Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç çирĕп пĕлÿ ыйтать

Вĕрентÿ ĕçченĕсен августри канашлăвĕ районти культура çуртĕнче иртрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи пухăва педагогсем, ял тата поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Вăрманкасри шкул ачисем учительсене уяв сăввисем парнелерĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин уçрĕ, пухăннисене çĕнĕ вĕреÿ çулĕ çитнĕ ятпа саламласа сăмах каларĕ. Канашлăва вăлах ертсе пычĕ. «Лайăх тата пахалăхлă ĕçлеме нумай пĕлмелле тата пултармалла»,- тет пирĕн Президент Н.Федоров. Çапла, паянхи пурнăç çирĕп пĕлÿ ыйтать, çĕнĕ технологисем вăй илсе пынă тапхăрта пĕлĕвĕн те обществăн хальхи саманари ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. Республикăра, çав шутра хамăр районта та, вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ меслетсемпе усă курассине , вĕрентÿ учрежденисен пурлăх базине çирĕплетессипе пысăк ĕçсем тăваççĕ. - Вĕрентÿ пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл - патшалăх тата общество никĕсĕ, малашне çитĕнÿсем тумалли шанăç. Анчах пĕлÿ паянхи куна тивĕçтерсен, вăл эффективлă, ансат тата пахалăхлă пулсан кăна çапла пулать,- терĕ вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Л.Никифорова хăйĕн «Вĕрентÿ тытăмне çĕнетес ĕçри тĕп тĕллевсемпе аталану çул-йĕрĕ» докладĕнче. Вĕрентÿ пĕлÿ пуххи кăна пулмалла мар. Вăл -анализ тума хăнăхтарни, ăс-хакăла аталантарни, ачана хăй тĕллĕн вĕренме, пĕлĕвĕпе пурнăçла тĕллевлĕ усă курма вĕрентни. Çакăншăн, малтанах, паллах, педагог яваплă. Унăн тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне вĕренекенрен пурнăç çулĕ çине çирĕп тăракан çын тумалла. Анчах вăл хăй те аталанса пымасан тивĕçлĕ пĕлÿ параймасть, унăн пурнăç тата ĕç условийĕсем ĕлĕкхиллех юлаççĕ. Ачасен пĕлÿ шайĕ учительсем епле ĕçленине витĕр кăтартса параççĕ. Кăçал районти шкулсенчен пĕр ача ылтăн, 19-ăн кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă. Шкул пĕтерекен 418 çамрăкран аслă вĕренÿ заведенийĕсене бюджет никĕсĕ çинче 116-ăн, тÿлевлĕ майпа 75-ĕн, вăтам специальность паракан вĕренÿ учрежденийĕсене тÿлевсĕр 116-ăн, укçа тÿлесе 24-ăн вĕренме кĕнĕ. Лицейра пĕлÿилнĕ Екатерина Миговарова вара Раççей пристижлă заведенийĕн - Экономика аслă шкулĕн студенчĕ пулса тăнă. Аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ÿсни савăнтарать. Паллах, кунта ялти шкулсене çĕнĕ, ку чухнехи оборудованисемпе, инвентарьпе, оргтехникăпа тивĕçтерес енĕпе вĕрентÿ тытăмне çĕнетес ĕç витĕм кÿнине палăртмасăр иртме çук. «Шкул автобусĕ» программа ял ачисен пурнăçне çăмăллатрĕ. База шкулĕсем патне асфальтлă çул сарма тытăнчĕç. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те тупăнать. Кăçал 9-мĕш класс пĕтерекенсенчен 15-ĕн, 11-мĕш классенчен иккĕн алла аттестат илеймен. 1-10 классенчи 51 вĕренекене иккĕмĕш çула хăварнă. Ачасене вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе республикăра, районта курăмлă ĕçсем тăваççĕ. Юлашки пилĕк çулта Чăрăшкас Хирлепри, Уравăшри ачасем çĕнĕ шкулта пĕлÿилме тытăнчĕç. Хăмăшри шкулта реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Кÿстÿмĕрте 312 ача вырнаçмалăх шкул çурчĕ çĕкленет, ăна 2005 çул тĕлне хута яма палăртнă. Районти 20 шкула тата 12 ача садне газпа хутса ăшăтаççĕ. Иртнĕ çултан Калининăри вăтам, Кÿлхĕрринчи тата Упнерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче «кăвак çулăмпа» усă курма тытăннă. Кăçал газ Пăртасри шкула çитрĕ. Çывăх вăхăтра Кĕçĕ-кипексем, вăрман-кипексем, туçи-çармăссем, шĕнер-ишексем тата хăмăшсем газлă пулĕç. Юлашки çулсенче республикăри шкулсене компьютеризацилесси тăватă хут ÿснĕ. Вăл ялсенчи вĕренÿ учрежденийĕсене те çитрĕ, халĕ ял ачисем те информаци тĕнчине утăм хыççăн утăм тăваççĕ. Енчен те маларахри çулсенче пĕр компьютер 150 ачана тивĕçнĕ пулсан, халĕ-85 ачана. Вĕрентекенсем вĕсемпе урокра анлă усă кураççĕ. Акă, Ярмушкари И.