Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарта кино уявĕ иртрĕ

«Шупашкар-Атăлçи культура тĕп хули-2003» марафон йĕркипе республикăра çын прависене хÿтĕлекен Пĕтĕм тĕнчери «Сталкер» кинофеститваль уçăлчĕ. Ытларикун кино уявĕ Вăрнарта иртрĕ. Каласа хăвармалла, çак фестиваль ятне Андрей Траковскин тĕнчипе палăрнă фильмне халалласа панă. Кино уявне Раççей кинорежиссерĕ Владимир Макеранец, «Чăвашкинопрокат» предприятин генеральнăй директорĕн çумĕ Альбина Ашмарина килсе çитрĕç, районти культура çуртĕнче тĕлпулу ирттерчĕç. Зал лăк тулли пулнине те асăнма кăмăллă. Кинори сюжет - ача чунĕллĕ 40 çулхи çулхи арçын - Малыш (выляканĕ Алексей Маклаков) тĕп сăнарăн пурнăç историйĕ урлă - пурнăçри чи çивĕч ыйтăва çĕклет: ашшĕ-амăшĕсĕр, хÿтлĕхсĕр юлнă тăлăх ачасем нивăшлĕ никама такирлĕ мар; Çавăн пекех фильмăн тĕп тĕллевĕ - çамрăксене наркомани, токсикомани тата усал йăласенчен пистересси, патриотизм туйăмне вăйлатасси.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;