Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарта Анатолий Иванов урамĕ пулмаллах

Çĕклекен çак шухăш-сĕнÿпе район тата поселок ертÿçисем те, Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансем те килĕшессе-çураçасса питĕ ĕненес килет. Сăмахăм Совет Союзĕн Геройĕн Анатолий Александрович Ивановăн ятне ĕмĕр асăнмалла тăвас пирки. Тĕрĕссипе, Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн пынă Аслă вăрçăра вышкайсăр паттăрлăх кăтартнă А.А.Ивановăн ячĕ истори страницисене ылтăн саспаллисемпе яланлăха çырăнса юлнă. Çĕршыв паттăрĕ пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа кĕçех çулталăк çитет. Раштав уйăхĕнче, хĕллехи Микулн кунĕнче, унăн куçĕсем ĕмĕрлĕхе хупăннă. Анатолий Александрович пуш уйăхĕнче сакăрвун виççĕ тултармаллаччĕ. Ăна юлашки çула çар чыс-хисепĕпе чаплăн ăсатрĕç... А.А.Иванов, чăн та, Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿсмен. Апла пулин те пирĕн ăна тепĕр ентешрен те хаклă çын вырăнне хурса пĕтĕм чун-чĕререн хисеплемелле, ун ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла. Анатолий Александрович Канаш тăрăхĕнчи Высоковка салинчен. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ вырăс каччин 1940 çулта çара кайма ят тухнă. Тепĕр çулталăкран, тĕнче нихăçан курман хăрушă вăрçă йăтăнса тухсан, А.А.Иванова фронта илсе кайнă. Высоковкăра тек пурăнма пÿрмен ăна - вăрçă çулĕсенче ашшĕпе амăшĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсем пурăнма Вăрнар поселокне куçса килнĕ. Хамăр республикăра йĕркеленĕ 324-мĕш стрелковăй дивизи йышĕнче пулса, А.А.Иванов Тăван çĕршывăн тĕп хулине - Мускава - хÿтĕленĕ. Темиçе хут вăйлăрах тăшмана çапса аркатнă çĕре хутшăнса, ентешĕмĕр паттăрлăх кăтартнă, хаяр çапăçусенчен чĕрĕ тухма пултарнă. Кайран та вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тăма лекнĕ. Темиçе хутчен аманнă, каллех строя тăнă. Вăрçă çулĕсем ăна ăçта кăна илсе çитермен-ши; Анатолий Александрович ротинчи воинсем Курскпа Орел пĕккинчи хаяр çапăçусенче те иксĕлми паттăрлăхпа палăрнă. Ку шăпах утмăл çул каялла, 1943 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче, пулса иртнĕ. А.А.Иванов лейтенант ертсе пыракан пехотинецсене Киев хулинчен кăнтăр еннерехре Днепр урлă каçса плацдарм йышăнма, хамăрăн çарсем валли çул уçса пама хушнă. Çĕрлехи сĕмлĕхпе усă курса, сулăсем çине ларнă воинсем чăнкă çыран еннелле ишнĕ. Вăйлă çирĕпленнĕ тăшман вĕсене сиснĕ. Хаяр çапăçу пуçланнă. Пирĕн салтаксем нимĕçсене пурпĕрех кунтан сирпĕнтерме пултарнă, хамăрăн тĕп вăйсем сылтăм çырана каçиччен йышăннă плацдарма шанчăклă хÿтĕленĕ. Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Анатолий Александрович Иванова тепĕр уйăхран, октябрĕн 29-мĕшĕнче, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, Ленин орденĕпе наградăланă. Пирĕн ентеше кĕçех батальона ертсе пыма шаннă. Çапăçусенчи иксĕлми паттăрлăхшăн ăна çавăн пекех Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Александр Невский, Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе тата чылай медальпе чысланă. 1946 çулхи июньте Совет Союзĕн Геройĕ А.А.Иванов гварди капитанпа мăшăрĕ, Екатерина Владимировна, ашшĕпе амăшĕ патне - Вăрнара - килсе çитнĕ. Çавăнтанпа çак поселок вĕсен иккĕмĕш тăван килĕ пулса тăнă. Анатолий Александрович кунта 56 çул пурăннă. Калас-тăк, Вăрнар поселокĕпе район аталанăвĕнче çĕршыв паттăрĕн тÿпи уйрăмах пысăк. Вăрçă хыççăнхи çулсенче А.А.Иванов пĕр тапхăр парти райкомĕн секретарĕнче тимленĕ. Хĕрÿ чĕреллĕ, принциплă пулнăран районта хăвăртах ырă ят çĕнсе илнĕ. Каярахпа ултă çул хушши райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче, райĕçтăвком председателĕнче вăй хунă. Тăватă çул Вăрнар поселок ĕçтăвкомне ăнăçлă ертсе пынă. Анатолий Александрович вĕçĕмех чăхăмланă Вăрнарти çу заводне ура çине тăратассишĕн нумай тăрăшнă. Каярахпа вунпилĕк çул, хăй тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăл нефть базин директорĕнче ĕçленĕ. Анатолий Александрович тĕлĕнмелле ырă та кăмăллă çынччĕ. Нихçан та пуçа каçăртман. Питĕ сăпайлă, ырă чĕреллĕ пулнăшăн ăна ватти те, вĕтти те хисепленĕ, сума сунă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен те, каярахпа та А.А.Иванова яланах халăх хушшинче курма пулатчĕ. Вăрçă паттăрĕ çамрăк ăрăва Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме вĕрентетчĕ. Чаплă ентешĕмĕрĕн ятне Чăваш Республикин Ĕç мухтавĕпе паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Çапах та эпир Анатолий Александрович умĕнче пысăк парăмра. Калăпăр, мĕншĕн-ха Вăрнар поселокĕн пĕр урамне Совет Союзĕн Геройĕн А.А.Ивановăн ятне парас мар; Вăл, тĕрĕссипе, çак чыса чăннипех тивĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче, акă, поселокри виçĕ урама Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ виçĕ паттăрăн - вăрçăра пуç хунă Совет Союзĕн Геройĕсен Федор Иванович Ашмаровăн, Алексей Иванович Ивановăн тата Степан Илларионович Илларионовăн - ячĕсене парса питĕ тĕрĕс тунă. Хăш урама Анатолий Иванов ятне памалла-ши; Ман шутпа, хальхи Карл Маркс урамне хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕр ятне пани вырăнлăрах, тĕрĕсрех пулнă пулĕччĕ. Пĕрремĕшĕнчен, Анатолий Александрович чылай вăхăт çак тĕп урамри çуртра пурăннă. Иккĕмĕшĕнчен, çак урам пуçламăшĕнче, чукун çул вокзалĕ çумĕнчи площадьре, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк та паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнма кирлине аса илтерет. К.Маркс урамне хамăр хушăра пурăннă вăрçă паттăрĕн ячĕпе улăштарнăшăн пĕртте кÿренме кирлĕ мар тесе шутлатăп. Тепĕр тесен, наукăлла коммунизм никĕслевçин ячĕллĕ урамсем çĕршыври хуласенче-поселоксенче ахаль те темĕн чухлех. Сăмах май каласан, хайхи 6-мĕш çурт çине кунта 2002 çулччен Совет Союзĕн Геройĕ А.А.Иванов пурăннине пĕлтерекен Асăну хăмине ку таранччен те çакманни пире нимĕн чухлĕ те ырă тумасть.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;