Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăç сакки сарлака

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче, Елизавета Александровна Александрован 100 çулхи юбилейĕнче пулнă чухне, эпĕ ун çине пăхса сахал мар тĕлĕнтĕм. Мĕн кăна курман, тÿсмен пулĕ вăл хăй пурнăçĕнче. Савăнăçĕ те, хуйхи те пайтах пулнă унăн. Хăйне кăна мар, тепĕр вунă çынна та ытлашшипех çитмелле. Анчах пурнăç пăтăрмахĕсем унăн чун-чĕре ăшшине чакарман, кăмăл-туйăмĕ çине япăх витĕм кÿмен. Куçĕсем халĕ те çамрăк чухнехи пекех вутăн-хĕмĕн çунаççĕ, çын çине тимлĕн, ырă сунса пăхаççĕ. Елизавета Александровна Сăкăтра çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Александр Тимофеевич Тимофеев тата Василиса Ефимовна Ефимова, ялта паллă, ятлă-сумлă çынсем пулнă. Çĕр нумай пулнă вĕсен, пысăк сад çимĕçĕсемпе савăнтарнă, картара йышлă выльăх ĕрченĕ. Çавна май пĕчĕк Лиза тата унăн пиччĕшĕсемпе аккăшĕсем валли (çемьере пурĕ ултă ача çитĕннĕ) хуçалăхра ĕçсем тупăнсах тăнă. 1910 çулта Лиза шкулта вĕренме пуçланă. Ун чухне ялта виçĕ класлă шкул пулнă. Вĕреннĕ вăхăтрах хĕрача хăйсен çурчĕпе хирĕç вырнаçнă чиркĕве юрлама çÿренĕ. Унăн уçă сасси чиркĕве кĕл тума çÿрекенсене килĕшнĕ. Пĕчĕк чухнех хитре хĕрача пулнă Елизавета Александровна. Илемĕпе çывăхри вуникĕ ялта палăрса тăнă. «Хитре Елюк», - тенĕ ун пирки таврари ялсенче. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Елизавета Александровнана Буинск уесĕн çар пуçлăхĕнче ĕçлекен Петĕр пиччĕшĕ 1913 çулта малалла вĕренме Етĕрнене илсе кайнă. Анчах пысăк пĕлÿ илме шăпа кÿрмен хĕрачана. 1914 çулта пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Çарта службăра тăнă Николай, уесри çар пуçлăхĕ Петр тата учительте ĕçленĕ Василий пиччĕшĕсем фронта тухса кайнă. Елизавета Александровнан малалла вĕренес вырăнне каялла килне таврăнма тивнĕ. Кĕçех çамрăк хĕрача пурнăçĕнче пысăк улшăнусен тапхăрĕ пуçланнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Василий пиччĕшĕ çамрăклах пуçне хунă. Ялта унăн çураçнă хĕрĕ юлнă. Вăрçă пуçланиччен Василий авланма та ĕлкĕреймен. 1917-мĕшĕнче вара амăшĕ ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Ашшĕ чирлесе кайнă. Пысăк хуçалăхри ĕç темĕн чухлĕ пулнă. Ир пуçласа каçчен кашни кун канăçа пĕлмен хĕрача. Выльăх пăхнă, кил-çурта тирпейленĕ. Николай тата Петр пиччĕшĕсем вăрçă пĕтнĕ хыççăн яла таврăннă, авланнă. Инкĕшĕсем Елизавета Александровнашăн тăванĕсем вырăнне пулса тăнă. Çамрăк пулин те вăл хуçалăхри мĕнпур ĕçе аслисемпе танах пурнăçланă. 1923 çулта Елизавета Александровнана хăйпе килĕшмесĕрех Мăнъял Хапăса качча панă. Ача чухнех сахал мар хура-шур тÿснĕскер, йывăр ĕçре пилĕк авса пиçĕхнĕскер, кунта пушшех пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Упăшкин ашшĕ, Ефрем Николаевич, вăрман улпучĕ пулнă. Унăн вăрманĕ темиçе теçетке гектар çинче сарăлса выртнă, çынсене тара тытса чăпта çаптарнă, хăйĕн магазинĕнче суту-илÿ тунă. Хуçалахĕ те пысăк пулнă. Çĕрĕ нумай, выльăх-чĕрлĕхĕ йышлă, сачĕ пысăк. Кунĕн-çĕрĕн канма лармасăр тенĕ пек ĕçлеме тивнĕ. Çав вăхăтрах ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă. Кĕçех çĕршывра кулаксен пурлăхĕсене туртса илес юхăм пуçланнă. Çак вăхăта, 1928 çулта, упăшкин ашшĕ Ефрем Николаевич вилнĕ, Елизавета