Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăлатпăр, тăван...

Кашни çулах пирĕн çĕршывра Ватă çынсен кунне октябрĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал ăна хатĕрленсе ирттерме районта йĕркелÿ комитетне туса хунă. Унăн председателĕ пулма район администраци пуçлăхĕн çумне Григорий Игнатьева çирĕплетнĕ. Тунтикун комитет членĕсем канашлăва пухăнса пурнăçламалли ĕçсен планне пăхса тухрĕç. Ытти çулсенчи пекех çав кун ватăсене, тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ çынсене предприятисемпе организацисенче, ял администрацийĕсенче пуçтарса тĕлпулусем йĕркелеме сĕнчĕç. Пĕччен тата çити-çитми пурнăçпа пурăнакан 102 ватă республика бюджетĕнчен 350-шар тенкĕ пулăшу илĕç. Ăна перекет банкĕ урлă ятарлă счетсем çине куçарса параççĕ. Унсăр пуçне ЧР социаллă политикин министерстви района 19600 тенкĕ уйăрнă. Ватăсем пирки, паллах, çулталăкра пĕр кун çеç аса илмелле мар предприятисемпе хуçалăхсен пуçлăхĕсен. Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, аш-какай комбинатĕнче, Вăрнарти издательство çуртĕнче вĕсене куллен пулăшу параççĕ. Ыттисенче çапла пулсан аванччĕ. Çав тĕллевпе йĕркелÿ комитечĕ хуçалăхсен ертÿçисене предприятисенчен тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсене пулăшма, чыслама чĕнсе каларĕ. Паллах, культура ĕçченĕсем ташă-юрăпа савăнтарĕç.


24 сентября 2003
00:00
Поделиться
;