Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тĕллев пĕрре - Йĕркелĕхе çирĕплетмелле

Шалти ĕçсен районти пайĕн кăçалхи тăхăр уйăхри ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетес тĕллевпе йăлана кĕнĕ оперативлă канашлу хальхинче уйрăмах хĕрÿ иртрĕ. Унта шалти ĕçсен районти пайĕн кураторĕ- ЧР Шалти ĕçсен министерствин потребитель рынокĕн таврашĕнче право йĕркине пăснине хирĕç кĕрешекен тата административлă саккунсене пурнăçланине тĕрĕслекен пайĕн пуçлăхĕ милици полковникĕ Е.А.Кошкин, район прокурорĕ Ю.А.Вахтеркин тата унăн пĕрремĕш заместителĕ А.Н.Галахов, район администрациĕн пуçлăхĕн заместителĕ П.И.Иванов хутшăнчĕç. Канашлăва шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ милици полковникĕ Ф.П.Тимофеев уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Тĕп докладчик - шалти ĕçсен районти пайĕн штаб начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ милици лейтенанчĕ О.Ф. Сильвестров - шалти ĕçсен районти пайĕ преступлени тăвассине хирĕç кĕрешессипе тата право йĕркине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртассипе тăхăр уйăхра мĕнле тимленине тишкерчĕ. - Криминаллă кăткăс лару-тăрура ĕçленĕ май, шалти ĕçсен районти пайĕ преступлени тăвассине асăрхаттарас, право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарастĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă,- терĕ вăл. Район территорийĕнче тăхăр уйăхра 418 преступление регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 244 тĕслĕх пулнă. Паллах, преступленилле ĕçсен шучĕ кăçал палăрмаллах ÿссе кайнине ниепле те милици лару-тăрăва куçран вĕçертни вырăнне хума юрамасть. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр вăрлакансем-çаратакансем тĕлĕшпе пĕр вăхăт, июль-октябрь уйăхĕсенче, саккунсене самаях çемçетнĕччĕ. Çак хушăра ют пурлăха тустарнă вуншар-вуншар тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарма май килмен, çапла, киревсĕрĕçсен шучĕ чылай чакнă пек пулса тухнă. Эппин, районта преступленилле ĕçсем çапла тăрках ÿссе кайнă теме сăлтав çук. Анчах çын сывлăхне юриех вăтам тата çăмăл сиен кÿресси, çынна асап кăтартасси, вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси тата çаратасси, çул çÿремелли правилăсене пăсасси, хулиганла ĕç тăвасси, ултав туса çÿресси ÿсни, çавăн пекех çынна юриех вĕлернĕтата сывлăхне юриех сиен кÿнĕ хыççăн вилсе кайнă тĕслĕхсем пурри уйрăмах пăшăрхантарать. Кăçал çула çитмен ачасем преступлени çулĕ çине ытларах тăма тытăнни ырă мар пулăм. Пĕлтĕр тăхăр уйăхра вĕсем 21 киревсĕр ĕç тунă, кăçал çак хисеп 41-пе танлашнă. Çавăн пекех ĕçсĕррисем 57 процент, судпа унччен айăпланнисем 67,1 процент ытларах преступлени тунă. Ÿсĕрпе преступленилле ĕç тăвакансем те йышлă. Калăпăр, пĕлтĕр çавăн пеккисене пула 117 киревсĕр ĕç çырăннă, кăçал - 147. Ку кăна мар, обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси 54,5 процент ÿснĕ. Экономика сферинче кăçал 55 преступлени тупса палăртма май килнĕ. Патшалăх влаçĕн интересĕсене хирĕçле тунă 18 преступление - çав шутран взятка панă тăватă тĕслĕхе - уçса панă. Преступлени тунă хыççăн тарса çÿрекен 10 çынна шыраççĕ. Хыпарсăр çухалнисенчен пиллĕкĕшне тупайман-ха. Паспорт реформине пурнăçланă май паспортпа виза служби граждансене кивĕ паспортсене çĕннисемпе улăштарса парассипе тимлет. 1997 çултан пуçласа кăçалхи аквгуст уйăхĕччен 33.558 çынна çĕнĕ паспорт панă. Çакă паспорт илме тивĕçлĕ çынсен 90,2 проценчĕпе танлашать. Паспорт режимне пăснă 1180 çынна административлă йĕркепе, паспортпа виза правилисене пăснăшăн ют çĕршывăн тăватă гражданне явап тыттарнă. Паллă мар условисенче тунă 189 преступленилле ĕçрен 233-шне çийĕнчех, пĕр талăк хушшинче, уçса пама май килнĕ. «Шырав» ушкăн 33 преступление уçса пама пултарнă. Пурлăх упранакан объектсенче çаратассине асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçне япăх мар туса пынине палăртмалла. Тăхăр уйăхра, çапла, право йĕркине пăснă 3.250 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Кăçал район территорийĕнчи çулсем çинче пулнă инкексенчен чылайăшĕ синкерлĕ вĕçленнĕ. Çапла, 11 çыннăн - тĕпрен илсен, çамрăксен - пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 29-ăн аманнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта аварисенче пиллĕкĕн вилнĕ. çул çÿремелли правилăсене уяманшăн 1362 çынна административлă йĕркепе явап тыттарма лекнĕ. Иртнĕ çул çавăн йышшисем 362-ĕн пулнă. Тăхăр уйăхра 124 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Оперативлă канашлура шалти ĕçсен районти пайĕн службисен ĕçне уйрăммăн тишекрнĕ май, вĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернине итлерĕç. Пай пуçлăхĕн заместителĕсем - криминаллă милици пуçлăхĕ В.Н.Евлампьев, следстви уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.П.Андреев, оюществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А.Н.Сорокин, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Б.Г.Шмидт, çул çитмен ачасен инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан И.З.Терентьев, участокри инспекторсемпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан В.В.Краснов тата ыттисем тухса каларĕç. Вăрнарсен кураторĕ Е.А.Кошкин шалти ĕçсен районти пайĕн тăхăр уйăхри ĕçне пур енлĕн тишкерсе хакларĕ. Район прокурорĕ Ю.А.Вахтеркин пай сотрудникĕсен çумĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене тишкерчĕ, ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлекенсем тĕлĕшпе çирĕп мерăсем ышăнма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Юлашкинчен шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕ Ф.П.Тимофеев канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ.


11 октября 2003
00:00
Поделиться
;