Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекен ялан хисепре

“Пур професси те çынсенчен килет. Виççĕшне çеç Турă парать - вĕрентессине, сиплессине, суд тăвассине”, - тенĕ авалхи ăсчахсем. Çак каларăшра “вĕрентесси” сăмаха мала лартнин пĕлтерĕшне ăнлантарма кирлĕ мар-тăр. Вĕрентекене хисеплесси, идеал вырăнне хурса хакласси мĕн ĕлĕкренех пырать. Унран хăранă, вăтаннă, ун пек пулма тăрăшнă. Паянхи пурнăçра учителĕн статусĕ пушшех ÿсрĕ. Ахальтен мар пулĕ, çак сăваплă профессие суйласа илекенсен шучĕ çулсеренех пысăкланса пырать. Ачисем, мăнукĕсем аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ, пурнăçĕсене çитĕнекен ăрăва вĕрентес, тĕрĕс воспитани парас ĕçе халалаççĕ. Акă, Уравăшри Филипповсем çемйинех илер. Педагогсен династине пуçараканĕ - Валентина Андреенва Филиппова. Вăл 1923 çулта Орлов облаçĕнчи Ливны хулинче çуралса ÿснĕ. Вунă класс вĕренсе пĕтернĕ хĕрача 1941 çулта радистсен курсĕнче виçĕ уйăх пĕлÿ илнĕ хыççăн хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Шăпах вăрçă хирĕнче хастар та пултаруллă, хăюллă хĕр хăйĕн юратăвне, Турă çырнине - Уравăш ял каччине Николай Филиппова тĕл пулать. Пысăк, хĕрÿ туйăмсем çамрăксене тăшмана хирĕç çапăçма пулăшнах, паллах. Мирлĕ пурнăçра çемье çавăрнă вĕсем. Аякри вырăс хĕрĕшĕн Чăваш Республики иккĕмĕш тăван çĕршыв пулса тăнă. Вăрçăн асаплă çулĕсем те, йывăр пурнăç та вăл вăхăтра çамрăксен вĕренес, çутта тухас ĕмĕтне путлантарман. Валентина Андреевна малтанах Уравăш шкулĕнче аслă вожатăйра, каярахпа учительте тимлеме тытăннă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл Чулхулари педагогика институтĕнче ют челхесен факультетĕнче, 1958 çулта Чăваш патшалах педагогика институтĕнче филологи уйрăмĕнче заочно майпа пĕлÿ илет. Валентина Андреевнана вĕренекенĕсем ял çыннисем та ырăпа кăна аса илеççĕ. “Йăваш, ырă кăмăллă, ачасем çине нихăçан та хăр-хăр кăшкăрман”, - теççĕ ун пирки. Ĕçĕсем те курăмлă унăн. В. Филиппова вунпилĕк çул Уравăшри вăтам шкул директорĕ, вунă çул район совечĕн халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен пай заведующийĕ пулса вăй хунă. Пултаруллă педагогăн ĕçне патшалăх та пысăка хурса хакланă. Валентина Филиппова - халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Пулнă. Чăннипех те ачасене пĕлÿ парассине парăннăскер, тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне пăрахман: чылай çул Вăрнарти 2-мĕш, Уравăшри вăтам шкулсенче нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Хăйĕн урокĕсенче вăл вăрçă вăхăчĕсене те аса илнĕ, тĕрлĕ самантсене илсе кăтартнă. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва пысăк тăкак кÿнĕ Пулин те, Валентина Андреевна ачасенче “ют чĕлхене курайманлăха” пĕтерме пулăшнă, пушшех темиçе чĕлхе пĕлни пурнăçра кирлине тăнлантарнă. Шел, вĕренекенсенче патриот туйамне вăратма хăват çитерекене, этем пахалăхĕн ырă вăрлăхĕсене акма-хывма пултарнă учительница паян пирĕн хушăра çук. Тăватă çул каялла вăл ĕмĕрлĕх куçне хупнă. Хăй хыççăн паха вăрлăх “сапса” хăварнă В. Филиппова. Ачисем амăшĕн сукмакне суйласа илни те çакна çирĕплетет. Унăн хĕрĕ Альбина Николаевна Анисимова 34 çул тăван ялти шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пырать. Амăшĕн паха енĕсем ăна та куçнă: вĕренекенрен çирĕп ыйтать вăл, тарăн пĕлÿ пама тăрăшать. Тĕпĕр хĕрĕ Марина та вĕрентекен профессине алла илнĕ. Вăл халĕ Вăрнарти “Солнышко” ача садĕнче тимлет. Валентина Андреевнан мăнукĕсем те аслă ăру çыннисен çулĕпе кайнинчен тĕлĕнмелли çук. Вĕрентекен - чи сăваплă ĕçсенчен пĕри. Инга, акă, 1991 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Наталья Канашри педучилищĕре пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра иккĕмĕш курсра вĕренет. Лена та çак аслă шкултах учитель дипломнен алла илнĕ... Мĕн чухлĕ çамрăка, арă хыççăн ăру вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларман пулĕ мухтава тивĕçлĕ династи. Пĕтĕм ăс-хакăла, вăй-хална ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă вĕсем. Халĕ çамрăксем аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ, пурнăç ыйтнă пек, пĕтĕм чунтан тăрăшаççĕ.


21 октября 2003
00:00
Поделиться
;