Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пасар хутшăнăвĕсем çĕнĕлле ĕçлеме хистеççĕ

Астăвасса, пĕр вунпилĕк-çирĕм çул каялла кунта, ун чухнехи «Вторчермет» кантурĕн территорийĕнче, тем çÿллĕш тимĕр-тăмăр куписем катаранах курăнса ларатчĕç. Унтанпа питĕ пысăк улшăнусем пулса иртрĕç: хăватлă çĕршыв та арканчĕ, пасар хутшăнăвĕсем текен çĕнĕ тапхăрта пурăнма тытăнтăмăр, хайхи кантур ячĕ те улшăннă. Халĕ ĕнтĕ мартенсем валли тимĕр-тăмăр хатĕрлесе ăсатас ĕç калăпăшĕ унчченхинчен темиçе хут чакса кайнинчен ытлашши тĕлĕнме кирлех те мар пуль. Çĕршыв экономики юхăннă май заводсем, металлурги комбиначĕсем çурма вăйпа кăна ĕçлеççĕ. Укçа-тенкĕ тивĕçмен пирки промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ оборудовани, техника туянма пултараймаççĕ. Çавна пула тахçанах пăрахăçа кăларса мартен кăмакисене ăсатмаллискерсене ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Çапла, иккĕмĕш хут усă курмалли чĕртавар хатĕрлессипе паян мухтанма пултараймастпăр-ха. «Чувашвтормет» акционер обществин хатĕрлев енĕпе ĕçлекен инженерĕ В.Ф.Данилов та çак шухăша яр-уççăн çирĕплетрĕ. Кам-кам та, анчах тимĕр-тăмăр хатĕрлесе ăсатас ĕçе ун пек пĕлекенсем хамăр республикăра темиçе çын кăна тесен те йăнăш пулмĕ. Валерий Федорович унччен вунсакăр çула яхăн Шупашкарта, «Вторчерметăн» тĕп цехĕн пуçлăхĕ пулнă. Вăл ертсе пынă коллектив мартенсем валли тимĕр-тăмăр хатĕрлессипе виçĕ хутчен Совет Союзĕнче пĕрремĕш вырăна тухма пултарнă. Унăн паха опычĕпе паллашма ытти республикăсемпе облаçсенчен те тăтăшах килсе çÿренĕ. Тăватă çул каяллах пенсие тухнă В.Данилова акционер обществин ертÿçисем тивĕçлĕ канăва яма шутламаççĕ те - ара, унăн пуян опычĕ темрен те хаклă мар-и. Юлашки вăхăтра, акă, «Чувашвтормет» акционер обществин Улатăрти участокĕнче ĕç-пуç сÿрĕкленнĕ, çавна май кунти пуçлăха улăштарма лекнĕ. Çĕнĕ ертÿçĕне хатĕрлев ĕçне хăнăхтарма-вĕрентме Валерий Федоровича яма йышăннă. Вăл шăпах икĕ уйăх тăрăшнă çак хулара. Хыççăн ветерана Вăрнарти участока куçарнă - кунта та кăлтăксем-çитменлĕхсем тупăннă-мĕн. Çулĕсене кура мар вăр-варскер, В.Данилов кирек кампа та тÿрех пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын. Тÿрĕ кăмăлпа чуна парса вăй хума хăнăхнăскер, хăйне пăхăнакансенчен те çавнах ыйтать. Вăрнарсене пулăшма килнĕ хыççăн çийĕнчех çанă тавăрса хĕрÿ ĕçе кÿлĕннĕ. - Мартенсем валли хура металсем хатĕрлессипе, чăн та, вăрнарсем юлашки çулсенче унчченхи хастарлăха чакарнă, - тет Валерий Федорович. - Калăпăр, халĕ малтанхи пек уйăхсерен темиçешер пин тонна мар, икĕ-виçĕ вакун, е 150-180 тонна кăна, ăсатаççĕ. Паллах, çакă районти ялхуçалăх тата промышленность предприятийĕсем вăйсăрланса çитнипе те çыхăннă. Халĕ хуçалăхсем тимĕр-тăмăра Вăрнара леçме те мехел çитереймеççĕ. Енчен те вĕсем килсе парасса кĕтсе ларас-тăк, эпир те панкрут çулĕ çине тăма пултаратпăр. Çавăнпа çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшатпăр. Вăрнарти участокра, чăн та, Шупашкарти е Канашри пек хăватлă техника çукрах. Кунта тахçанах туяннă икĕ крана ĕçлеттереççĕ. Пресс-хачăпа 16 миллиметр хулăнăш тимĕр-тăмăра касса вакланă чухне усă кураççĕ. Тата хулăннине газорезчиксем кислородпа тата пропанпа усă курса касаççĕ. В.