Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешÿçĕсене - сумлă парнесем

Сентябрĕн 12-13-мĕшĕсенче Канаш хула культура керменĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канаш депутачĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республикăри федерацин вице-президенчĕн П.Семенов парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йăлана кĕнĕ уçă турнир иртнĕ. Павел Владимирович кĕрешÿçĕсем валли сумлă парнесем хатĕрленĕ. Тĕп приза, хура тĕслĕ «Волгăна» канашсем çĕнсе илнĕ. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спортшкулĕн воспитанникĕсем Ирина Даниловапа Алина Федорова хальхинче те вăйлă кĕрешÿçĕсем пулнине çирĕплетнĕ. Харпăр хăй виçе категорийĕнче Ирина пĕрремĕш, Алина иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн спортсменсен парнисем те чаплă. И.Данилована видеомагнитофонпа, А.Федорована дисклă магнитофонпа чысланă. Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн преподавательне, ЧР тава тивĕçлĕ тренерне В.П.Трофимова та вăйлă кĕрешÿçĕсем хатĕрленĕшĕн видеомагнитофон парнеленĕ.


22 сентября 2003
00:00
Поделиться
;