Александровнапа Мефодий Ефремовичăн вăрман та, тарçăсем те, лавкка та пулман. Апла пулин те вĕсене 1930 çулхи пуш уйăхĕнче нимсĕр-мĕнсĕр тăратса хăварнă. Пурăнмалли пÿртпе ытти хуралтăсене, выльăх-чĕрлĕхе, тырăпа ытти апат-çимĕç продукчĕсем таранах, туртса илнĕ. «Картишĕнчен ĕнене илсе тухнă чухне чăтаймарăм, пилĕкĕ çине выртса макăрса ятăм. Хыçалтан тăваттăри Анна макăрса утать»,- çак самантсене аса илнĕ май Анна Александровнан куçĕсем халĕ те шывланаççĕ. Пĕчĕк ачасем пуррине пăхмасăрах пурне те урама хăваласа кăларнă. «Является вредным элементом и подлежит к выселению»,- çырса хунă кулаксен пурлăхне илес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси постановленийĕнче. Анчах та темшĕн мĕнле пурлăх туртса илни пирки ниçта та çырса хуман. Кайран çакă Елизавета Александровнапа унăн ачисене пысăк пăтăрмах кÿнĕ. Анчах кун пирки каярах. Елизавета Александровнапа Мефодий Ефремович çакăнпа мирлешме пултарайман, тивĕçлĕ органсене çырса янă. Районти комисси хăй тĕрĕс мар тунине ăнланса илнĕ. 1930 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче 10-мĕш номерпе тепĕр постановлени йышăннă. «Раскулачиванию не подлежит за отсутствием признаков кулацкого хозяйства. Общая доходность от хозяйства 319 рублей 57 копеек. Отобранные вещи и имущество вернуть»,- çырнă унта. Анчах хут çинче çырни пурнăçланман, пĕр япала та тавăрса паман. Йышлă çемьен пĕчĕк ачасемпе пĕрле малтан çын патĕнче мунчара, каярахпа хăйсем туса лартнă мунча пек пĕчĕк пÿртре пурăнма тивнĕ. Ку çеç те мар-ха. Елизавета Александровна мăшăрĕпе колхозра ĕçлесе илнĕ 70 пăт тырра та пĕр пĕрчĕ те паман. Упăшки колхозра хĕл каçиччен сыснасем пăхнă. Çура нумай илнĕ. Анчах Мефодий Ефремовича йĕркеллĕн лăпланса ĕçлеме те паман. Пулман тĕрлĕрен япаласене шутласа кăларса айăпланă, хăратма пăхнă. Виçшер талăклăха хупса лартнисем те пулнă. Вăхăт малаллах шунă. Çĕршыв çийĕн хура пĕлĕтсем килсе капланнă. 1941 çулта Совет Союзĕ çине нимĕç фашисчĕсен эшкерĕсем тапăнса килнĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Елизавета Александровнан пурнăçĕ пушшех те йывăрланса çитнĕ. Мефодий Ефремовича фронта илсе кайнă. Елизавета Александровна çичĕ ачапа килте пĕчченех тăрса юлнă. Ачисене те пăхмалла, çав вăхăтрах колхозра та куллен ĕçе çÿремелле. Халиччен арçынсем пурнăçланă йывăр ĕçсенчен те хăраман вăл. Лашапа çÿренĕ. - Вăрмана вутă хатĕрлеме кайсан çынсем апат çиме ларатчĕç, çăкăр кăларса хуратчĕç. Манăн вара нимĕн те çук. Питĕ намăс пек туяттăмччĕ эпĕ хама çакăн пек чухне, вăтанаттăмччĕ,- куççулĕ витĕр аса илет çав тертлĕ-нушаллă çулсене Елизавета Александровна. Колхоз уй-хирĕсенче ĕçленĕ чухне те çакăн пек самантсем сахал мар пулнă. Утă çулнă е тырă вырнă вăхăтра кăнтăрла çынсем апата ларнă. Елизавета Александровна вара хăвăртрах çывăрма выртнă. Унăн хăйĕнпе пĕрле çимелли нимĕн те пулман. Каярахпа уйра ĕçлекенсем патне çăкăр тата пăтă пĕçерсе тухма тытăннă. Çăкăрне Елизавета Александровна хăй çимен, ачисем валли килне илсе кайнă. Çакăн пек выçăллă-тутăллă пурнăçа чăтаймасăр унăн 1933 çулта çуралнă Аркадий ывăлĕ вунпĕр çула çитсен вилсе кайнă. Анчах темĕнле йывăр пулсан та тата улттăшне сыхласа хăварма пултарнă вăл. Колхозра ĕçленĕшĕн ăна виçĕ михĕ çăнăх панă. Çăнăха вĕретнĕ шывпа