Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йышпа савăнчĕç

Иртнĕ юнкун, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче, Вăрманкас ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакан ветерансене хуçалăх столовăйне килме йыхравланă. Вăрманкас, Катăш тата Мăнъял Хапăс ялĕсенчен ватăсем аллăн ытла тĕлпулăва пухăннă. «Самолет» ялхуçалăх производство кооператив пуçлăхĕ Николай Васильевич Нарышкин вĕсемшĕн çак кун чылайлăха асра юлтăр тесе малтанах тăрăшнă - уяв ячĕпе вăкăрпа сысна пустарнă, техĕмлĕ шÿрпе пĕçерттернĕ т. ыт. те, пĕр сăмахпа, кĕреке тулли пултăр тенĕ. Вăрманкас ял администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Германович Павлов ветерансене Ватăсен кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламланă, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх суннă. Çавăн пекех тĕлпулăва Чăваш Республикин Финанс министерствин Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Леонидовна Редькова та килнĕ, хисеплĕ ватăсене район администрацийĕ ячĕпе саламланă. Пухăннисене Мăнъял Хапăсри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ чăваш юррисемпе савăнтарнă. Ушкăн ертÿçине Лев Максимов баяниста тата Ирина Лукина юрăçа ватăсем чылайччен алă çупса тав тунă.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;