Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăха йышăнчĕç

Юнкун районта обществăлла йышăну пÿлĕмĕ ĕçлерĕ. Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Дина Садикова, тĕп ЧР-нчи патшалăхăн тĕп регистраторĕ Надежда Прокопьева, РФ юстици министерствин республикăри управленийĕн пуçлăхĕн çын правине сыхласа айăпланине пулăшаканĕ Андрей Кочанов халăх хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Республика представителĕсем патне суд решенийĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пулăшу ыйтакансем ытларах пулчĕç. Çавăн пекех халал, айăплассине пурнăçлас ыйтусене чылайăшĕ çĕклерĕ. Çынсене пирĕн таврари йĕркесĕрлĕхсем тарăхтарни вĕсен пурнăçри активлă позицийĕ çинчен калать. Çапла Алексей Сусликов ветеран Дина Николаевнăран поселок администрацийĕн пуçлăхĕсене хăйсен ĕçне ÿрĕк-сÿрĕк тунăшăн явап тыттарма ыйтрĕ.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;