Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханулăх пур çĕрте те кирлĕ

Инкексен сăлтавĕ нумай чухне хамăр тимлĕхе çухатнипе пулнине пĕлетпĕр-ха, анчах асăрханулăх пирки темшĕн манатпăр. Юлашки çулсенче районта çутçанталăк газĕпе усă куракансем йышланса пыраççĕ. Шел, нумайăшĕ газ сывлăша сăрхăнса тухни пысăк инкек патне илсе çитерессине шута илмеççĕ. Кăçал çавна пулах темиçе çын шар курчĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Агроинвест» ялхуçалăх производство кооперативĕн водителĕ О.Бурмистров ГАЗ-53 автомашинипе Çĕн Мĕлĕш ялĕнче çĕр çийĕн каякан газ пăрăхĕсем çине кĕрсе кайнă, ултă юпана тÿнтерсе янă, газ пăрăхĕсем авăннă. 4900 тенкĕпе танлашнă тăкака водителĕн хăйĕннех саплаштарма тивнĕ. Тепĕр инкек утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Калинино салинче пулнă. Шупашкарти «Волгогаз» акционерсен обществин тракторисчĕ В.Николаев «хурçă учĕпе» пырса çапнипе пĕчĕк пусăмлă газ пăрăхĕсене татсах пăрахнă. Тăкакĕ - 7380 тенкĕ. Августăн 3-мĕшĕнче çак сăлтава пула Сăкăт ял çыннисем нуша тÿснĕ. Айăпли - «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Г.Филимонов. Юпасем çине хунă пăрăхсене татса пăрахнипе сывлăша газ тухнă. Трассăна юсанă вăхăтра 62 çемьен темиçе кун газсăр ларма тивнĕ. Инкекĕн тăкакĕ те сахал мар - 9 пин те 700 тенкĕ. Асăрхануллă пулманнипех, акă, «Уют» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем газ пăрăхĕсене хывнă чухне, пăрăхсем хĕресленнĕ вырăнта полиэтилен пăрăха кĕреçепе шăтарнăран газ сывлăша тухнă. Поселокра пурăнакансем 3-4 кун газсăр асапланнă. Çил-тăвăллă çанталăкра, çĕр çийĕн каякан газ пăрăхĕсем çине тăватă хутчен йывăçсем ÿксе асап кăтартнă. «Чăвашсетьгаз» обществăн «Вăрнаргаз» филиалĕ уйрăм çынсене газ пăрăхĕсем çывăхĕнчи ватă, хăрăк йывăçсене касма ыйтать.


17 сентября 2003
00:00
Поделиться
;