Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçлес кăмăл хуçăлсан

Манăн алăра «Вăрнар районĕ вуннăмĕш пилĕкçуллăхра (1976-1980 çулсем)» брошюра. Кăсăклă пĕтĕмлетÿсем патне çитсе тухатăн унти цифрăсемпе паллашнă май. Акă, МТС «Яуши» ялхуçалăх производство кооперативĕн кăтартăвĕсем. Ун чухне вăл В.И.Ульянов ячĕпе хисепленекен колхоз пулнă. Çав çулсенче явăшсем пирки районта кăна мар, республикăра та ырă ят çÿретчĕ. Фермăсенче шучĕ çук выльăх ĕрченĕ, уй-хирте тинĕс пек тырă кашласа ларнă, хуçалăх кассинче укçа-тенкĕ ялан пулнă. 1978 çулта, акă, колхозра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 70,4 пуç, 1980-мĕшĕнче 65,6 пуç ĕне выльăх усранă. Кусем районти чи пысăк кăтартусем пулнă. Уйрăм çулсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 2000 пуçран иртнĕ. Вуннăмĕш пилĕкçуллăхра колхоз района ăратлă пушмак пăрусем çитĕнтерсе паракан хуçалăх пулса тăнă. Çакăн валли Эстонирен ятарласа хура-ула ăратлă выльăхсене кÿрсе килнĕ. Ку выльăхсен, çавăн пекех хамăр районти уйрăм хуçалăхсенчи («Янгорчино», «Новый путь» тата ыттисем) сĕт нумай антаракан ĕнесен пăрушĕсене илсе наука ыйтнипе килĕшÿллĕн пăхса çитĕнтернĕ. Хăшне-пĕрне ÿстерсе çитерсен пăрулаттарса тĕрĕслесе пăхнă. Çапла уйрăм çулсенче районти хуçалăхсене 100 пушмак пăру таран çитĕнтерсе панă. Кашни ĕнерен 1977 çулта 3158 килограмм, 1078-мĕшĕнче 3898, 1979-мĕшĕнче 3743 килограмм сĕт суса илнĕ. Кашни çулах 2000 пуçран кая мар сысна усранă. Унтанпа Явăш тăрăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Шел те, вĕсем хуçалăха малалла аталанса вăй илме пулăшаканнисем мар, аялалла пусараканнисем пулчĕç. Халĕ явăшсен пурĕ те 631 пуç ĕне выльăх çеç. Сыснасене пачах усрамаççĕ теме те юрать. Ятлăх икĕ аçа кăна тăрса юлнă. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăх йышĕ кăçалхи августра нумай, 90 пуç таранах, чакнă. Вĕсенчен 30-шне «Юнтапа» ялхуçалăх производство кооперативне сутнă, 40 пуçа яхăн çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянма янă. Ыттисемпе ĕне сумалли аппаратсемпе ялхуçалăх техникисен запас пайĕсемшĕн татăлнă, вырмана хутшăнакансем валли столовăйĕнче апат пĕçерме пуснă, укçалла сутнă. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси еплерех пулса пынипе тĕплĕнрех паллашма ялхуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕпе Георгий Павлович Романовпа тата районти ветеринари станцийĕн тĕп ветеринари врачĕпе Георгий Изосимович Романовпа пĕрле Явăш тăрăхне çитрĕмĕр. Малтанах Çăкаллă Явăшри сĕт-çу ферминче пултăмăр. 148 сăвакан ĕне кунта, 61 пăру. Юлашки вăхăтра эрне ытла çумăрсăр çанталăк тăчĕ пулин те ферма территорийĕнче утса тухма çук пылчăк çăрăлать. Шырлансенче çуркуннехи пек шыв юхать. Фермăра холодильник ĕçлемест иккен. Сĕте шывпа сивĕтеççĕ. Çавăнпа шыва самантлăха та юхма чармаççĕ. Ăçта пăхнă унта тислĕк сапаланса выртать. Ăна бульдозерпа хырса пĕр çĕре пуçтарман, уя илсе тухса купаламан. Витесем те тислĕкпе тулса ларнă. Ĕнесен каяшне кăлармалли транпортерсем ĕçлеççĕ, анчах вĕсене пăхса-асăрхаса тăракан слесарь чирленĕ иккен. Çавăнпа тислĕке кăларакан çук. Урай хăмисем хуçăлса-хăйпăнса пĕтнĕ. Вĕсене пĕрне те улăштарман. Витесене шуратман, дезинфекцилемен. Пĕр сăмахпа каласан, хĕле хатĕрлесе нимле ĕç те туман. - Урайне юсама пĕр чус-хăма татăкки те, пĕр пăта та çук,- пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ Алина Григорьевна Петрова.