Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкулсем çаплах хатĕр мар-ха

Çулсеренех август уйăхĕнче ятарлă комисси вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслет. Кăçалхи тĕрĕслев Шĕнер Ишекри (директорĕ Т.В.Скворцова), Кÿлхĕрринчи (А.Е.Шоколева), Вăрнарти 2-мĕш (М.К.Матвеева), Санарпуçĕнчи (Н.Н.Иванов), Чăрăшкас Хирлепри (Г.А.Леонтьева) шкулсенче ачасене йышăнма уйрăмах лайăх хатĕрленнине кăтартса пачĕ. Анчах пур шкулта та апла мар. Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Уравăшри, Малти Ишекри, Кÿстÿмĕрти, Хирпуçĕнчи, Вăрнарти 1-мĕш, Вăрман Кипекри, Туçи Мăратри, Мăн Явăшри, Енĕшри, Кăмашри, Иртеменкассинчи, Кив Мĕлĕшри, Ершепуçĕнчи, Çăлкас Кăкшăмри шкулсенче, Кульцаври, Малти Ишекри, Çĕрпелти, Хирпуçĕнчи, Вăрнарти 1-мĕш тата 4-мĕш ача сачĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсене халĕ те вĕçне çитереймен-ха. Уйрăммăн илсен, шкулсенче шыв тата канализаци системисене юсаса çитермен, мастерскойсене, спортзалсемпе хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсене йĕркене кĕртмен. Хăшпĕр столовăйсенче лару-тăру япăх, холодильниксем юсавсăр, апат-çимĕç блокĕсенче, лаборант пÿлĕмĕсенче йĕрке çук. Шкул территорине тирпей-илем кĕртессипе те çитменлĕхсем тупнă. Урамри туалетсене тасатман, çÿп-çап пуçтармалли ещĕксем тулса кайнă. Çавăн пекех чылай вĕрентÿ учрежденийĕсенче классенче çутă çителĕксĕррине (хăшĕсенче ламписем те çунса кайнă), хими кабинечĕсенче туртса кăлармалли шкафсем çуккине палăртрăмăр. Патшалăхăн санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи центрĕ административлă йĕркене пăснăшăн икĕ постановлени йышăннă, штраф тÿлеттернĕ, вунă директора çирĕп асăрхаттарнă. Ачасен сывлăхне упрас, вĕренме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе санитарипе гигиена правилисене çирĕп пăхăнмаллине манас марччĕ.


17 сентября 2003
00:00
Поделиться
;