Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентÿ ыйтăвĕсем тавра

Кĕçнерникун информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче унăн теми: «Чăваш енри вĕрентÿ: ĕнер, паян, ыран» пулчĕ. Унта хутшăнса района республикăри влаç органĕсен представителĕсем килсе çитрĕç. ЧР Президент администрацийĕн патшалăхăн влаç тата хăйтытăмлăх органĕсен управленийĕн консультанчĕ Ю.Чернов почта çыхăнăвĕн узелĕнче вăй хуракансемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Республикăра юлашки вунă çулта вĕрентÿ тытăмне çĕнетессипе, унăн шайне ÿстерессипе сахал мар ĕçсем пурнăçланине палăртрĕ вăл. Чăн та, вунă çул каялла республикăра юхăнма пуçланă 120 шкула шута илнĕ. Çултан çул вĕсен йышĕ чакса пырать, киввисем вырăнне çĕннисене хута яраççĕ. Ку таранччен 92 çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартнă. Ачасем çутă та илемлĕ классенче вĕренеççĕ. Кÿршĕ регионсенчен ку енĕпе аванрах ĕçлетпĕр. Вăрнар районĕнче те кĕске вăхăтрах икĕ шкул çĕкленчĕç, вĕсенче вĕренме тивĕçлĕ мĕнпур условисем пур. Хальхи вăхăтра строительсем Кÿстÿмĕрти шкул çуртне хăпартаççĕ. Республикăра ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн «Çĕнĕ шкул» программи ăнăçлă пурнăçланса пырать. Вĕрентÿ учрежденийĕсем патне çулсем сараççĕ, база шкулĕсем йĕркелеççĕ, шкул автобусĕсем çÿреççĕ тата ыт. те. Çакă ырă ĕçсен пĕр пайĕ çеç-ха, малашнехи плансем çав тери пысăк. Акă, хальхи вăхăтри тĕп задачăсенчен пĕри - шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси. Çакă вĕрентĕве чылай çÿллĕрех шая çĕклет. Ачасем çĕнĕ технологисене алла илеççĕ, вĕсен пĕлĕвĕ ÿссех пырать. Кашни вĕренекен компьютерпа усă курма пултартăр тесе тăрăшать пирĕн Президент. ЧР бюджетне йышăннă чухне вĕрентÿ сферине тивĕçлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Бюджетăн 27 проценчĕ вĕрентĕве аталантарнă çĕре кайни, паллах, савăнтарать. Тепĕр тĕп ыйту вăл - вĕренекенсен пĕлĕвне тĕнче шайĕ таран ÿстересси, аслă тата вăтам шкулсенче пухнă пĕлĕве ют çĕршывсенче те лайăх хак паччăр. Ку тата ытти тĕллевсене пурнăçлама пăхнă та ĕнтĕ Раççейре пыракан вĕрентÿ реформинче. Чăваш енре вĕсене ыттисенчен маларах пурнăçа кĕртеççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене чи малтан хутшăнни те çавнах çирĕплетет. Республикăри шкулсенче вĕренекенсем пысăк баллсем пухса Раççейри чи паллă аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухма тивĕçнĕ. Апла пулсан, вĕрентÿ реформи республикăра тĕрĕс çул-йĕрпе пырать.


22 сентября 2003
00:00
Поделиться
;