Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç условийĕсене лайăхлатма

Ялăн социаллă пурнăçне 2010 çулччен аталантармалли федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçласа 2003 çулта яллă вырăнсенче çурт-йĕр çавăрма, пурнăç условийĕсене лайăхлатма Чăваш Республикине Федераци бюджетĕнчен 60 миллион тенкĕ уйăрса панă. Пирĕн района 3 миллион та 99,6 пин тенкĕ тивĕçнĕ. Паян ялсем пушанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чылай çĕрте ял халăхĕ ĕç укçине алла илейменни, ĕç укçи вăтма кăтартусенчен пĕчĕкрех пулни «хăвалать» те вăйпитти çынсене. Ял инфраструктурине аталантарас ĕçре пĕтĕм шанчăкĕ вара çамрăксенче. Çÿлерех асăннă программа çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе тĕллевлĕ программа шутланать. Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан кăна тулли, çирĕп, тĕреклĕ. Пирĕн районтан çурт-йĕр çавăрма патшалăхăн тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса 21 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатĕ. Иртнĕ эрнекун вĕсене çакăн çинчен калакан свидетельствăсене официаллă лару-тăрура парса савăнтарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин районта Президент политикине йĕркеллĕ тытса пынине палăртрĕ, пухăннисене çемьере юрату, килĕшÿ, татулăх сунчĕ. «Енчен те ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ пулсан, ку ял аталанать, эсир пулăшнипе малалла пурăнать»,- терĕ Анатолий Иванович. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн инженер-строителĕ Владимир Егоров субсиди илекенсем Вăрнар районĕнче чи йышлисем пулнине каларĕ. Паллах, малтанласа кил-çурт хăпартма ссуда илес текенсен списокĕ вăрăмрах пулнă. Комисси ялсене тухса тĕрĕсленĕ хыççăн тĕрлĕ сăлтавсене пула - калăпăр, çуртăн никĕсне хывман, строительство ĕçĕсене пуçăнман т. ыт. те - хăшĕсем тухса ÿкнĕ. Çавна пула документсене виçĕ хутчен пăхса тухса улăштарнă. Асăнтăм ĕнтĕ, телейлисем пурĕ 21 çемье. Пурте вĕсем ялхуçалăх сферинче тăрăшакансем, ялта вăй хуракансем - водительсем, трактористсем, тимĕрçсем... Хаклă документа алла илекенсен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Акă,Ярмушкари Алинăпа Александр Илларионовсем, Мăнъял Хапăсри Людмилăпа Владислав Лукинсем те çакна пытармарĕç. Вĕсем тĕп килĕнчен уйрăлса тухса хăйсен вăйĕпе пÿрт çĕклеме тытăннă. Субсиди укçипе вĕсем строительство ĕçĕсене вĕçне çитерсе кĕçех çĕнĕ çурта килĕштерсе, шăкăл-шăкăл пурăнма тытăнĕç. Свидетельствăна алла илекенсем район ертÿçине, Президента тав сăмахĕ каларĕç. Ку - тĕллевлĕ программăн пуçламăш тапхăрĕ кăна-ха. Ялта ĕçлесе пурăнакансене çурт-йĕр çавăрма пулăшмашкăн 2004 çулта Федераци бюджетĕнчен 80 миллион тенкĕ уйăрма ыйтса Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствине çырупа тухнă ĕнтĕ. Çак укçа республикăри тата 600 çемьене пулăшма çитет.


24 сентября 2003
00:00
Поделиться
;