Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Гвардеецсем» каллех маттур

Кăçалхи çанталăк ялхуçалăх предприятийĕсене сахал мар ура яврĕ. Татти-сыпписĕр тенĕ пек çумăр çуса тăнăран ытлашши нÿрĕк пулнă пирки тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем районта 3641 гектар çинче пĕтнĕ. Çапла майпа тĕштырăсен лаптăкĕ 11512 гектар тăрса юлнă. Сентябрĕн 15-мĕшне 7916 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра çумăрсăр хĕвеллĕ кунсем тăнă пирки вырма хăвăртлăхĕ кăштах ÿснĕ. Авăн уйăхĕн 11-14-мĕшĕсенче 1229 гектар вырса çапнă. Сентябрĕн 8-10-мĕшĕсенче ку кăтарту 600 гектар пулнă. Тĕштырăсене пуçтарса кĕртесс тĕлĕшпе юлашки кунсенче каллех «Гвардеец» ялхуçалăх производство кооперативĕ маттур пулнă. Сентябрĕн 11-14-мĕшĕсенче ярмушкасем 145 гектар, пĕтĕмпе вара 500 гектар вырса çапнă. Вырмалли тата 150 гектар юлнă. Çапла хуçалăхра уяр çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе усă курсан тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртессине çак эрнере вĕçлеме пултараççĕ. «Искра», «Янгорчино», «Броневик», «Хорнзор», «Санар» хуçалăхсенче тĕштырăсене юлашки гектарсем çинче вырса çапаççĕ. Çав хушăрах «Янишево» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тырпула кăçал юр çунă хыççăн тин пуçтарса кĕртме тĕллев тытнă пулмалла. Çанталăк лайăх тăчĕ пулин те хуçалăхра сентябрĕн 11-14-мĕшĕсенче пĕр гектар та вырса çапман. Кăçал енĕшсем тырпул пуçтарса кĕртессипе ытти хуçалăхсенчен кая юлса ĕçлеме тытăнчĕç. Сентябрĕн 15-мĕшне пурĕ те 6 гектар кăна вырса çапнă. Пуçтарса кĕртмелли тата 264 гектар. Çавăн пекех «Победа», «Мир» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче çак кунсенче комбайнсем уя тухман. Пурĕ 7864 гектар çинчи тырпула çапса тĕшĕленĕ, 18850 тонна çапса илнĕ. Çав шутран 3467 тонна тулă, 1945 тонна ыраш. Тухăç пĕр шайрах тăрать, 23,97 центнерпа танлашнă. Халлĕхе чи пысăк тухăç хирпуçсен. Вĕсем кашни гектартан 33,2 центнер тырă çапса илнĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тухăç 31 центнер, çĕрпелсен 30,5, аçăмçырмисен 30,3 центнер пулнă. Улăма 2453 гектар çинчен пуçтарса купаланă. Анчах та МТС «Яуши», «Правда», «Янишево», «Янсарино», «Урожайная нива» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче çак ĕçе халĕ те тытăнман. Тăватă кунта 85 гектар кĕр тыррисем акнă, 183 гектар кĕрхи çĕртме сухаланă. Кĕр тыррисене кăçал «Родник», «Искра», МТС «Яуши», «Гвардеец», Коротков ячĕллĕ, «Победа», «Маяк», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Броневик», «Знамя», «Урожайная нива», «Агро-инвест» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем, ялхуçалăх техникумĕ пĕр гектар та акман. «Победа», «Маяк», «Янишево», «Янсарино», «Броневик», «Урожайная нива» хуçалăхсем кĕрхи çĕртме тума тытăнман. Тăпрара нÿрĕк ытлашши пулнипе районĕпе çĕрулми 529,8 гектар çинче пăчăхса çĕрнĕ. Пурĕ 121 гектар, çав шутра сентябрĕн 11-14-мĕшĕсенче 93 гектар «иккĕмĕш çăкăр» кăларнă. Пĕтĕмпе 1766 тонна çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Тухăç аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче тата хурăнсур-çармăссен, çĕрпелсен 200 центнер, аçăмçырмисемпе санарпуçсен 180, мăн-явăшсен 166,7, ярмушкасен 160, çавалкассен 150, хăмăшсен 120, хапăссен, вăрманкассен, малти-ишексен, çăлкас-кăкшăмсен, кульцавсен, хирпуçсен 100, районĕпе вара 146 центнер пулнă. «Новый путь», «Победа», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Урожайная нива», «Агро-инвест» хуçалăхсем, ялхуçалăх техникумĕ халлĕхе çĕрулми кăларма тытăнман.


17 сентября 2003
00:00
Поделиться
;