лăкаса çитернĕ. Яшкана вĕлтрен, пултăран ярса çăратнă. Тен, пĕчĕккисене вилĕмрен Елизавета Александровнан вĕçсĕр-хĕрсĕр чун-чĕре ăшшийĕ те сыхласа хăварма пулăшнă пулĕ. Темĕнле йывăр килнĕ пулин те вăл хăйĕн Машук аккăшĕ вăрçă вăхăтĕнче вилсен унăн икĕ ачине хăй патне илнĕ. Вĕсенчен пĕри, Римма, Свердловск хулинче пурăнать. Вăл аппăшне (тетя, амăшĕн йăмăкĕ) выçă вилĕмрен çăлса хăварнăшăн халĕ те кашни курмассерен, çыру çырмассерен тав тăвать. Елизавета Александровнан 100 çулхи юбилейĕнче Римма кĕрекере аппăшĕпе юнашар ларчĕ. Е.Александровнан хĕрĕ Эмма Мефодьевна ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Кузьмин янă телеграммăсене вулама, йышлă хăнасем парне пама пуçласан Римма чăтаймарĕ, пит çăмартисем тăрăх куççулĕ шăрçаланса юхрĕ. Вăрçă хыççăн Мефодий Ефремович лăпкăрах пурăнас шухăшпа Çĕпĕре, Свердловск облаçне тухса кайнă. Кашни çырурах вăл мăшăрне, ачисене хăй патне пурăнма пыма чĕннĕ. Анчах хăв кун çути курса çитĕннĕ çĕршыва, пĕр хăнăхнă, тĕпленнĕ вырăна пăрахса кайма çăмăл мар çав. Çемьепе пушшех те. Мефодий Ефремовича çĕнĕ вырăнта та çăмăлах пулман. Юлашки çулĕсене тăванĕсенчен, çывăх çыннисенчен аякра пĕчченех пурăнса ирттернĕ вăл. Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман пурнăç. Вут-çулăмлă çулсенче юхăннă çĕршыва ура çине тăратас тесе колхозра вăхăта пăхмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме тивнĕ. Çав-çавах выçăллă-тутăллă пурăннă, хура çăкăрпа çĕрулми сĕтел çинчи тĕп апат шутланнă. Елизавета Александровна пек нумай ачаллă çемьесен çăкăрĕ те тăраниччен çимеллĕх пулман. Аллăмĕш çулсенче кăна халăх пурнăçĕ кăштах лайăхланма пуçлани палăрма тытăннă. Пысăк çынсене кăна мар, ачасене те йывăр килнĕ вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче. Тăраниччен апат çиейменнине пăхмасăрах вĕсем те вăйĕ çитнĕ таран аслисемпе пĕрле ĕçленĕ: утă типĕтсе пуçтарнă, çум çумланă, рет хушшисене кăпкалатнă, пучах пуçтарнă, тырă вырнă, авăн çапнă. Арçын ачасем лашапа çÿренĕ. - Манăн темĕншĕн махорка шăварма çÿрени ытларах асра юлнă,- аса илет Эмма Мефодьевна. - Пирĕн анкарти хыçĕнчех ÿстеретчĕç ăна. Шăварма çывăхри çырма тĕпĕнче тарăнах мар шăтăксем алтатчĕç. Кун каçиччен вĕсенче ăшăннă шыва витрепе йăтса халтан каяттăмччĕ. Шăварса пĕтернĕ çĕре алăсем татăлса анас вĕçнех çитетчĕç. Эмма Мефодьевна сăмахĕсене итленĕ май ачалăх кунĕсем куç умне тухса тăчĕç. Эпĕ хам вăрçă хыççăн кăна, 1946-мĕшĕнче, çуралнă пулин те йывăрлăхне пурпĕрех сахал мар тÿсме тÿр килчĕ. Эмма Мефодьевна пекех махорка шăварма çырмаран шыв сахал мар йăтнă. Кукурус, çĕрулми речĕсен хушшисене кăпкалатнă чухне хĕвел ниепле те тÿперен анăçалла сулăнасшăн марччĕ, кун нихăçан та пĕтмест пек туйăнатчĕ. Сулахай алăри пÿрнесем çинче тырă вырнă чухне çурлапа кастарнă йĕрсем халĕ те пĕтмен. Енчен те паян çынсем ун чухнехи пек çине тăрса ĕçлесен çĕршывра пурнăç чылай лайăхрах пулмалла. Çук çав, ĕç халĕ хисепре мар. Ватти те, вĕтти те пăрăнасшăн унран. Мăшăрĕсĕр, пĕччен пулин те Елизавета Александровна ултă ачана пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсем пурте ятлă-сумлă çынсем, хăйсем аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пулса тăнă. Чи асли, Лида, 40 çула яхăн Вăрнарти ача-пăча санаторийĕнче, каярахпа