Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чаплăн уявларĕç

Çĕрпелти культура çуртне Ваттăсен кунне уявлама Кайри тукай, Çĕрпел ялĕсенчи ветерансем йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем «Янгорчино» ялхуçалăх кооперативĕнче 274-ăн шутланаççĕ. Савăнăçлă уява Çĕрпел ял администрацийĕн ертÿçи М.Горбунов уçрĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченсене ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Хуçалăхри ветерансен канашĕн председателĕ Г.Андреев ватăсене социаллă пулăшу парасси мĕнле пурнăçланса пыни, пенсионерсене тивĕçекен çăмăллăхсем пирки каларĕ, хусхантаракан ыйтусене хуравларĕ. «Янгорчино» ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи Г.Романов пухăннисене саламланă май, хăй вăхăтĕнче общество ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав турĕ. Вăл çавăн пекех хуçалăхăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ветерансен ĕçне шанчăклăн малалла тăснине пĕлтерчĕ. Акă, кашни гектартан 32,5 центнер тĕштырă, 325 центнер çĕрулми пухнă, вĕсене вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ. Уй-хир ĕçĕнче тăрăшнă ветерансемпе шкул ачисене мухтарĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» юрăпа ташă ансамблĕ ватăсене концертпа савăнтарчĕ. Юлашкинчен пурте шкул столовăйĕнче уяв сĕтелĕ хушшине ларчĕç, вĕсене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Уява пынисем хăйсене пысăк чыс тунăшăн ял администрацийĕпе хуçалăх правленине чĕререн тав турĕç.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;