Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чĕререн тав тăватăп

Вăрнарти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем пынă пирки Калининăри участок больницинче сывалма лекрĕ. Терапи уйрăмĕнче пĕрремĕш палатăра выртрăм. Тÿрех палăртмалла, питĕ лайăх сестрасем ĕçлеççĕ кунта. Чирлисене кăмăлсăррăн, хыттăн каланă пĕр сăмах та илтейместĕн вĕсенчен. Яланах вашават, ырă сунса калаçаççĕ. Палатăсене тасатса тирпейлекенсем, апат пĕçерсе çитерекенсем пирки те çакнах каламалла. Пĕр сăмахпа - чирлĕ çын хăвăртрах сывалса ура çине тăтăр тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлтах тăваççĕ. Халĕ эпĕ хама малтанхи пекех сывă та хаваслă туятăп. Чиртен хăтарнăшăн Нина Ильинична Федорова врача, Елена Алексеевна Петрова, Ирина Ильинична Якимова, Елена Николаевна Леонтьева, Светлана Валерьяновна Васильева медицина сестрисене, Мария Киселева, Раиса Васильева, Алевтина Игнатьева, Алевтина Кириллова санитаркăсене, кухньăра ĕçлекен Светлана Тимофеевана, Галина Григорьевана, Светлана Петрована чĕререн тав тăватăп.


15 октября 2003
00:00
Поделиться
;