Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем спортра маттур

«Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн иртекен эстафета спортсменсен çулленхи календарĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ. Унта хутшăнакан командăсен йышĕ те кашни çулах ÿссе пырать. Шкул ачисем, студентсем, район-хула администраци ĕçченĕсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем ăмăртусене активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ вырсарникун тĕп комплексăн стадионĕнче иртнĕ эстафетăна республикăри чи вăйлă спортсменсем хутшăннă. Массăллăх тĕлĕшпе ăмăртусем ытти çулхисенчен уйрăлнă - кăçал ытларах команда тăратнă. Пирĕн районтан та унта спортсменсен пысăк ушкăнĕ хутшăннă, япăх мар кăтартусемпе таврăннă. Çĕнтерÿ тума ăнтăлакансем хушшинче - Калининăри вăтам, Хăмăшри тата Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан, ялхуçалăх техникумĕн, район администраци ĕçченĕсен командисем, Вăрнарти Политовсемпе Туçи Çармăсри Соловьевсен çемйисем. Ăмăртусем темиçе тапхăрпа иртнĕ. Вăрнарсем хастарлăхпа палăрнă. Калининăри вăтам шкул эстафетăра 6-мĕш, хăмăшсем 10-мĕш вырăн йышăннă. Яллă районсем хушшинче иртнĕ ăмăртура вăрнарсем 6-мĕш пулнă. Çемье эстафетинче Туçи Çармăсри Надьăпа Борис Соловьевсем тата вĕсен Алексей ывăлĕ виççĕмĕш вырăна тухма темиçе çеккунт çухатнă, вăхăт кăтартăвĕпе вĕсем - тăваттăмĕш вырăнта. Район-хула администрацийĕсен ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ чупура Вăрнар район администрацийĕн команди - Надя Лаврентьева, Галина Павлова, Петр Иванов, Владимир Прокопьев, Сергей Политов - 400-шер метрлă эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăннă, кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Район администрацийĕшĕн çемье эстефетинче Вăрнар чысне Ларисăпа Сергей Политовсем тата вĕсен Коля ывăлĕ хÿтĕленĕ. Ку ăмăртура ашшĕсене 400, амăшĕсене 300, ачисене 100 метр чупма тивнĕ. 16 командăран Политовсем чи хăвăрттисем, сатуррисем пулнă - пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕç пулнă. Вĕсене чей сервисĕ парнеленĕ. Спортсменсен савăнăçне эпир те çурмалла пайлатпăр, вĕсене çитĕнÿсемпе саламлатпăр.


22 сентября 2003
00:00
Поделиться
;