Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Таймапуç учительсене

Пĕрремĕш саспалли паллаттаракана, вулама-çырма-шутлама хăнăхтаракана, лайăхпа усала уйăрса илме вĕрентекене - учителе - яланах хисепленĕ, сума сунă. Унран вăтаннă, кăштах хăранă та. Ачасем вĕрентекен пек çепĕç те кăмăллă пулма тăрăшнă, хитре калаçма, кĕлеткене тÿрĕ тытма, килĕшÿллĕ тăхăнма ăнтăлнă. Учитель вăл ачасемшĕн иккĕмĕш анне пулнă, пулать те. Вăтам шкултан вĕренсе тухса аслă вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ е пурнăçра урăх çул суйласа илнĕ, халĕ ĕнтĕ хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă пулнă чылай çын хăйĕн пĕрремĕш учительне асрах тытать. Тăван шкулта пĕлÿ панă хисеплĕ вĕрентекенсене чĕререн тав тăвать. - Эпĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта математикăна вĕрентекен Любовь Ивановна Павлунинана асрах тытатăп. Вăл пирĕн класс ертÿçи те пулнă. Уроксене интереслĕ ирттеретчĕ. Хăйĕн предметне лайăх пĕлетчĕ, ăнлантаратчĕ. Пире пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме чылай пулăшрĕ, ăс пачĕ. Тата тепĕр учительница пирки те асăнмасăр иртме çук - физикăпа вĕрентекен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Вера Васильевна Краснова. Унăн урокĕсем те питĕ кăсăклăччĕ. Вăл ачасенчен çирĕп ыйтатчĕ, хăйне итлеттерме пĕлетчĕ. Тĕрĕс отметкăсем лартса паратчĕ,- каласа кăтартать Вăрнарта пурăнакан Дина Беляева хăйне вĕрентнĕ хăшпĕр учительсем çинчен. Дина Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан 10 класс ăнăçлă (унăн аттестат çинче икĕ «4» кăна) вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара çул тытнă. Тĕп хуламăрти учительсем хатĕрлекен института кĕнĕ. Пиллĕк çултан, 1998-мĕшĕнче, алла диплом илнĕ. Çемьеллĕ, Вăрнарта пурăнаççĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрачи 3-мĕш класа çÿрет. - Эпĕ тата тепĕр учительница, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Раиса Валентиновна Захарова, пирки каласа хăварасшăн. Вăл та ырă кăмăллă, пысăк тавракурăмлă вĕрентекен. Хăйĕн тивĕçне чĕререн пурнăçласа пырать. Раиса Валентиновнан урокĕсем те питĕ килĕшетчĕç мана. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти ытти чылай учитель пирки те çакнах калама пултаратăп. Учитель ĕçĕ - питĕ йывăр, çав вăхăтрах пархатарлă. Тавтапуç учительсене пире çын пулма, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн, - ăшшăн тав тăвать Д.Беляева тăван шкулти учительсене. - Тен, манăн ачасене те пире вĕрентнĕ учительсемех пĕлÿ тĕнчипе паллаштарĕç, тĕрĕс çул суйласа илме пулăшĕç. Эпĕ çакăншăн савăнатăп кăна. Çаплах. Учитель вăл - иккĕмĕш анне. Пĕрремĕш класран пуçласа шкул пĕтеричченех пирĕнпе тĕрмешекен вĕрентекенсене çĕре çити таймапуç.


06 октября 2003
00:00
Поделиться
;