Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Больница çĕнелет

Çак кунсенче районти тĕп больницăри ача çураттармалли уйрăм юсав ĕçĕсене пула икĕ уйăха яхăн хупă тăнă хыççăн çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. «Шанс» тулли мар яваплă общество строителĕсем кунта ăшă трассине йăлтах çĕнетнĕ, канализаци пăрăхĕсен, раковинăсемпе унитазсен, урайĕнчи кафель плитисен пĕр пайне улăштарнă, мачча-стенасене, сĕтел-пукана сăрланă. Çак çуртрах вырнаçнă гинекологи уйрăмĕнче те стена-маччасене шуратса сăрланă, пĕр унитаз улăштарнă, питех те илемлĕ ванна вырнаçтарнă. Халиччен уйрăмра ванна пулман. Ку таранччен вăйлă çумăрсем вăхăтĕнче, кĕркунне-çуркунне палатăсене маччаран шыв аннă. Çуртăн тÿрем тăррине çулсерен тенĕ пек юсаса укçа нумай пĕтнĕ. Халĕ çурт çийĕн икĕ хысаллă тăрă вырнаçтарнă. Юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра районти хĕрарăмсен ача çуратма Йĕпреçе, Канаша, Çĕнĕ Шупашкара çÿреме тивнĕ. Халĕ хамăр пата Йĕпреç районĕнчен килеççĕ. Ача çураттармалли уйрăма тĕпрен çĕнетме бюджетпа 2003 çул валли уйăрса панă укçа çитмен. Район администрацийĕн пуçлăхĕнчен А.Кузьминран пулăшу ыйтма тивнĕ. Анатолий Иванович юсав ĕçĕсене вĕçлеме çитмен укçа-тенкĕне тупса панă. Районти тĕп больницăра кăçал çавăн пекех терапи уйрăмне те тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Кунта хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» строительство организацийĕн строителĕсем ĕçленĕ. Вĕсем урайĕнчи çĕрĕшнĕ хăмасене кафель плитисемпе, линолеумпа улăштарнă, стена-маччасене шуратса сăрланă. Халĕ çĕнелнĕ уйрăмра чирлисене йышăнма хатĕрленеççĕ.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;