А.Тимофеева уроксене ирттернĕ чухне задачăсене Интернетран илет. Çавăн пекех Г.В.Ласкина, Л.А.Иванова, А.Э.Павлов (Калинино), М.В.Буславская (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Е.Г.Захаров, О.П.Федькова (Çĕрпел), И.П.Романова, А.А.Ермошкина (Хапăс), В.И.Ежов (Аçăмçырми) вĕретÿ процессне информаци технологийĕсене кĕртессине аван йĕркеленĕ. Общество, экономика пысăк хăвăртлăхпа аталанни, конкурентлăх ÿссе пыни те «çĕнĕ» çын çитĕнтерме хистет. Çавăнпа вĕрентÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсемсĕрĕçлеме май çук. Юлашки вăхăтра профиллĕ вĕрентÿ пирки час-часах калаçатпăр. Çакă аслă классенче вĕренекенсен туртăмне палăртма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме май парать. Поселокри, Калининăри, Аçăмçырминчи шкулсенче, лицейра ку енĕпе пысăк утăмсем тăваççĕ. Сăмахран, Вăрнарти 2-мĕш шкул 1988 çултанпа чăваш патшалăх университечĕпе çыхăну тытать. Кунти пулас инженерсен шкулне ял ачисем те çÿреме тытăнни савăнтарать. Иртнĕ çул çавăн пекех кунта Мускаври потребкоопераци университечĕн кооператив институчĕпе килĕшсе ĕçлеме пуçланă, «юридици тата экономика» профиллĕ классене уçнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен 1-мĕш вăтам шкулта Хусанти социаллă-гуманитари колледжĕн филиалне уçаççĕ, унта 48 ачана вĕренме илнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех районти 12 шкулта 2-мĕш класран пуçласа ют чĕлхепе тата компьютер технологийĕсен урокĕсене вĕрентеççĕ. Хушма пĕлÿ тытăмне аталантарасси те паян çивĕч ыйтусен шутĕнче. Тĕрлĕ кружоксене, секцисене, клубсене çÿрени ачасене йăнăш çултан пăрать. Кăçалçула çитмен çамрăксем йĕркене пăснă 37 тĕслĕхтупса палăртнă, ытларах Вăрнарти 1-мĕш, Çĕрпелти, Хипуçĕнчи тата Кульцаври шкулсенче вĕренекенсем преступлени тунине шута илнĕ. Ачасем хушшинче преступлени тунине чакарас тĕллевпе районти вĕрентÿ управленийĕ шалти ĕçсен пайĕпе, ГИБДД уйрăмĕпе пĕрлетĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Хушма пĕлÿ парассипе районта ачасен ÿнер шкулĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, ачасен пултарулăх çурчĕ тата вĕсен филиалĕсем ĕçлеççĕ, вĕсене вĕренекенсен 67 проценчĕ çÿрет. Поселокри, Шĕнер Ишекри, Туçи Çармăсри, Кăкшăмри тата ытти хăшпĕр шкулсенчи ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерессипе уйрăмах аван ĕçлеççĕ, çакă кунти вĕренекенсем олимпиада-конкурссенче çĕнтернинчен те лайăх курăнать. Çавăн пекех Людмила Аркадьевна патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен, патшалăхăн ятран паракан тивĕçĕсен (ГИФО) кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, районти ача сачĕсен ĕçне тишкерчĕ тата ытти çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Кунсăр пуçне канашлура вĕрентекенсем рте сăмах илчĕç. Вĕсен ыйтăвĕсем те питĕ пĕлтерĕшлĕ - вĕренÿри çĕнĕлĕхсем, пĕлÿ шайне ÿстересси, учитель тивĕçĕ. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ О.Г.Курбатова хăйĕн ĕçĕнче суйласа илнĕ «2100 çулхи шкул» программăпа Раççей экспериментне хутшăннин ырă енĕсемпе, урок тытăмĕпе тата методикипе паллаштарчĕ. Санарпуçĕнчи математикăна вĕрентекен В.П.