Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем - пĕрремĕшсем

Канмалли кунсенче Шупашкар хулинче çуллахи полиатлон енĕпе иртнĕ Чăваш республикин чемпионачĕпе первенствинчен те вăрнарсем çĕнтерÿпе таврăннă. Спортсменсен тĕрлĕ енлĕ вăй виçме тивнĕ - спринт (60 тата 100 метр), 1000, 2000, 3000 метрлă дистанцие чупасси, граната ывăтасси, пневматикăллă винтовкăран пересси, шывра ишесси. Вăрнарсем кунта та çивĕчлĕхпе, хастарлăхпа палăрнă, пĕтĕмĕшле зачетпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Командăра - А.Созонов, Н.Лаврентьева, С.Политов, Н.Созонов, В.Политов, А.Емельянов, Е.Николаев. Коллективсем хушшинче пыракан тупăшусенче Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕн команди те - А.Созонов, Н.Николаев, С.Сорокин, А.Сергеев, С.Комиссаров, С.Чернов - малти вырăна çĕнсе илнĕ. Пирĕн район командисем спортăн кашни тĕсĕнчех маттур пулни ăмăртусен итогĕнчен те аван курăнать. Акă, Надя Лаврентьевапа Евгений Николаев Чăваш ен чемпионĕсем пулса тăнă. Уйрăмшарăн пыракан ăмăртура А.Созонов, С.Политов, А.Емельянов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă.


01 октября 2003
00:00
Поделиться
;