- Хуçасене тахçанах каланă, нимĕнле улшăну та пулмарĕ. Мăн Явăшри сĕт-çу ферминче те çак ÿкерчĕкех. Кунта 200 пуç вырнаçмалăх ĕне витине икĕ-виçĕ çул каялла кăна туса лартнă. Юсав ĕçĕсем нумаях мар. Анчах та витене шуратман, дезинфекцилемен. Ирхине вунă сехет иртнĕ пулин те ĕнесем картарах тăраççĕ, çитерме уя илсе тухман. Кĕтÿçсенчен иккĕшĕ чирлĕ иккен, пĕри пыман. Пырсан та çавăн чухлĕ выльăха пĕччен асăрхаса çитереес çук. Кĕр мăнтăрĕпе выльăхсенчен продукци ытлă-çитлĕ илмелле пек те, Çăкаллă Явăшри фермăра кашни ĕнерен куллен 8 килограмм çеç сĕт сăваççĕ. Мăн Явăшри фермăра вара сăвăм 6 килогрампа кăна танлашать. Выльăхсене кирлĕ пек тăрантарманнинчен килет çакă. Рациона апат тăварĕсĕр пуçне витаминсем, ытти минераллă япаласем хушмаççĕ. Çавна пулах ĕнесем вăхăтра пĕтĕленсе юлмаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, вăкăршăн та пулмаççĕ. Кăçал сакăр уйăхра 143 пăру илнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 150 пуç пулнă. 100 ĕне пуçне пурĕ те 38 пăру кăна илнĕ. Районĕпе ку кăтарту 64 пуçпа танлашать. Выльăх апачĕ çитменнипе кăçал выльăх пăхакансем хĕлле иртнĕ çулхинчен те пысăкрах йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Пĕлтĕр явăшсен 452 тонна утă пулнă. Кăçал 270 тонна кăна. Иртнĕ çул концентратсем 657 тонна хатĕрленĕ. Кăçал ун чухлĕ пулмасть. Выльăх кăшманĕ 60 гектар çитĕнтернĕ. Уйкас Явăшсем кăна 20 гектарне çумкурăкран тасатнă, рет хушшине кăпкалатнă. Ыттисене çын алли тĕкĕнмен. Çынсемпе калаçнă чухне чылайăшĕн фермăра, уй-хирте тăрăшса ĕçлес кăмăл çукки палăрчĕ. Çакă ытларах вăхăтра ĕçукçи парса тăманнипе çыхăннă. Кăçал, тĕслĕхрен, çынсем каланă тăрăх вĕсем ведомость çине алă пусса ĕçукçи илсе курман. Хутран-ситрен, питĕ кирлĕ вăхăтра, правление кайса тархасласан-тархасласан кăштах укçа илме пулать, терĕç. Анчах та кашнинчех мар. Çавăн пекех çынсене пĕлтĕрхи декабрьте хуçалăх пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланă В.Сергеев вĕсемпе курса калаçма, канашлама хыпăнманни пăшăрхантарни сисĕнчĕ. Тĕрĕссипе вăл хăй ĕçлеме пуçланăранпа фермăсене те, ытти ĕç коллективĕсене те тухса çÿремен, çынсемпе тĕл пулман, иккен. Фермăсенче пулнă хыççăн кооператив правленийĕнче çивĕч калаçу пычĕ. Унта председательсĕр пуçне ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Александр Ильич Ильин, çÿлерех асăннă Георгий Павлович Романовпа Георгий Изосимович Романов, Мăн Явăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Станислав Геннадьевич Гурьев, Станислав Михайлович Иванов тĕп агроном, Владимир Павлович Петров тĕп зоотехник, Анатолий Матвеевич Степанов снабженец, Алина Григорьевна Петрова ферма заведующийĕ, ревизи комиссийĕн членĕ, механизаторта тата бригадирта ĕçленĕ Александр Николаевич Лизоров хутшăнчĕç. - Председателе суйланă хыççăн эсĕ çынсемпе тĕл пуласса, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленессе, малашне лайăхрах ĕçлесе пырас тесен мĕн тумалли пирки канашласса кĕтнĕччĕ,- терĕ А.Лизоров.- Эсĕ вара темлере пĕрре тенĕ пек фермăна е уя тухсан та аякран пăхса тăнипех çырлахрăн. Çынсем мĕнле пурăннине, мĕн çинчен шутланине пачах та пĕлместĕн. Калаçăва хутшăннисенчен чылайăшĕ малашне кун пек ĕçлесе пыма май çуккине, унсăрăн хуçалăх йăлтах пĕтсе ларма пултарассине палăртрĕç. Тепĕр кунне, шăматкун, МТС «Яуши» ялхуçалăх производство кооперативĕнче правлени ларăвĕ иртнĕ. Унта председатель ĕçне çителĕксĕр тесе палăртнă, хуçалăхри лару-тăрăва лайăхлатмашкăн мерăсем йышăнма хушса хăварнă, çакăн валли пĕр эрне панă. Çакăн хыççăн та нимĕнле улшăну та пулмасан ĕçрен хăтарасси пирки ыйту хускатасси çинчен асăрхаттарнă.


01 октября 2003
00:00
Поделиться
;