Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăхăтпа меллĕ усă кураççĕ

Кĕр мăнтăрĕ - алă усса лармалли вăхăт мар. Çакна ял ĕçченĕ лайăх ăнланать, çавăнпа та уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха хăвăртрах пухса кĕртме васкать. Кăçалхи çу йĕпе-сапа пулнипе тыр-пула пухса кĕртесси районти хуçалăхсенче вăраха тăсăлса кайрĕ. «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те вырмана иртнĕ канмалли кунсенче çеç вĕçлеме май килнĕ. Уяр та типĕ çанталăкпа усă курса хуçалăхра ушах вырăнсенче çитĕнекен урпана вырса пĕтернĕ. Унччен йĕпе-сапа тăнипе ку лаптăк çине комбайнсене кĕртеймен. - Чăн та, кăçалхи çу вырмара сахал мар йывăрлăхсем кÿчĕ, апла пулин те ĕççине пысăк çухатусăр вĕçлеме май килчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Акă, урпан юлашки гектарĕсем уйрăмах тухăçлă пулчĕç, гектартан 35,6 центнер тухрĕ. «Дина» сортлине кашни çулах акатпăр, ăна килес çул валли те вăрлăх хутăмăр, - савăнăçне пытараймасть хуçалăх председателĕ А.Семенова. Сăмах май каласан, хирпуçсен ытти культурăсен тухăçĕ те районĕпе чи кăтартулли. Кăçал «Победа» ялхуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 400 гектар ытла йышăннă, çав шутра 200 гектар урпа, 150 гектар тулă, 50 гектар ыраш пулнă. Урпана гектартан 33,2-шер центнер пухса кĕртнĕ, тулăн тухăçĕ 25,6 центнерпа, ырашăн 28,8 центнерпа танлашнă. Ĕççине виçĕ комбайн хутшăннă. Александр Быков, Олег Федоров, Геннадий Краснов экипажĕсем хĕрÿ ĕçре маттур пулнă. Александр Быков кашни çулах вырмара малти вырăн йышăнать, ыттисене тĕслĕх кăтартать. Вăл пĕтĕмпе 8010 центнер тырă çапса илме пултарнă, нормăра икĕ хут ирттерсе пурнăçланă. Ăста комбайнера кăçал хуçалăхра лизингпа туяннă вĕр-çĕнĕ СК-5 «Нива» шанса панă. Александр шанчăка тÿрре кăларнă, комбайнпа тырра çухатусăр вырма тăрăшнă. - Хуçалăх ĕçченĕсем умĕнчи паянхи тĕп задача - «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртесси. Çĕрулмине 50 гектар лартрăмăр. Октябрĕн 6-мĕшне кăлармалли 2 гектар юлчĕ. Кăçал çĕрулми шултра тухать. Уйрăмах «Удача» сорт тухăçĕпе савăнтарать. Ку сорта ятарласа уйрăмăн 10 гектар лартса хăвартăмăр, вăрлăх валли те тÿрех уйăртăмăр. Çĕрулми уйĕ пушансанах хĕрлĕ кăшман çине куçăпăр. Хуçалăх ĕçченĕсен тымарçимĕçе 10 гектар çинчен кăларса илмелле, ку ĕçе пуçăннă ĕнтĕ,- тет председатель. Хирпуçсем хĕле хатĕрленсе ĕне-выльăх витисене тĕпрен юсанă. Хирпуçĕнчи сăвакан ĕнесем тăракан витери çĕршĕннĕ урайсене пĕтĕмпех улăштарнă, стенасене шуратса дезинфекциленĕ.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;