ретне ăна 20-ре, 1939 çулта, илнĕ. Çамрăк каччă Азербайджан çĕрĕ çинче службăра тăнă. Унтан вĕсене Ирана куçарнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнсан П.Порфирьева вăрçа илсе кайнă. 1941 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çапăçăва кĕнĕ вăл. Вăрçăн чи тискер енĕсене, чи хăрушă тапхăрĕсене тÿсме тивнĕ чăваш каччине. Анчах пĕчĕклех ĕçлесе ÿсни, мирлĕ пурнăçра та çирĕп пулма хăнăхтарни йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнă. Ачаран пĕрле çитĕннĕ тус-тантăшĕ юнашарри те чăтăмлă пулма хистенĕ ăна. Мăнъял Хапăсри Василий Матвеевич Матвеевпа салтак пăттине пĕр кунта çиме тытăннă, тăшмана хирĕç юнлă çапăçăва пĕр кунта кĕнĕ. Петр Порфирьевич артиллери полкĕнче службăра тăнă. Вăл гвардин аслă сержанчĕ, мĕн вăрçă вĕçленичченех минометчик пулса çапăçнă. Паттăр салтак çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Тăван тăрăха П.Порфирьев 1946 çулта кăна таврăннă. Вăрçă хыççăн çулталăк ытларах Австрире артиллери полкĕнче службăна тăснă. Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн ăна икĕ «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденсемпе, «Паттăрлăхшăн», «Сталинграда ирĕке кăларнăшăн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» тата Аслă Отечественнăй вăрçăн юбилей медалĕсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăнах вăл Катăш хĕрĕпе Клавдияпа çемье çавăрнă. Петр Порфирьевич тивĕçлĕ канăва тухичченех почта çыхăнăвĕн начальникĕ пулнă. Пĕр вăхăт вăл экономистра та тимленĕ. Мăшăрĕ 39 çул пĕр улшăнмасăр Вăрманкасри шкулта математика урокĕсене ертсе пынă, ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ. Вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем тĕрлĕçĕре саланнă ĕнтĕ - Шупашкарта, Нижний Новгородра, Самарăра, Вăрнарта тĕпленнĕ. Ватă çынсене манмаççĕ вĕсем, тăтăшах килсе çÿреççĕ. Мăнъял Хапăсри Алексей Максимович Максимов фронтовика та ялта сума сăваççĕ, унтан ырă тĕслĕх илеççĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă тесе калаймăн ăна - çивĕч те маттур вăл. Хăй курни-тÿсни çинчен çамрăксене каламалли нумай унăн. Çар тумне тăхăниччен Алексей Максимович колхозра вăй хунă, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Вăрçăри кун-çулĕ унăн 1943 çулта Курск пĕккинче пуçланать. (Унччен вĕсен çарĕ запасра тăнă). Гитлерăн тĕллевĕ Курск, Орел тата центрти ытти хуласене йышăнса Мускава Хĕвелтухăç енчен çавăрса илесси пулнă. Анчах пирĕн çарсем, çухатусем тÿснĕ пулин те, тăшмана çапса аркатма пултарнă. Курск хулине ирĕке кăларнă хыççăн А.Максимов виççĕмĕш Белорусси фронтне лекнĕ. Разведчик пулнăран Алексей Масимовичăн вилĕмпе куçа-куçăн тăнă самантсем пайтах пулнă. - Пĕрре, çапла, пирĕн чаçсене нимĕç фашисчĕсем атакăласа чарса лартрĕç. Артиллери дивизийĕпе çыхăну çук. Мана команднăй пункта кайса пĕлтерме приказ пачĕç,- каласа парать вăл.- Чупатăп çапла траншейăпа. Унччен те пулмарĕ, снаряд вĕçсе килни илтĕнсе кайрĕ. Выртрăм çĕр çине - снаряд юнашарах çурăлчĕ... Компункта çитсе нимĕçсем ăçта вырнаçнине пĕлтерме пултартăмах. Артиллери взвочĕ ращаран татти-сыпписĕр персе нимĕçсене атакăларĕ. Алексей Михайлович тĕрлĕ пысăк хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçăра хастарлăх кăтартнăшăн наградăланă орден-медальсене ахальтен тивĕçмен ĕнтĕ вăл. Вĕсем халĕ фронтовикăн кăкăрне илемлетеççĕ. Мăшăрĕпе, Матрена Петровнапа, икĕ ывăл çуратса аслă çул çине кăларнă. Халĕ ялта кĕçĕннин, Левăн çемйипе, килĕштерсе пурăнаççĕ. Эрнекун район администрацийĕн физкультурăпа спорт комитечĕн пуçлăхĕ Сергей Политов, çамрăксемпе ĕçлекен пай специалисчĕ Владимир Прокопьев çÿлерех асăннă ватăсем патĕнче пулчĕç, Курск пĕккинче тăшмана çапса аркатнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа ветерансене ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн тата Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн А.Кузьминăн салам открыткисене парнелерĕç, мирлĕ пурнăçшăн тав турĕç, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.


27 августа 2003
00:00
Поделиться