Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Телевизор парнеленĕ

Çуллахи каникул кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Шкул ачисем, студентсем ăна хăйсемшĕн усăллă ирттерме тăрăшрĕç, нумайăшĕ хуçалăхсенче вăй хучĕ, теприсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçлĕ пулчĕç. Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче вĕренекенсем вара çуллахи вăхăтра Нижний Новгородра ĕçленĕ. Унтан вĕсем вырсарникун кăна таврăннă. Пулас бухгалтерсем, водительсем, хурт-хăмăр, пахчаçимĕç ăстисем унти çамрăксемпе пĕрле ĕç лагерьне йĕркеленĕ. туслă йышра ĕç ăнать çав. Хĕрсемпе каччăсем 5-6-шар пин тенкĕпе таврăннă. Лайăх ĕçшĕн вĕсене çавăн пекех «Горьковский» агрокомбинат ертÿçи тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнеленĕ.


27 августа 2003
00:00
Поделиться