Данилов Вăрнара хăйпе пĕрле Италире туса кăларнă чаплă пресс илсе килнĕ. Унччен унпа Улатăрти участокра туллин усă курнă. Питĕ хаклă агрегат çав тери тухăçлă ĕçлет, 8 миллиметртан çÿхерех тимĕр-тăмăра пусса хытарать, темиçе минут хушшинче 500-1000 килограмм таякан пакетсем туса кăларать. Пĕр пек калăпăшлăскерсене вакун çине тиеме те меллĕ, пурĕ 60-70 пакет шăнăçать. Çакă укçа-тенкĕ чылай перекетлеме май парать, ăсатакан тимĕр-тăмăр хăйхаклăхĕ те пĕчĕк пулать. Хăватлă агрегата вырнаçтарнă лаптăка тата пысăклатса анлăлатма палăртнă. Вăрнарта ĕç вĕçленĕ хыççăн çак преса Вăрмара ăсатаççĕ. Çапла, черетпе вăл тепĕр хут каллех Вăрнара çаврăнса çитет. - Çуллахи вăхăтра алла усса лармарăмăр, чылай ĕç пурнăçлама пултартăмăр,- пĕлтерет В.Данилов.- Хамăр рабочисемпе тимĕр-тăмăр хатĕрлеме вырăна - ялхуçалăх предприятийĕсене - тухса çÿрерĕмĕр. Çапла, Коротков ячĕллĕ, «Гвардеец», «Броневик» хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче, Калининăри ДРСУра, унчченхи 10-мĕш ПМКра тата ытти çĕрте пултăмăр. Пысăк калăпăшлă тимĕр-тăмăра хамăрах касса вакларăмăр, Вăрнара турттарса килтĕмĕр. Паллах, чĕртаваршăн эпир вĕсене çийĕнчех укçа тÿлетпĕр. Унсăр пуçне аккумуляторсемпе, электродсемпе татăлатпăр. Çавăн пекех хуçалăхсенчен кивĕ аккумуляторсем те йышăнатпăр. «Чувашвтормет» акционер обществи юлашки вăхăтра тимĕр-тăмăршăн укçа çийĕнчех тÿлеме пуçланă. Çакă икĕ енĕшĕн те меллĕ, усăллă. Акă, хурçă тимĕр-тăмăрăн пĕр тоннин хакĕ 600-1280 тенкĕпе танлашать. Чукун тимĕр-тăмăршăн 1500 тенкĕ тÿлеççĕ. «Чувашвтормет» акционер обществи хăй хатĕрлекен чĕртавара «Урал - Холдингăн» металлурги комбиначĕсене ăсатать. Участока уйрăм çынсем те тимĕр-тăмăр нумай килсе параççĕ. «Вĕсене эпĕ пирĕн пата вăрланă чĕртаварпа килесрен яланах çирĕп асăрхаттарса тăратăп»,- тет Валерий Федорович. Коллективра халĕ саккăрăн вăй хураççĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ - хуралçăсем. Тимĕр-тăмăра тирпейленĕ çĕрте тимлеме кĕçех тата тепĕр çынна йышăнаççĕ. - Аталаннă çĕршывсене илес-тĕк, вĕсенче иккĕмĕш хут усă куракан чĕртаварăн 72-78 проценчĕ таран промышленность каяшĕсем шутланаççĕ,- пĕлтерет В.Данилов.- Халĕ Раççейре çак кăтарту 7-8 процентпа кăна танлашать. Куратăр, уйрăмлăх питех те пысăк. Çапах та тепĕр пиллĕк-вунă çултан ку енĕпе çĕршывра хăшпĕр ырă улшăнусем пуласса ĕненес килет.


06 октября 2003
00:00
Поделиться
;