Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕренекенсен тÿпи

Кăçал çанталăк йĕпе-сапа килчĕ. Кĕркунне пуçлансан та çумăрсем кашни кун тенĕ пекех пулчĕç. Юлашки вăхăтра кăна типĕ кунсем тăчĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕсенче кăçалхи йывăр условисене пăхмасăрах япăх мар çитĕннĕ тырпула, çĕрулмипе ытти культурăсене мĕнпур лаптăк çинчен пуçтарса кĕртессишĕн хĕрÿ ĕç пырать. Кашни çын шутра. Йĕтемсенче, çĕрулми кăларнă çĕрте вăйпитти çынсемпе пĕрле пенсионерсем те, шкулсенче вĕренекенсем те йышлăн ĕçлеççĕ. Професси училищисенче пĕлÿ илекенсем те çак хĕрÿ кунсенче ял çыннисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче вĕренекенсем, акă, виçĕ кун Карл Маркс ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче çĕрулми пуçтарса тирпейленĕ. Кунта Зоя Кузнецова, Олимпиада Васильева, Наталия Иванова мастерсен 41-мĕш, 42-мĕш, 44-мĕш групписенче бухгалтер, пахчаçимĕç çитĕнтерес, кил-çурта тирпей-илем кĕртес ĕçсен никĕсĕсене вĕренекенсем ĕçленĕ. Училище çавалкассене копалка та ярса панă. Вĕренекенсен тепĕр ушкăнĕ - Михаил Емельянов, Владимир Семенов, Михаил Курбатов мастерсен 32-мĕш, 33-мĕш, 13-мĕш групписенче водитель-утарçă, ялхуçалăх техникине юсакан тата асăрхаса тăракан мастер пулма вĕренекенсем - «Хорнзор» ялхуçалăх производство кооперативĕнче вăй хунă. Ачасем йĕтемри тырра алласа тирпейленĕ, вăрă суханне суйланă, çĕрулми пуçтарма пулăшнă. Хуçалăха пулăшма училищĕрен кашни кун 25-30 вĕренекен çÿренĕ. Вĕсем Хурăнсур Çармăсра вунă кун ĕçленĕ. Уйрăмах училище яш-кĕрĕмĕ «Санар» агрофирма» тулли мар яваплă обществăна пысăк пулăшу панă. Кунта çĕрулми пуçтарнă çĕрте 12-мĕш, 13-мĕш, 21-мĕш, 22-мĕш, 23-мĕш, 31-мĕш ушкăнсенчен куллен 130-140 вĕренекен ĕçленĕ. Валентина Панькова, Елена Селенина, Александр Храмов, Петр Архипов, Евгения Николаева, Галина Бурлакова мастерсем те ачасемпе пĕрле «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарнă. Пĕтĕм ĕçе Николай Ижелеев аслă мастер йĕркелесе пынă. Вĕренекенсем Санарпуçĕнче çĕрулми кăларса пуçтарнă çĕрте вунă кун вăй хунă. «Иккĕмĕш çăкăра» кăларса тирпейленĕ çĕре хутшăнни уйрăмах водителе вĕренекенсемшĕн усăллă пулнă. Вĕсем училищĕрен хуçалăха çĕрулми турттарма пынă автомашинăсемпе хăйсемех çÿренĕ. Училище хуçалăхсене техникăпа та пулăшать. Çапла, «Самолет» ялхуçалăх производство кооперативне комбайнпа пĕр кун тырă вырса панă. Вĕрентÿ заведенийĕн уй-хир карапĕ вăрманкассене вырмара кăçал татах пулăшать. Ялхуçалăх предприятийĕсенче вăй хунисĕр пуçне училищĕре пĕлÿ илекенсем хăйсен вĕрентÿ хуçалăхĕнче сахал мар ĕç тунă. Владимир Семенов мастер группинчи пулас трактористсем Петр Тимофеев управляющи кăтартса пынипе тырă вырса çапнă, улăма пуçтарса тĕркесене (тюксене) çыхнă, тăпра хатĕрлесе 7 гектар ыраш акса хăварнă. Хуçалăхсене ялхуçалăх культурисене пуçтарса кĕртме пулăшнă вăхăтра вĕренекенсене куллен, çав шутра канмалли кунсенче те, училище столовăйĕнче вĕри апат пĕçерсе уй-хире илсе тухса çитернĕ. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш блюдăсемпе пĕрле десерт - улма-çырла, конфет-печени т. ыт. те - пулнă. Кашни вĕренекене куллен 30 тенкĕлĕх апатлантарнă.


29 сентября 2003
00:00
Поделиться
;