Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекен хăй ĕçĕпе мăнаçлантăр

«Çынна ирĕклĕ те мăнаçлă тăваканни - пĕлÿ. Пĕлÿ анчах»,- тенĕ вырăссен паллă писателĕ Д.И.Писарев. Ирĕклĕх тата Мăнаçлăх «çĕршывне» илсе çитерекенсем вара вĕрентекенсем, теессĕм килет манăн. Шкул çулĕсем çĕр çинче кашни этем пурнăçĕнче паллă йĕр хăвараççĕ. Эс вĕреннĕ класс... Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Эсĕ ÿснĕ, хăюлланнă. Теприсен çÿçĕ шуралнă... Анчах пурте хăйĕн юратнă вĕрентекенне, вăл акнă ырă «вăрлăха» нихăçан та манмасть, яланах ăшă туйăмпа аса илет. Иртнĕ эрнекун Учитель кунне паллă турĕç. Сăваплă профессие суйласа илнисене, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшакансене вĕренекенĕсем, юлташĕсем саламларĕç. Пирĕн районта кăçал Учитель кунĕ ытти çулхисенчен кăшт урăхларах иртрĕ. Мероприятисен планне спорт ăмăртăвĕсене кĕртни уяв сĕмне «çĕнетрĕ», хаваслăх кĕртрĕ. Каласа хăварас пулать, ăна районти вĕрентÿ управленийĕн профкомитечĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ирхине районти мĕнпур шкул коллективĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт площадкине пуçтарăнчĕ. Çак кун вĕрентекенсем ачасене пĕлÿ парас ăсталăхне мар, спортри пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ эстафетăра пурĕ вăтăр шкул команди тупăшрĕ. Шел, ăмăртăва хутшăнман шкул командисем те пулчĕç. Чи интересли ăмăрту вăхăтĕнче пулчĕ. Шкул директорĕсем, тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем, техперсонал - пурте старта тухрĕç. Эстафета вунă тапхăрпа савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Педагогсем пĕр-пĕрне хавхалантарсах тăчĕç. Анчах ăмăртăвăн йĕрки çапла: кам çĕнтерет, кам кая юлать. Вĕрентекенсем хушшинче иртнĕ эстафетăн çĕнтерÿçисене палăртма йывăр пулмарĕ, старт вăхăтĕнчех вĕсем хастар пулни курăнчĕ. 2.55 минут вăхăт кăтартăвĕпе мала Чăрăшкас Хирлеп шкул команди тухрĕ. Командăра - Ирина Михайловна Петрова - физкультурник, Александр Ильич Андреев - рисовани, черчени учителĕ, Альбина Васильевна Романова - кĕçĕн классен учителĕ, Петр Алексеевич Кузнецов - хуралçă. Мăн-явăшсем иккĕмĕш пулчĕç. Эстафетăна Сергей Петрович Ильин - шкул директорĕ, Александр Анатольевич Степанов - физкультурник, Татьяна Владимировна Иванова - воспитатель, Нина Петровна Иванова - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен хутшăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Çĕрпелти вăтам шкул коллективĕ (3.01 минут): Елена Федоровна Васильева - чăваш чĕлхипе литература, Надежда Викторовна Андреева - рисовани, черчени, Иван Анатольевич Миронов - физика, Дмитрий Яковлевич Корнилов - математика учителĕсем. Уяв малалла районти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Ăна лицейра вĕрентекен Е.Жукова салам сăввисемпе уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Этемлĕхе çирĕп пĕлÿ парас, ăс-тăна аталантарас, ăру хыççăн ăру вĕрентсе кăларас ĕçре ырми-канми тăрăшакансене профессилле уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин саламларĕ. «Кашни вĕрентекен хăйĕн ĕçĕпе мăнаçлантăр»,- терĕ вăл, учительсен халăха вĕрентес ĕçри пысăк пĕлтерĕшне, çитĕнекен ăру пуласлăхĕ, çĕршыв шăпи верентекенсен аллинче пулнине каларĕ. Ачасене тарăн пĕлÿпе воспитан парас ĕçре чун-чĕререн тăрăшса ĕçлекен учительсен, воспитательсен ячĕпе районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Никифорова та саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Уявра вуншар-вуншар вĕрентекен чĕри хавхаланупа тулчĕ. Çулсерен ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствисен, район администрацийĕн, районти вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисене илекенсен йышĕ ÿссе пыни савăнтарать. Кăçал та вĕсене илекенсем нумайăн пулчĕç. Çавăн пекех уявра вĕрентекенсем хушшинче иртнĕ эстафета çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç, Чăрăшкас Хирлепри шкула куçса çÿрекен Кубок парса саламларĕç. Учительсен уявĕ кăçал чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Вĕрентекенсене саламласа чăваш эстрада çăлтăрĕсем - Стас Владимиров, Катя Петрова, Лариса Васильева, «Сувар» ташă ансамблĕ юрă-ташă парнелерĕç. Пирĕн учительсем те аякра юлмарĕç. Акă, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вăй хуракан Любовь Кулагина Лариса Васильевапа пĕрле юрă шăрантарнине те залра ларакансем хапăлласа йышăнчĕç.


08 октября 2003
00:00
Поделиться
;