Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хастар хутшăннă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин йышăннипе ирттерекен экологи субботникĕсене поселокри предприятисемпе организацисен коллективĕсем хастар хутшăнаççĕ. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче тата 13-мĕшĕнче иртнĕ субботниксенче, тĕслĕхрен, «Вăрнаргаз» филиалта, «Вăрнарти сельхозхими» унитарлă предприятинче, «Шанс» тулли мар яваплă обществăра, «Росгосстрах-Поволжье» обществăн Вăрнар поселокĕнчи страхлакан уйрăмĕнче ĕçлекенсем, Вăрнарти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе преподавательсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Уйрăмах инкубаторпа чăх-чĕп станцийĕнче вăй хуракансем тăрăшуллă пулнă. Вĕсем предприяти территорине тирпей-илем кĕртнĕ, хăйсем умĕнчи урама çÿп-çапран тасатнă кăна мар, бордюрсене те шуратнă. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем клумбăсене тирпейленĕ, тĕмсене тикĕсленĕ. Вăрнар поселок администрацийĕн работникĕсем вара хальхинче аш-какай комбиначĕ çывăхĕнче тирпей-илем кÿнĕ, Шупашкара каякан шоссе çулĕ хĕрринчи йывăçсем айĕнчи çĕп-çапа тасатнă. Паянхи субботника та поселока тирпей-илем кĕртме çынсем йышлăн тухнă.


22 сентября 2003
00:00
Поделиться
;