Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

100улхи юбилейпе саламларĕç

Иртнĕ эрнекун, сентябрĕн 5-мĕшĕнче, Мăнъял хапăсри Елизавета Александровна Александрова 100 çул тултарчĕ. Сăкăтра çуралса ÿснĕ вăл, Мăнъял Хъапăса качча тухнă. Халĕ ăна Вăрнарти хĕрĕ Эмма Мефодьевна Малова пăхса пур1нать. Ултă ача пăхса çитĕетерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Елизавета Александровна. Унăн 12мăнук, мăнукĕн ачисем 22-ĕн. Хăйсемшĕн чи çывăх çынни 100 çулхи юбилейĕпе саламлама, малашне тата нумай-нумай -çул çакăн пек тĕрĕс-тĕкел пурăнмашкăн ырлăх-сывлăх сунма вĕсем пурте тенĕ пекех çитнĕ. Хваттерте ура ярса пусма та вырăн çук. Чĕрĕ чечексем, ĕçмелли-çимелли йывăрăшĕпе сĕтел авăнать... Юбиляра саламланă çĕрте çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Игнатьев, администрацин социаллă политика пайĕн пуçлăхĕ Г.Никитин, халăха социаллă пулăшу паракан районти центр директорĕ В.Павлов, ЧР Патшалăх Еанашĕн депутачĕн П.Семеновăн социаллă прграммисен Вăрнарти центрĕн директорĕ А.Галкина, Вăрнар пселок администрацийĕн специалисчĕ Т.Лемаева пулчĕç. Елизавета Александровнана чей сервисĕ, ытти хаклă чпаласем парнелерĕç, малашне те çак уяв каçĕнчи пекех телейлĕ те савăнăçлă пурнăма ырă сунчĕç. Юбиляра çавăн пекех районти тĕп больница поликлиникин заведующийĕ Э.Кириллова, Е.Александрова сывлăхне асăрхаса тăракан участок врачĕ Н.Герасимова саламларĕç, чĕрĕ чечексем, парне пачĕç. Республика Президенчĕ Н.Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин хăй вăхăтĕнче çĕршыв экономикине аталантарассишĕн ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене манса каймаççĕ, вĕсене пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Акă, районти пурăнмалли çурт-йĕр, çулсем тума, ытти социаллă программăсене пурнăçлама ахаль те сахал мар укçа-тенкĕ каять. Апла пулин те ватă çынсене пăхса-асăрхаса тăма район бюджетĕнчен çулсерен çĕршер пин тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутра 56 çын пурăнакан ватăсен икĕçуртне тытса тăраççĕ, социаллă центрăн медицина работникĕсем ватăсен килĕсене çÿресе сывлăхне асăрхаççĕ, социаллă работниксем кил-çуртри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Çĕр çулхи юбилейпе Елизавета Александровнана ЧР Президенчĕ Николай Васильевич Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванович Кузьмин саламланă. «Хисеплĕ Елизавета Александровна! - тенĕ Шупашкартан çитнĕ телеграммăра. - Сире пурнăç çулĕ тăрăх 100 утсатухнă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Çак çул çинче Эсир савăнăçне те, хуйхи-сйухине те сахал мар курнă, тÿснĕ. Чăтăмлăх, ттттттараватлăх, сăпайлăх Сирĕн чун-чĕре пахалăхĕсем пулса тăраççĕ. Хăвăрăн ачăрсене, каярахпа вара мăнукăрсене Хăвăр пек çĕршыва юрăхлă çын пулма воспитани парса çитĕнтерессишĕн нумай тăрăшнă. Малашне тата нумай çул телейлĕ те савăнăçлă пурнăма Сире ырлăх-сывлăх сунатăп». «Хисеплĕ Елизавета Александровна! Вăрнар район администрацийĕ Сире 100 çулхи юбилейпе чĕререн саламлать. Эсир пурнăç кăларса тăратнă йыăврлăхсене кашнинчех чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ. Пурнăç тăршшĕпех тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, çынсене ырă кÿрес тесе тăрăшнă. Тăван колхоза аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнă. Ырă, уçă кăмăллă пулни Сирĕн чун-чĕре пахалăхĕсен шутĕнче. Ултă ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларма, паллах, çăмăл пулман. Сирĕн тата нумай çул ырă курса телейлĕ пурнăмалла пултăр», - тенĕ А.Кузьмин саламĕнче. Елизавета Александровна ЧР Президенчĕпе район администрацийĕн пу-çлăхĕн саламĕсене вуласа панине хумханса итлесе ларчĕ, куçĕсем савăнăç куççулĕпе шывланчĕç. Хăйне çакăн пек чыс тунăшăн вăл Николай Васильевич Федоровпа Анатолий Иванович Кузьмина чунтан-чĕререн тав турĕ. Сăмах майĕн, Елизавета Александровна 100 çула çитнĕ пулин те сывлăхĕ тĕлĕшĕнчен аптрамастбь-ха. Халĕ те куçлăхсăрах хаçат вулать. Районти тĕп больница поликлиникин заведующийĕ Э.Кириллова каланă тăрăх участок врачĕ Е.Александрова ун патĕнче сайра хутра çеç пулать. Сахал мар хур-шур тÿснĕ пулин те Елизавета Александровна хăй пурнăçĕнче ытларах хăйшĕн мар, ыттисене пулăшассишĕн, çынсене лайăх тăвассишĕн тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ун пирки ачисемпе тăванĕсем, кÿршисем, паллакан-пĕлекенсем ырă сăмах кăна калаççĕ. Юбилей сĕтелĕ хушшинче ларакансем телейлĕ ватăна «Лар,аннеçĕм, юнашар» юррра парнелерĕç. Мăнаçлă янăрарĕ амăшне халалланă çак юрă-гимн, юбиляра унăн сăмаххисем урлă хăйĕгн чун-чĕре ăшшине уçса пама тăрăшрĕ. Çапла, çынсемпе пĕрле сĕтел хушшине ларса, хăнисемпе, тăванĕсемпе калаçса кĕтсе илчĕ хăйĕн юбилейне Елизавета Александролвна Александрова. Редакци коллективĕ теăна пурнăçри çак паллă кунпа саламланă май тата нумай çул телей курса, тăванĕсемпе савăнса пурăнма ырă сунать.


09 сентября 2003
00:00
Поделиться