районти тĕп больницăра ĕçленĕ. Халĕ Мачамăшра пурăнать. Леонид аслă шкултан Ленинградра вĕренсе тухнă, Шупашкарта электроаппарат заводĕнче ĕçленĕ, пай пуçлăхĕ пулнă, Алькешре тымар янă. Аня Мăнъял Хапăсран ниçта та кайман, амăшĕ пекех колхозра нумай çул ĕçленĕ. Николай университетран тата шалти ĕçсен министерствин академийĕнчен вĕренсе тухнă, республикăри ГАИ пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ, отставкăри полковник. Эмма Вăрнарти иккĕмĕш вăтам шкулта нумай çул вĕрентнĕ, шкул директорĕ, директор заместителĕ пулнă. Нина нумай çул колхозра фермăра, сурăхсем патĕнче ĕçленĕ. Унăн пурнăçĕ иртнĕ çул татăлнă, сентябрĕн 1-мĕшĕнче вăл çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Çынсем хушшинче Нина Александровнан ачисем пирки кăна мар, мăнукĕсем çинчен те ырă ят çÿрет. Акă, Нинăн ачисем Лена Вăрнарти УЖКХ тĕп инженерĕ, Галина хутăш препаратсен заводĕнче пай пуçлăхĕн çумĕ, Валерий хими заводĕнче инженер-электрик, директор, генеральнăй директор, промкомбинатра директор, райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Мĕнле майпа сывлăхне 100 çула çитиччен сыхласа хăварма пултарнă-ха Елизавета Александровна, мĕн пулăшнă ăна çак таранччен пурăнма; Ман шутпа çакăн тупсăмне вăл кирек мĕнле лару-тăрура та ăшă та ырă кăмăллă пулнинче, ытларах хăй çинчен мар, ыттисем пирки шутланинче, тăрăшнинче шырамалла. Хăй пурнăçĕнче вăл никама та кÿрентерсе курман, тÿрĕ кăмăллă та тĕрĕс пулма тăрăшнă. Хăнасене кирек хăçан та тарават. Çынсене пурнăçра лайăх пулсан савăнать, япăх чухне кулянать. Ачисем, мăнукĕсем хисеплени, ун пек пулма тăрăшни ăна вăй-хăват хушать. Çакăнпа пĕрлех Елизавета Александровна хăйне пĕр ĕмĕр пурăнма Турра ĕненни, тĕн йăли-йĕркисене тытса пыни пулăшнă тесе шутлать. Турра ĕненнĕренех вăл ирĕн-каçăн çĕр çинчи мĕнпур çынсен телейĕшĕн кĕл тăвать. Анчах ватлăх ватлăхах çав. Вăй та, сывлăхĕ те çамрăк чухнехи мар. Çавăнпа Елизавета Александровна юлашки 15 çул Вăрнарта кĕçĕн хĕрĕ Эмма Мефодьевна патĕнче пурăнать. Апла пулин те мăнъял-хапăссем ăна манмаççĕ, салам каласа яраççĕ, сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Хăй те вĕсем пирки ыйтсах тăрать. Маларах вăтăрмĕш çулсенче районти влаçсем сăлтавĕ пулмасăрах Ефремовсен кил-çуртне, хуçалăхне тустарнă чухне темĕншĕн мĕн-мĕн япала туртса илнине кăтартман пирки каярахпа Елизавета Александровнапа унăн ачисен пысăк пăтăрмахсем тÿсме тивни çинчен асăннăччĕ. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче çакăн пек репресси курнисене пурлăхне каялла тавăрса пама пуçларĕç. Амăшĕ ыйтнипе Эмма Мефодьевна та тивĕçлĕ органсем умĕнче хăйсен пурлăхне тавăрса пама ыйту хускатнă. Анчах та мĕн-мĕн япала илнине кăтртман пирки вĕсен ыйтăвне тивĕçтермен. Халĕ пурлăха каялла тавăрас тесен мĕн-мĕн япала илнине курнă çынсене тупмалла. - Çĕр çул чикĕ мар,- тетпĕр тепĕр чухне шÿтлесе пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламланă май. Елизавета Александровнашăн вара 100 çул чăннипех те чикĕ мар. Йышлă тус-тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле эпир те ăна тата нумай-нумай çул телей курса пурăнма ырă сунатпăр. Пирĕншĕн пуриншĕн те вăл малашне еплерех пурăнмаллине кăтартакан тĕслĕх пулса тăрать.


11 октября 2003
00:00
Поделиться
;