Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Киçтĕк ăстисем

Кăçал республикăра ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Волга-Роснефтетранс» генеральнăй директорĕ Павел Семенов йĕркеленĕ. Унăн пуçарăвне Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата Культура министерствисем, çамрăксен патшалăх комитечĕ ырласа йышăннă. «Манăн Чăваш енĕм - манăн кил» девизпа иртнĕ конкурса 1500 ытла ача хутшăннă. Вĕсем пурте - ачаранах ÿнер вăрттăнлăхĕсен «уçма» тăрăшакансем. Пирĕн районтан та асăннă конкурса хутшăнакансем йышлă пулнă, 40 вĕренекен финала тухма пултарнă. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Андрей Новичковпа ялхуçалăх техникумĕн иккĕмĕш курс студенчĕ Владимир Герасимовăн ÿкерчĕкĕсене вара чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Вĕсен ăсталăхне малти вырăнсене парса хакланă. Паян эпир çамрăк художниксен шухăш-кăмăлĕпе паллаштаратпăр. Андрей Новичков: Çак конкурса хутшăнни маншăн пысăк савăнăç, унта çĕнтерме пултарни пушшех те. Манăн малтанах конкурс йĕркелÿçисене, ÿкерчĕксене пăхса тухса хаклакансене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Хамăн ÿкерчĕксенче эпĕ тĕрлĕ япаласем сăнлама тăрăшатăп: тăван çутçанталăк, портрет, натюрморт... Илеме курса ăна çынсене кăтартас килет. Чун-чĕре хăпартланăвĕ пур чухне ĕç те ăнать. Ачасен ÿнер шкулне эпĕ виççĕмĕш çул çÿретĕп. Мана кунта пĕрремĕш кунранах килĕшрĕ. Тен, анне çине тăман пулсан (вăл мана ÿнер шкулне кайма хистерĕ), хамăн ÿкерес пултарулăх пуррине пĕлмен те пулăттăм. Шкулти рисовани урокĕсем тем тесен те урăхларах иртеççĕ. Конкурса эпĕ хамăн тăван Вăрнар поселокне сăнланă ÿкерчĕке тăратрăм. Уйрăммăн илес-тĕк, манăн ĕçре - универмагпа унăн умĕнчи хутлăх. Магазин çывăхĕнче ÿсекен çамрăк хурăнсем тăван енĕм, тăван район илемленсе пынине пĕлтереççĕ. Мана çĕнтерÿçĕ пулса тăни питĕ хавхалантарчĕ, çавăнпа та хамăн ăсталăха эпĕ малалла та аталантарас тĕллевлĕ. Владимир Герасимов: Кунашкал конкурс йĕркелени вĕренекенсем хушшинче чăн-чăн талантсене тупса палăртма май парать. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх, акă хамăр районта та пултаруллă çамрăк художниксем пуррине пĕлтĕмĕр. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, социаллă программăсен лидерĕн Павел Семеновăн ырă пуçарăвĕ çĕршер ачана хавхалантарчĕ, ÿнер тĕнчине çул уçма пулăшрĕ. Эпĕ пĕчĕк чухнех сăрлама юратнă. Хамăн пĕрремĕш ÿкерчĕке виçĕ çулта чухне тунă. Мана уйрăмах тăван тавралăха, унăн пуянлăхне, илемне хут çине ÿкерме килĕшет. Конкурса тăратнă ĕçре те эпĕ тăван енĕм епле хитрине кăтартма тăрăшрăм. Ĕмĕтсем вара пысăк - манăн Чăваш енĕн тава тивĕçлĕ художникĕсем, искусствăн паллă ĕçченĕсем пысăка хурса хаклама тивĕçлĕ ÿкерчĕк тăвас килет. Ăна пурнăçа кĕртме тăрăшатăпах.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;