Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Пулăшăва ялан туйса тăратпăр...»

Маргарита Климентьевна Матвеева, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул директорĕ, савăнăçне пытараймасть: «Эпир район админстрацийĕ, унăн пуçлăхĕ Анатолий Иванович Кузьмин пур енлĕ пулăшса тăнине ялан туйса тăратпăр, çакă пире ĕçре иксĕлми вăй-хал хушать». Кăçал, А.И.Кузьмин çак шкула килсе пысăк чыс тунă, педагогсене, вĕренекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа хĕрÿллĕн саламланă, ăнăçу суннă. Тепĕр тесен, район пуçлăхĕ çак шкула ахальтен килмен, сăлтавĕ те пысăк пулнă - администраци пулăшнипе кунти спортзала тĕпрен юсанă. Унччен спортăн тĕрлĕ енĕпе район шпайĕнчи ăмăртусене, тĕпрен илсен, çак шкулти спорт залĕнче ирттернĕ. Çавна пула ăна тахçанах юсаса йĕркене кĕртме вăхăт çитнĕ. Район администрацийĕ спортзала тĕпрен юсаса çĕнетме, ытти ĕçсене пурнăçлама 2-мĕш номерлĕ шкула 600 пин тенке яхăн уйăрса панă. «Вурнарская» МСО» акционерсен обществин строителĕсем икĕ уйăх вăй хунă. Урайне хăма сарнă, стенасене йĕркене кĕртнĕ,пĕр сăмахпа, шалти мĕнпур ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Çавăн пекех электричество пăралукĕсене улăштарнă, люминесценци ламписем вырнаçтарнă. Ку кăна мар, «Вурнарская» МСО» пулăшнипе шкулта пушар кранĕсене - вĕсем пурĕ улттă - çĕнĕрен хута яма май килнĕ, шыв пырса тăмалла тунă. Спортзал тăррине «Шанс» организаци строителĕсем цинкланă шуçтимĕрпе витнĕ. Ахальтен мар пуль шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленине тĕрĕслекен комисси 2-мĕш номерлĕ вăтам шкула тĕслĕх вырăнне хурса ырă енчен палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин çак шкул коллективĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тăтăшах кăсăкланать. Шкул çурчĕн шуçтимĕрпе витнĕ тăррийĕ кивелнĕ, классене çумăр анать. Шкул директорне çакă самаях канăçсăрлантарнă, вăл район пуçлăхĕнчен ку енĕпе пулăшма ыйтнă. «Çитес çул сирĕн шкул тăррине çĕнĕрен витме укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăратпăр», - çирĕп шантарнă Анатолий Иванович Пĕлÿ кунĕнчи тĕл пулура. Вăл çавăн пекех ытти юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшма та пулнă. - Кунсăр пуçне манăн шкул умĕнчи кил хушшине çĕнĕрен асфальт сартарса илемлетес килет, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Маргарита Климентьевна. - Тен, вăй çитерсе çак ĕçе те пурнăçлама май килĕ. Чăн та, шкул çынсем йышлă çÿрекен вырăнта, халăх куçĕ умĕнче вырнаçнă. Çак вĕренÿ заведенийĕ тавра яланах тирпей-илем пулни лайăх, паллах. Ку енĕпе ахаль те сахал мар тимлеççĕ. Шкул тавралла çăвĕпех, тĕрĕсрех каласан, хĕл ларичченех темĕн тĕрлĕ чечек куçа илĕртеççĕ, ырă туйăмсем çуратаççĕ. Биологи учителĕ Вера Алексеевна Золина тата унăн вĕренекенĕсем шкул çумĕнчи участокра çăвĕпех тимлеççĕ. Кашни пушă лаптăкра чечексем пулни питех те паха. 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул пек пысăк коллектив районта пĕрре кăна. Кунта 1054 вĕренекен пĕлÿ пухать, 69 педагог тимлет. Сăмах май каласан, вĕсенчен 18-шĕ унччен çак шкулта пĕлÿ пухнăскерсем. Шкулти 43 класран 29-шĕ аслă классем. Кăçал 10-мĕш тата 11-мĕш классем тăватшар. Çак шкула çавăн пекех Çарăклă, Упнер, Кÿстÿмĕр, Вăрманкас ачисем те вĕренме çÿреççĕ. Вĕсене кунта акăлчан чĕлхипе тарăн пĕлÿ пани те питĕ илĕртет-мĕн. Шкул Пĕтĕм Раççейри эксперимента хутшăннă май, вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе лайăхлатасси, ачасен ăс-хакăлне çивĕчлетесси тĕп вырăнта. Президент программипе килĕшÿллĕн, шкула ку чухнехи 16 компьютер уйăрса панă. Унччен вырнаçтарнисемпе, кивĕреххисемпе, кĕçĕнрех классене çÿрекенсем хăнăхаççĕ, аслăраххисем çĕнĕ йышши компьютерсене хăюллăн алла илеççĕ. Информатика предметне иккĕмĕш класран вĕрентеççĕ. Библиотека та пуян: унăн фондĕнче 20.880 кĕнеке, 16.900-шĕ учебниксем. Кунти вулав залне телевизор, видеомагнитофон вырнаçтарнă. - Кăçал пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ 71 каччăпа хĕр пурнăçăн анлă çулĕ çине тăчĕç, пĕлтерет Маргарита Климентьевна Матвеева. - Вĕсенчен 28-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене, 34-шĕ техникумсене, ыттисем училищĕсене кĕнĕ. Директор шкултан вĕренсе тухнă Иван Тестов пирки уйрăмах ырăпа калать. Вăл кунта Кив Мĕлĕшри шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн килнĕ. Вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕçленĕ, Санкт-Петербургри аслă тинĕс-çар училищине вĕренме кĕнĕ. Ун пек пултаруллă каччăсемпе хĕрсем чылай. Шкулта Мускаври коопераци университечĕн Шупашкарти институчĕн лицей класĕсем ĕçлеççĕ. Кунта поселокри ачасем кăна мар, Кÿстÿмĕрти, Пăртасри, Хапăсри тата ытти ялсенчи каччăсемпе хĕрсем те çÿреççĕ. Сăмахран, 2-мĕш вăтам шкултан улттăн, лицей класĕсене çÿренĕскерсем, коопераци институчĕн студенчĕсем пулса тăнă. -Çуллен паллă тăвакан хамăрăн профессиллĕ уяв ячĕпе учительсене, пирĕн патра тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, çавăн пекех вĕренекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне чун-чĕререн хĕрÿллĕн саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп, - терĕ юлашкинчен Маргарита Климентьевна.


06 октября 2003
00:00
Поделиться
;