Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрманкассем нихăçан та кайри пулман

«Хорнзор» тата «Урожайная нива» хуçалăхсем хыççăн «Янгорчино», «Броневик» ялхуçалăх производство кооперативĕсем те сентябрĕн 22-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртессине вĕçлерĕç. Çĕрпелсем 430 гектар çинчен 1250 тонна тырă çапса илнĕ, тухăç 29,07 центнерпа танлашнă. Хăмăшсен тухăç 21,67 центнер пулнă. «Искра» тата «Санар» хуçалăхсенче те вырма вĕçленсе пырать. Аçăмçырмисен пуçтарса кĕртмелли 20 гектар, санарпуçсен 23 гектар юлнă. Районĕпе тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 10581 гектар (пĕтĕм лаптăкăн 69,8 проценчĕ) вырса çапнă. Пуçтарса кĕртмелли 4572 гектар юлнă. Юлашки вăхăтра çанталăк çĕр çыннисене кăштах çăмăллăх пама шутларĕ тейĕн. Çумăрсем ытлах пулмарĕç. Çавна май вырма хăвăртлăхĕ ÿсрĕ. Иртнĕ эрнере, сентябрĕн 15-21-мĕшĕсенче, 2665 гектар вырса çапнă. Унчченхи эрнере 1838 гектар пулнă. Уйрăмах «Самолет» ялхуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем хастар пулнă. Вăрманкассем пĕр эрнере 245 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн çуррине яхăн, пуçтарса кĕртнĕ. Вырмалли 74 гектар юлнă. Çавăн пекех çак вăхăтра малти-ишексем 206 гектар, çăлкас-кăкшăмсем 160, кушар юнтапасем 203, малтикас-ялтăрасем 136, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 484 гектар вырса çапнă. Аш-какай комбинатĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене кăçал районта чи пысăк лаптăк, 1647 гектар, çинче çитĕнтернĕ. Пуçтарса кĕртмелли тата 467 гектар юлнă. Коротков ячĕллĕ, «Правда», «Маяк», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Знамя», «Агро-инвест» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче вырмара районăн вăтам кăтартăвĕнчен каярах юлса пыраççĕ. Халлĕхе чи вăйлă тухăç аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче. Кунта 1180 гектар çинчен 3755 тонна тырă çапса илнĕ. Пĕр гектартан 31,8 центнер тухнă. Иккĕмĕш вырăнта «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕ. Хирпуçсен тухăç 31,71 центнерпа танлашнă. Çавăн пекех çавалкассен ку кăтарту 26,96 центнер, кульцавсен 26,4 центнер пулнă. Çав вăхăтрах нурăссем кашни гектартан 9,3 центанер, уйкас-кипексемпе уравăшсем 10, шĕнер-ишексем 11,76, чăрăшкас-мăратсем 11,96, хапăссем 13,26, кив-мĕлĕшсем 13,52, туçи-çармăссем 13,79 центнер кăна çапса илнĕ. Кĕр тыррисем акма вăхăт иртсе кайрĕ. Кăçал вĕсене пурĕ те 918 гектар кăна акса хăварнă. Пĕлтĕр 1872 гектар пулнă. «Родник», МТС «Яуши», «Гвардеец», Коротков ячĕллĕ, «Фавн», «Победа», «Маяк», «Янишево», «Янсарино», «Родина», «Броневик», «Знамя», «Урожайная нива», «Агро-инвест», «Мир» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче кĕр тыррисене кăçал пĕр гектар та акман. Çавна май çуркунне уй-хир ĕçĕсен калăпăшĕ палăрмаллах ÿсет. Халĕ çĕрулми кăларса пуçтарасси хуçалăхсенче чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçченсенчен пĕри пулса тăчĕ. Сентябрĕн 22-мĕшне 520 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн 43,3 проценчĕ çинчен, кăларса илнĕ. Пурĕ 7329 тонна çимĕç пуçтарнă. Вăтам тухăç 14,09 центнерпа танлашнă. «Родник» агрофирма» тулли мар яваплă общество «иккĕмĕш çăкăра» 30 гектар çинчен йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Çавăн пекех Коротков ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсенче те çĕрулми кăларассине вĕçленĕ. Чи пысăк тухăç аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче - 250 центнерта танлашать. «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тата «Санар» агрофирма» тулли мар яваплă обществăра кашни гектартан 225 центнер çимĕç кăларса илнĕ. Çавăн пекех çĕрпелсен тухăç халлĕхе 177,8 центнерпа, çавалкассен 162,5, хирпуçсен 150, хурăнсур-çармăссен 128,6, ярмушкасемпе хăмăшсен 120, хапăссен, вăрманкассен, малти-ишексен, çăлкас-кăкшăмсен, кушар-юнтапасен, кульцавсен, нурăссен, уйкас-кипексен, мăн-турхансен, ялхуçалăх техникумĕн 100 центнерпа танлашать. Халĕ пĕр харăсах уйран тĕштырă та, çĕрулми те пуçтарма тивет. Çавăнпа хуçалăхсенче автомашинăсем тивĕçмеççĕ. Апла пулин те çанталăк лайăх тăнипе усă курса ялхуçалăх культурисене йăлтах пуçтарса кĕртессишĕн мĕнпур майсемпе тăрăшмалла.


24 сентября 2003
00:00
Поделиться
;