Иванова «Компьютер технрлогийĕсемпе усă курни - вĕрентĕ пахалăхне ÿстермелли тĕп çул» докладĕнче хăйсен шкулĕнчи опытпа ыттисене те усă курма сĕнчĕ. Компьютерпа кунта пурте пĕр чăрмавсăр ĕçлеççĕ. Аслă классем ятарлă уроксенче, 8-9-мĕшсем факультативлă занятисенче, ыттисем кружоксенче пĕлÿ илеççĕ. Çавăн пекех унпа документацисем, отчетсем тăваççĕ, «Переменка» стена хаçачĕ кăлараççĕ, ăс-хакăла аталантаракан ыăйăсем выляççĕ, классран тухмасăрах музейсенче «пулаççĕ», энциклопедисемпе паллашаççĕ. «Шкулта компьютер пурри кăна сахал - ăнпа туллин усă курмалла»,- терĕ Вера Павловна. Кăмашри шкул директорĕн çумĕ Б.Семенов ачасене воспитани парас, пушă вăхăтне йĕркелес ĕç опычĕ, Ярмушкари шкул директорĕ Е.Фролов вĕрентÿ тытăмне çĕнетес ĕçре ял шкулĕсем епле аталанни, Хапăсри «Сказка» ача сачĕн ертÿçи Н.Арбузова ача сачĕсем вĕрентÿ системинче пысăк вырăн йышăнни, Туçи Çармăсри шкул библиотекарĕ Л.Андреева шкул библиотекисен вĕрентÿ процесĕнчи вырăнĕ, Калининăри шкул директорĕ Т.Ефимова вĕрентÿ тытăмне çĕнетес ĕçре педагог тĕп вырăнта пулни, Хăмăшри чăваш чĕлхипе литература учительници Н.Козлова уроксене тăван чĕлхе меслечĕсемпе усă курса ирттересси çинчен кăсăклă докладсем туса пачĕç. Пĕтĕмлетÿ тунă май Анатолий Иванович Кузьмин ача çине чи малтанах çемье пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. Килте ачасене паракан ăс-хакăл , шухăш-кăмăл, воспитанийĕ - ăнăçу никĕсĕ-çке. «Паянхи оществăна лайăх воспитани, тарăн пĕлÿ илнĕ çынсем кирлĕ. Çитĕнÿсем тума ăнтăлма, малашлăха шанман çамрăксен пуласлăхĕ тĕтреллĕ»,- терĕ вăл. Район пуçлăхĕ профиллĕ вĕрентĕве пурнăçа кĕртсе пынине ырларĕ, ку енĕпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Ачасен йывăр лару-тăруран хăйсем тĕллĕн тухма вĕрентесси, паянхи кун кирлĕçын çитĕнтересси те вĕрентекен тивĕçĕ пулнине каларĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх канашлă вĕçĕнче ĕçри хастарлăхшăн вĕрентÿ ĕçченĕсене наградăсемпе саламларĕ. Ачасене пĕлÿ парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Вăрнарти 29-мĕш професси училищин директорне Н.В.Васильева, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул учительне Г.В.Нараткинана «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тата кăкăр çине çакмалли знака районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Л.А.Никифорова, Калинино, Санарпуç, Çĕрпел, Малтикас Ялтăра шкул директорĕсем Т.П.Ефимова, И.Н.Иванов, Я.С.Корнилов, В.Г.Петров, «Рябинка» ача сачĕн ертÿçи Г.В.Максимова, Туçи Çармăсри шкул директорĕн çумĕ Н.М.Сергеева илме тивĕç пулчĕç. Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин грамотисемпе Р.В.Александрована (Калининăри шкул-интернат), А.Н.Анисимована (Уравăш), Р.В.Архангельскаяна («Березка» ача сачĕ), Р.К.Викторована (Кÿстÿмĕр), А.А.Кузьминана («Ромашка» ача сачĕ), И.Н.Малицкаяна (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Л.М.Никифорована (Хăмăш), Л.М.Николаевана (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Л.Н.Петрована (Калининăри шкул-интернат), О.А.Степанована (Упнер), Р.В.Федорована (РУО методисчĕ) Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин грамотисемпе наградăларĕç. Çавăн пекех вуншар вĕрентекен район администрацийĕн, вĕрентÿуправленийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулне лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн Хапăс тата Чăрăшкас Хирлеп шкулĕсене телефон аппарачĕсем парнелерĕç. Кунсăр пуçне çĕнĕ вĕренÿ çулне тăрăшса хатĕрленнĕ шкулсем те парнеллĕ пулчĕç. Шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Б.Шмидт çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсассипе, ачасем хушшинчи травматизма чакарас тĕлĕшпе ирттернĕ «Симĕс çутă» конкурсăн çĕнтерÿçисене - «Ромашка», «Сеспель», «Рябинка» ача сачĕсене теттесемпе, грамотăпа чысларĕ.


30 августа 2003
00:00
Поделиться