Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсем те пулăшаççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ кăçалхи тырпула çăлса хăварма чĕнсе каланă хыççăн промышленность предприятийĕсемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкулсемпе ытти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем ял çыннисене вырмара пысăк пулăшу параççĕ. Социаллă работниксемпе ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем те çак ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. Иртнĕ юнкун Çавалкасри ваттисен çуртĕнче пурăнакансем пиллĕкĕн «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативĕн Мăн Турханти йĕтемĕнче ĕçленĕ. Çамрăк мар, кашниех çитмĕл çула çывхарса пырать е иртнĕ пулин те ватăсем тырпула тасатса тирпейленĕ çĕрте маттур пулнă. Вĕсемпе пĕрле халăха социаллă пулăшу паракан районти центр директорĕ В.Павлов, Çавалкасри ватăсен çурчĕн заведующийĕ Е.Иванова, ялти социаллă работниксем виççĕн ĕçленĕ. Ватăсемпе социаллă работниксем Мăн Турханти йĕтемре кĕçнерникун та вăй хунă. Вĕсем хуçалăха тырпула тасатса тирпейленĕ çĕрте вырма вĕçленичченех пулăшма палăртаççĕ.


22 сентября 2003
00:00
Поделиться
;