Тырă акаççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ
Çанталăкĕ кăçал юриех çĕр çыннине хирĕç пырать тейĕн. Темлере пĕрре тенĕ пек пĕр кун уяр тăрать те икĕ-виçĕ кун çумăр çăвать. Хуçалăхсенчен чылайăшĕнче тĕштырăсемпе пăрçа й ышши культурăсене пуçтарса кĕртес тĕлĕшпе уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курса юлма тăрăшаççĕ. Çавна май августăн 25-мĕшне районĕпе тырра 3144 гектар (пĕтĕм лаптăкăн 20,7 проценчĕ) çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Эрне каялла 1904 (12,6) гектар пулнă. Çак хушăра уйрăмах МТС «Яуши» хуçалăх механизаторĕсем маттур ĕçленĕ. Явăшсем пĕр эрнере 230 (20,4) гектар çинчи тырпула вырса çапнă. Эрне каялла вĕсем ĕççине тухман пулнă. «Хорнзор» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсен хастарлăхне те палăртса хăвармалла. Пĕр эрнере вĕсем тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 75 (22,7) гектар вырса çапнă. Пурĕ вара хурăнсур-çармăссем тĕштырăсене 231 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн 70 проценчĕ çинчен, пуçтарса кĕртнĕ. «Искра», «Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕсем те çуррине ытла вырса çапнă. Çавăн пекех иртнĕ эрнере вырмара «Абызово», «Знамя труда», «Гвардеец», «Вурнарская», Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Санар» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Çав хушăрах «Самолет», «Юнтапа», Коротков ячĕллĕ, «Победа», «Родина», «Знамя» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче вырма пĕчĕк хăвăртлăхпа пырать. «Новый путь», «Янишево», «Янсарино», «Урожайная нива», «Мир» хуçалăхсенче çурла уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче пĕр гектар та вырса çапман. Енĕшсемпе уравăшсем вара вырмана халĕ те тытăнман.
Вырса çулнă лаптăкран 3129 гектар çинчи тырра çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 7796 тонна çапса илнĕ. Районти вăтам тухăç 24,9 центнерпа танлашать. Хирпуçсен тухăç 31,23, хурăнсур-çармăссемпе аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче 30 центнер пулнă. «Родник», «Искра», «Гвардеец», Коротков ячĕллĕ , «Янгорчино», «Броневик» хуçалăхсенче 25 центнертан пысăкрах.
Кĕр тыррисене акма 2 363 гектар çĕр хатĕрленĕ. Планпа 4999 гектар кирлĕ. Августăн 25-мĕшне «Янгорчино», «Хорнзор», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсем 85 гектар ыраш акнă. Çак шутран 45 гектарĕ Карл Маркс ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн.
Хуçалăхсенче çавăн пекех кĕрхи çĕртме тăвассипе ĕçлеççĕ. Августăн 25-мĕшне 377 гектар сухаланă.