Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çуран çын, çул çинче асăрхан!

Çулсем çинче çуран çынпа çыхăннă инкек-синкексем те пулаççĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, çуран çын айăпĕпе сиксе тухаççĕ. Çуран çÿрекенсенчен ытларахăшĕ темшĕн-çке çул çинче чухне хăйсен тивĕçĕ пуррине шута хурасшăн мар. Тепĕр чухне çул варрипе утма та хăрамаççĕ. «Мĕнех, машина поезд мар, мана пăрăнса иртет»,- çапла та калаççĕ теприсем. Тĕрĕссипе, çуран çын тивĕçĕсене çул çÿремелли правилăсен 4.1-4.8-мĕш пункчĕсенче кăтартнă. Уйрăммăн илсен, ÿсĕрсемпе ачасем çул-йĕр саккунĕсене уямаççĕ, çакă хăйсемшĕн питех те синкерлĕ вĕçленме пултарасса шута хумаççĕ. Ытларах чухне çуран çынсем çул çÿремелли правилăсен 4.1-мĕш пунктне пăсаççĕ. Çапла, çуран çыннăн тротуарпа е çуран çÿремелли çулпа утмалла. Енчен те вĕсем çук-тăк, çул хĕррипе çÿремелле. Çынсем пурăнман вырăнсенче çулпа транспорт хатĕрĕсене хирĕç утмалла. Ачасене çулпа çуран çÿремелли тивĕçĕсене ашшĕ-амăшĕн тата учительсен вĕрентмелле. Çул çÿремелли правилăсене уямашкăн çуран çынсене е транспорт хатĕрĕсен пассажирĕсене РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 12.99-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ - асăрхаттарма е 50 тенкĕ штраф хума пултараççĕ. Çул çÿремелли правилăсене пăснăшăн - транспорт хатĕрне çÿреме чăрмав кăларса тăратнăшăн - çуран çынна, транспорт хатĕрĕн пассажирне е çул çÿрекен урăх çынна РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕн 12.30-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе явап тыттараççĕ - 100 тенкĕ штрафлаççĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра район территорийĕнче çуран çынсен айăпĕпе тăватă инкек пулнă. Çапла, мартăн 19-мĕшĕнче Вăрнарти Карл Маркс урамĕнче, автовокзал çывăхĕнче, тăракан транспорт хыçĕнчен ача сиксе тухнă, машина айне пулнă. Поселокри 2-мĕш вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен арçын ачана районти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Кăштах маларах, мартăн 8-мĕшĕнче, Калинино-Шупашкар çул çинче палăртман темĕнле автомашина каччăна çапса утнă. Инкеке лекнĕ çынна районти тĕп больницăна ăсатма тивнĕ. Çуран çынсене тепĕр хут асилтересшĕн: уйрăмах асăрхануллă пулăр.


01 октября 2003
00:00
Поделиться
;