Котельнăйсем хатĕр-и?
Сисĕнмесĕрех кĕркунне те персе çитрĕ. Кунсерен ытларах та ытларах сивĕтет. «Çуртсене хăçан ăшă пама тытăнĕç-ши;» - çак ыйту халĕ кашнине тенĕ пекех хумхантарать.
Хваттерсене, шкулсемпе ача сачĕсене, сыватупа ытти учрежденисене ăшăпа тивĕçтерессишĕн «Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă унитарлă предприяти яваплă пулса тăрать. Поселокри котельнăйсем хутмалли çĕнĕ т апхăра хатĕр-и; Çак ыйтупа интересленсе, район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн, Вăрнар поселок администрацийĕн тата «Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă унитарлă предприятин пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем котельнăйсенче тата ăшăпа тивĕçтерекен тĕп пунктсенче пулчĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: «Вурнарский» тепловодоканал» МУП пуçлăхĕсем котельнăйсене хутмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрлеме çăва тухсанах пуçăннă, ку таранччен нумай тимленĕ. Сăмахран, район администрацийĕ çумĕнчи 2-мĕш котельнăй паян тесен паян ĕçе хатĕр. Севернăй микрорайонти 4-мĕш котельнăйра та питĕ нумай ĕç пурнăçлама вăй çитернĕ. Районти тĕп больница территорийĕнчи 3-мĕш котельнăя та хĕллехи тапхăра пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Ăшăпа тивĕçтерекен тĕп пунктсем пирки те çакна каламалла.
«Ромашка» ача сачĕ çумĕнчи котельнăй та хатĕр. Вăл çавăн пекех районти культура çуртне те ăшăпа тивĕçтерет. Ăшă трассине - 200 метр ытларах - васкасах улăштарма кирлине палăртса хăварчĕç. Чернышевский урамĕнчи котельнăйĕнче вак-тĕвек ĕçсем кăна юлнă-мĕн.
Тĕрĕслев ушкăнĕ 29-мĕш професси училищин территорийĕнчи котельнăй халлĕхе ĕçе хатĕр маррине палăртрĕ. Яваплă çынсем кунти ĕçсене вĕçлеме тата вунă куна яхăн кирлĕ тесе пĕлтерчĕç.
«Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă унитарлă предприяти пуçлăхĕ И.А.Сидоров котельнăйсенче газ счетчикĕсене улăштарма укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтрĕ. Вĕсем çуккипе газшăн укçа ытла капашсăр сăптăрса илеççĕ-мĕн.
Малтанхи тĕрĕслев котельнăйсене хутмалли çĕнĕ тапхăра хатĕрлессипе кăçал ытти çулхисенчен чылай тăрăшуллă пулнине палăртрĕ.