Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешÿçĕсем ялан маттур

Сентябрĕн 25-28-мĕшĕсенче Самар облаçĕнчи Кинель хулинче арçын ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Атăлçи Федераци округĕн первенстви иртнĕ. Турнира республикăн пĕрлештернĕ команди йышне кĕрсе Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те - Иван Сладков, Сергей Львов, Дима Авдеев, Петр Николаев, Алексей Васильев - хутшăннă. Çак чыса вĕсем республикăра мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура ăнăçлă кĕрешсе çĕнсе илнĕ. Кавир çинче Оренбург, Самар, Пермь, Ульяновск, Чулхула облаçсенчи, Мордва, Удмурти, Тутарстан, Чăваш республикисенчи тата ытти хуласенчи вăйлă кĕрешÿçĕсем тупăшнă. Вăрнарсемшĕн ку ăмăрту уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă, каччăсем республика чысне хÿтĕленĕ. И.Сладков - 28, А.Васильев -30, С.Львов -34 килограмчченхи виçе категорийĕсенче кĕрешĕвĕн чи лайăх мелне кăтартма пултарнă, çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсене виççĕшне те Атăлçи Федераци округĕн пĕрлештернĕ команди йышне илнĕ. Çывăх вăхăтра арçын ачасем спортри ăсталăхне Раççей шайĕнчи турнирта тĕрĕслĕç. Вăрнар кĕрешÿçисем спортра çитĕнÿ тунинче тренерсен тÿпи те пысăк. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн аслă тренерĕ Виталий Трофимов, Андрей Павлов, Юрий Львов, Василий Малов, Андрей Васильев тренерсем çамрăксемпе тăтăшах тренировкăсем ирттереççĕ, ăмăртусене хатĕрлеççĕ кăна мар, вĕсене çирĕп, чăтăмлă, çаврăнăçуллă, вăйлă пулма хăнăхтараççĕ. Чăваш енĕн пĕрлештернĕ команди йышне Канаш, Шупашкар кĕрешÿçисем те кĕнĕ, анчах чи лайăх ăмăртакансем вăрнарсем пулнă, вĕсем пысăк кăтартусемпе таврăннă. Командăсем хушшинче чăвашсем тăваттăмĕш вырăн йышăннă.


01 октября 2003
00:00
Поделиться
;