Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул хываççĕ, газ кĕртеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Вăрнар районĕнче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерни çинчен пĕлтернĕччĕ хаçатра. Аçăмçырми ялĕнче иртнĕ кĕçнерникун çумăр çунине пăхмасăр халăх йышлă пухăннă. Сăлтавĕ те пур: вăтам шкул патне çитиччен сарнă асфальтлă çул хута каять тата газпа усă курма пуçлаççĕ. - Килес çул пĕтĕм ялсене газ çитерсе пĕтермелле, кашни килте «кăвак çулăм» çунтăр. Унтан вара республикăри кашни яла асфальтлă çул хывма тытăнатпăр. Вăрнар районĕнче çак программăсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ,- палăртрĕ Президент çул хута кайни çинчен пĕлтерсе хĕрлĕ хăйăва каснă май. Аçăмçырминче 1,5 километр çул хута кайрĕ. Халĕ шкул автобусĕ ачасене уроксем пуçланиччен вырăна ним чăрмавсăр вăхăтра илсе çитерĕ. «Уют» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Геннадий Степанов пĕлтернĕ тăрăх, ял урамĕсене 7 километр ытла газ пăрăхĕсем хывнă, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçланă. Республика пуçлăхĕ çавна çирĕплетсе «кăвак çулăм» çутрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Президента газ кĕртесси районта ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен пĕлтерчĕ. Ку енĕпе халăх патшалăх паракан кредитсемпе усă курать. Унтан Н.Федоров «Санары» тулли мар яваплă обществăн çĕрулми уйĕнче пулчĕ. Çумăр вĕтĕртетнине пăхмасăрах кунта аслисемпе пĕрле шкулта вĕренекенсем те тăрăшатчĕç. Çĕрулми кăларакан икĕ агрегат хыççăн «иккĕмĕш çăкăра» пуçтаратчĕç вĕсем. Общество ертÿçи Р.Петров Николай Васильевича хуçалăхри ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Тырпула 83 процент чухлĕ лаптăк çинчен пухса кĕртнĕ, çĕрулмине те çурри ытла кăларнă. Çанталăк условийĕсене пула кунта çĕрсе пĕтнĕ лаптăксем те пур. ЧР Ялхуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Игнатьев районĕпе вĕсем 4 пин гектара яхăннине пĕлтерчĕ. «Август» фирма пулăшнипе кунта çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайсем çителĕклĕ. Санарпуçсемпе сывпуллашса Президент Кайри Тукай ялне çул тытрĕ. Кунта газ çитнĕ, фельдшер пунктĕнче тата Коршуновсен килĕнче газ çунма пуçларĕ, çавăн пекех тата вунă хуçалăхра çак ырлăхпа усă курма тытăнчĕç. Çак ятпа пухăннă савăнăçлă митингра Николай Васильевич ял çыннин пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе малашне тата тепĕр программа тăрăх ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ. Вăрнар районĕнче кашни яла, киле газ кĕртес мĕнпур ĕçсене килес çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме май пур. Апла пулсан çул-йĕр хывас, шывпа тивĕçтерес ыйтусене те вăхăтра татса парасса шанма пулать. Паллах, палăртнине пурнăçласси вырăнта мĕнле тăрăшнинчен нумай килет. Çĕрпелти вăтам шкула çитнĕ май Президент кунта культурăллă та пултаруллă халăх пурăннине палăртрĕ. Йĕри-тавра таса, çÿп-çап сапаланса выртмасть. Шкулта Николай Васильевичпа Анатолий Ивановича чечексемпе кĕтсе илчĕç. Республика пуçлăхĕ кунта компьютер класĕ парнелерĕ, вунпĕрмĕш класра вĕренекенсемпе калаçрĕ, мĕнле специальноçе алла илес кăмăл пуррипе интересленчĕ. Кирек мĕнле профессие суйласан та ăна юратса пурнăçласан ĕç ăнатех. Юрату сунса сывпуллашрĕ Николай Федоров çĕрпелсемпе. Тĕлпулăва пынă Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Хорнзор» ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Федор Кузьмин, ял çыннисем Президента халăхшăн тимленĕшĕн тав турĕç. Çав кун Николай Федоров Вăрнарта кăтартуллă библиотека уçнă çĕре хутшăнчĕ. Картишĕнче илемлĕ чечексем ÿснине курса, унта йывăçран касса тунă тенкелсем çитменнине асăрхаттарчĕ. «Хăтлă, чуна ăшăтакан библиотека тата компьютерсемпе пуянланчĕ. Малашне кунта кĕнеке вулакансем интернет урлă ытти библиотекăсемпе çыхăнма, кирлĕ литературăна тупса усă курма пултарĕç. Библиотека ĕçченĕсем районти предприятисем çинчен ятарлă страницăсем хатĕрленĕ. Историрен пуçласа вĕсен паянхи кунчченхи кунçулĕпе паллашма пулать. Плансем пирки çутатма кирлине палăртрĕ Президент. Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Владимир Свешников библиотекăна компьютер сĕтелĕсем парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Ку предприяти унччен те районти культура, вĕрентÿ учрежденийĕсене аталантарнă çĕре сахал мар тÿпе хывнă, компьютерсем, кĕнекесем туянса панă. «Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕ сĕт завочĕ» акционерсен уçă обществинче Президент производствăна мĕнле йĕркеленипе паллашрĕ. Заводăн генеральнăй директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăтам ĕçукçи 3500 тенкĕпе танлашать. Хуçалăхсенчен куллен 80 тоннăна яхăн продукци килет. Вĕсемпе вăхăтра татăлса пыраççĕ. Аталанмалли çул-йĕр шыракан пуçлăхсене май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ Николай Васильевич. Элĕк тата Пăрачкав районĕсенче юхăнса ларнă сĕт-çу завочĕсене хăйсем çине илнĕ вăрнарсем, ĕçлеттерсе янă. Çавна май вырăнти хуçалăхсем сĕте унта сутма пуçăннă. Вăрнарти заводăн продукцине республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Чулхула, Мускав, Санкт-Петербург тата ытти хуласене ăсанать вăл. Продукци ассортименчĕ ÿссех пырать. - Вăрнарсем аталану çулĕпе çирĕппĕн утнине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Кунта халăх ĕçчен, ырă кăмăллă. Усал куçпа пăхакана, ÿсĕр çынна пĕрре те курмарăмăр. Хăйсене шанса панине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене пулăшма та кăмăллă, - терĕ Николай Васильевич. Юлашкинчен вăл предприяти пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.


24 сентября 2003
00:00
Поделиться
;