Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Малалла та тухăçлă ĕçлесшĕн

- Кĕрхи ĕçсем хуçалăхра майĕпен вĕçленсе пыраççĕ. Уй-хиртен тĕштырăсене, пахчаçимĕçсене пуçтарса кĕртрĕмĕр. Халĕ çак пуянлăха упрамалли çуртсене вырнаçтаратпăр. Тухăçпа эпĕ кăмăллă,- терĕ «Хорнзор» ялхуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Федор Кузьмин. Чăнах та, хурăнсурсем пур çĕрте те ыттисене тĕслĕх кăтартаççĕ. Тĕштырăсене пухса кĕртессине кашни çулах чи малтан вĕçлеççĕ, çавăн пекех ытти ĕçсене те вăраха ямаççĕ. Кăçал хуçалăхра вăрлăх суханĕ уйрăмах тухăçлă пулнă. Ку культурăна туса илсе хурăнсурсем сахал мар тупăш илеççĕ. Çапла майпа вĕсем хуçалăх экономикине аталантармалли çул-йĕр тупнă. Вăрлăх суханĕ хуçалăхра кăçал 10 гектар йышăннă, ăна кашни гектар пуçне 200 центнертан кая мар илнĕ. Сăмах май каласан, районти хăшпĕр хуçалăхсенче çĕрулмине те çавăн чухлĕ туса илеймен. - Вăрлăх суханне лартса çитĕнтерме, лайăх тупăш илме сахал мар тăрăшмалла. Ĕç йĕркине пĕлсе çитрĕмĕр ĕнтĕ. Кăçал сухана йĕпе-сапаллă çанталăка пула уйрах типĕтме май килмерĕ, ăна арка айне хутăмăр. Хыççăн суйласа сеткăларăмăр. Ку ĕçре шкул ачисем - 9-мĕш «б» класра вĕренекенсем - тăрăшуллă пулчĕç. Вĕсен вăйĕпех 200 тонна сухана тирпейлесе «Сортсемовощ» предприятине ăсатрăмăр. Вĕренекенсене куншăн пысăк тав,- тет председатель. Вырма ĕçĕсем те ялхуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсемшĕн çăмăл килмен. Кăçалхи çу йĕпе-сапа пулнипе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнекен уйсем шыва кайнă пулнă. Çавна май ĕççи пĕлтĕрхипе танлаштарсан çирĕм куна кая юлса пынă. Апла пулин те хурăнсурсем тĕштырăсене пухса кĕртессипе маттур пулнă, хыççăн улăма та çийĕнчех урана лартса пынă. - Тырпула пухса кĕртме ытти çултипе танлаштарсан хĕн пулчĕ. Уйран тырă нÿрĕк килчĕ, ăна КЗС витĕр кăлармасăр епле упрама хурайăн. Йĕтем çинче машинистсем иртен пуçласа каçченех вăй хучĕç. Василий Никитин, Валерий Федоров, Леонид Васильев ку ĕçре уйрăмах тăрăшуллă пулчĕç. Тĕштырăсен тухăçĕ 22,8 центнерпа танлашрĕ. Шел, пĕлтĕрхи шая çитеймерĕ,- каласа парать Ф.Кузьмин. Çĕрулми кăларасси те хурăнсурсен уйĕнче кал-кал пынă. Çанталăкăн кашни меллĕ саманчĕпе усă курма тăрăшнă кунта. Çĕрулми ани çине хуçалăх ĕçченĕсем массăллă тухнă. Фермăра вăй хуракансенчен ятарлă бригада йĕркеленĕ. Шкул ачисем те ĕççине хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва тухнисем те тăван хуçалăх уйĕсенчи пуянлăха пухса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшнă. Çĕрулмин «голубизна» сорчĕ хăйĕн тухăçĕпе савăнтарнă. Ăна хурăнсурсем гектартан 200 центнер илнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче ĕç вĕçленсен тымарçимĕçсемпе пахчаçимĕçсене кăларма васканă. 10 гектар çинчи хĕрлĕ кăшмана, çавăн чухлех лаптăкри купăстапа выльăх кăшманне кĕске вăхăтрах кăларса пĕтернĕ. Халĕ кăшмансене буртсене вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех çĕрулмине упрама хурассипе те тимлеççĕ. Хуçалăх председателĕ каланă тăрăх, 600 тонна çимĕçе сутмаллăх уйăрнă. Хĕрлĕ кăшмана та сутлăха яма палăртнă. 220 тонна тымарçимĕçе ăсатма килĕшÿ тунă ĕнтĕ, вакунсене тиесе ямалла çеç. Тырă акмалли вăхăтпа хуçалăхра меллĕ усă курнă. Кĕрхисене палăртнă чухлĕ акса хăварнă. Василий Романов механизатор çумăр çунине пăхса тăмасăрах уйра техникăна ĕçлеттернĕ. 100 гектар ыраша агротехникăна пăхăнса акнă. Кĕрхи çĕртме тăвасси малалла пырать. Хурăнсурсем 500 гектар çĕртме сухи тума палăртнă. Юпа уйăхĕн 13-мĕшне сухаламалли тепĕр 100 гектар юлнă. Хуçалăх председателĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕртмене пĕрремĕш шăнччен вĕçлеме пулать.


11 октября 2003
00:00
Поделиться
;