Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăрăшкас Хирлепрен - «Поле чудеса»

ОРТ телеканалпа паракан «Поле чудес» телешоу историйĕнче Чăваш Ен çыннисем çĕнтернĕ тĕслĕхсем пĕрре кăна пулман. Çывăх вăхăтра унăн кустăрми умĕнче эпир хамăр ентеше, Чăрăшкас Хирлепри Наталья Ардальоновна Скворцована курăпăр. Н.Скворцова Раççейĕн тĕп телестудине лекме пултарни ăнсăртран мар. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче унăн вăтам ачи, Калининăри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Ваня, Раççейĕн тĕпхулинче пулнă. Мускавпа паллашнă май халăх кăмăллакан «Поле чудес» телекăларăмăн музейне те çитсе курнă. Шăпах çавăн чухне вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама ыйтса ещĕке çыру çырса хăварнă. Наталья Ардальоновна хăй те ĕçрен пушă вăхăтра (шкулта поварта тимлет) кросвордсемпе кăсăкланать. Передача йĕркелÿçисенчен телеграмма-чĕнÿ илнĕ хыççăн вăл инçе çула хатĕрленме тытăннă, юнкун Мускава тухса кайнă. Н.Скворцована «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционер обществин генеральнăй директорĕ В.Свешников виçĕ пин, «Фавн» агрофирма ертÿçи А.Фомин пĕр пин тенкĕ спонсорла пулăшу панă. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ çăмăл машинăпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех вăл «Поле чудеса» Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине, чăвашсен наци апат-çимĕçне- шăрттан, Калинино райповĕн кучченеçне, П.Красновăн «Вăрнар ен» кĕнекине илсе кайнă.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;