Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕрулми кăларма пулăшаççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртмешкĕн пулăшма чĕнсе каланă хыççăн район администрацийĕпе ялхуçалăх управленийĕнче ĕçлекенсем хуçалăхсенче кашни кун тенĕ пекех тухса çÿреççĕ. Иртнĕ шăматкун вĕсем вун саккăрăн Ульянов ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче пулнă. Копалкăпа кăларнă çĕрулмине сеткăсене пуçтарса тултарнă. Ку эрнере вара «Победа» хуçалăха пулăшма Хирпуçне кайнă. Ытти учрежденисенче, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем те тырă пуçтарса кĕртнĕ тата çĕрулми кăларнă çĕрте пулăшма хуçалăхсене тухса çÿреççĕ. Калининăри 24-мĕш професси училищинче вĕренекенсем çапла «Юнтапа», кунти шкул-интернат коллективĕ «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче пулнă. Вăрнарти, ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем те кăçал тĕштырăсемпе çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ çĕре сахал мар тÿпе хываççĕ, уя тухаççĕ, йĕтемсенче ĕçлеççĕ.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;