Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хутмалли сезона хатĕр

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ ятарлă комисси ытларикун çутçанталăк газĕпе ĕçлекен котельнăйсене хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе çитернине тĕрĕсленĕ хыççăн. Тĕрĕслев ĕçне Чăваш енри ГТЛ патшалăх инспекторĕ Николай Мухрагин, «Вурнарский» тепловодоканал» муниципаллă унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ иван Сидоров, «Вăрнаргаз» филиал ертÿçи Илья Арбузов, котельнăйсене пăхса-асăрхаса тăраканĕ Николай Павлов тата ыттисем хутшăнчĕç. Хваттерсене, вĕрентÿ, сыватупа ытти учрежденисене ăшăпа тивĕçтерессишĕн «Вурнарский» ткпловодоканал» яваплă пулса тăрать. Унăн балансĕçинче пурĕ 15 котельнăй, çав шутран улттăшĕ - Вăрнар поселокĕнче. Ăшă паракан тĕп пунктсем иккĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăра çу кĕнĕсенчех хатĕрленме тытăннă, котельнăйсенче пысăк калăпăшлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çав шутра кăмака юшкисен, электродвигательсен насусне тĕрĕсленĕ, юрăхсăррисене çĕннисемпе улăштарнă, хурансене çуса тасатнă, çĕнĕ хурансем вырнаçтарнă. Районти тĕп больница территорийĕнчи 3-мĕш котельнăйĕнче мĕн чухлĕ газ çуннине шутлакан çĕнĕ прибор лартнă. Комисси котельнăйсене хутмалли сезона епле хатĕрленнипе кăмăллă юлчĕ, котельнăйсем паян тесен паян ĕçе хатĕррине çирĕплетрĕ. Анчах патшалăх инспекторĕ Н.Мухрыгин пĕчĕк кăлтăксене те тупса палăртрĕ: пăрăхсем çинче «газ çулне» стрелкăпа палăртмалла, манометрсене, указательсене йĕркене кĕртмелле тата ытти те. «Вурнарский» тепловодоканал» МУП Пĕтĕм тĕнчери реконструкци банкĕнчен тавăрса памалла мар 5:5 миллион тенкĕпе танлашакан ссуда илме пултарни те юлнă ĕçсене хутмалли тапхăрччен вĕçлеме май парĕ. Халĕ «Выбор» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем 2-мĕш котельнăйĕнчен каякан çĕрнĕ пăрăхсене çĕннисемпе улăштараççĕ, ăшă çухалассине чакарма вĕсене çмелтен çĕнĕ меслетпе хуплаççĕ. Малтан пенокалиуретан кăпăкĕпе сирпĕтеççĕ, унтан цинкланă шуçтимĕрпе çавăрса витеççĕ. Севернăй микрорайонта та çак ĕçсене тума палăртнă.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться