Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕршыва хÿтĕлесси - пархатарлă ĕç

Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кирек хăш вăхăтра та сăваплă, пархатарлă ĕç шутланнă. Историрен аван пĕлетпĕр: Раççей халăхĕ мĕн авалтан чикĕсене тимлĕ сыхланă, тăшмана хирĕç хастаррăн, пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Акă, Аслă Отечественнăй вăрçăра пин-пин совет салтакĕ кăтартнă паттăрлăха пулах çĕршыв фашистсен эшкерне çапса аркатнă. Ун чухне вăрçă хумĕ кашни çемьене пырса тивнĕ. Çĕнтерĕве туптанă çĕрте чăваш салтакĕсен тÿпи те пысăк пулнă. Вут-çулăм витĕр тухнă асаннесемпе асаттесем хăйсен ачисемпе мăнукĕсене мирлĕ пурнăç парнелессишĕн, вăрçăн тискер “пĕлĕтне” сирессишĕн тăрăшнă. Хăйсем хыççăнхи ăру вăрçă курмасса вĕсем чун-чĕререн шаннă. Анчах... 1980-мĕш çулсенче Афганистанра, 90-мĕшсенче Чечен республикинче хаяр çапăçусем кĕрлерĕç. Унта шăпах çÿлерех асăннă ветерансен ачисемпе мăнукĕсем хутшăнчĕç. Чечен республикинчи тытăçусем хамăр республикăри сахал мар çемьене шар кăтартрĕç. Чăваш каччисем çапăçуран цинкланă тупăкпа таврăннă тĕслĕхсем те пулчĕç. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чипер-йĕркеллĕ пурнăçласа сывă юлнисем чăннипех телейлĕ. Пирĕн ентешсем Чечен вăрçин пĕрремĕш тата иккĕмĕш кампанийĕсене хутшăнса хăюлăхпа, паттăрлăхпа палăрчĕç. Акă, Пăртасра çуралса ÿснĕ 23 çулти Владислав Медведевпа эпир чăннипех мухтанма тивĕç. Нумаях пулмасть каччă РФ Президенчĕн 2000 çулхи Указĕпе çарти тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн, паттăрлăхшăн Жуков медальне тивĕçнĕ. Ку наградăна кăкăрĕ çине районти çар ĕç комиссарĕ В.Семенов пĕтĕм халăх умĕнче çакса ячĕ. Савăнăçлă мероприяти Пăртасри вăтам шкулта иртрĕ. Çамрăка Раççей наградине илнĕ ятпа çавăн пекех районти çар ĕç комиссариачĕн 3-мĕш уйрăмăн пуçлăхĕ С.Нестеров, унăн çумĕ Т.Семенова, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Р.Федорова, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ В.Павлов тата Пăртас ял администрацийĕн специалисчĕ Е. Волкова саламларĕç. - Пăртас тăрăхĕнче Жуков медальне тивĕçнисем пулманччĕ-ха. Эсĕ, Владислав - пĕрремĕш. Пысăк наградăна илнĕ ятпа чĕререн саламлатăп. Ыттисемшĕн малашне те яланах тĕслĕх пуласса чунтан шанатăп. Пурнăçра ăнăçу, телей сунатăп, - терĕ шкул директорĕ В. Уткин. Мĕнле майпа тивĕçнĕ-ха Владислав Медведев çак наградăна;- тесе ыйтĕç вулакансем. Пăртасри вăтам шкултан вĕренсе тухсанах В.Медведев Вăрнарти 29-мĕш професси училищине çул тытнă, унтан водитель специальноçе алла илнĕ. Çак вĕренÿ заведенине пĕтернĕ хыççăнах унăн çара кайма ят тухнă. Каччă хирĕçлесе тăман, тăван çĕршыва сыхлас ĕçе хăйĕн таса тивĕçĕ вырăнне хурса йышăннă. Шкулта лайăх вĕреннĕ, спортпа туслă, кĕрнеклĕ те çÿллĕ каччăна призыв комиссийĕ çарпа тинĕс флотне кайма сĕннĕ. Çапла Пăртас каччи тинĕс пехотине лекнĕ. Владиславăн çарти малтанхи вĕренÿ тапхăрĕ Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинче иртнĕ. Ку тапхăр вĕçленнĕ хыççăн çамрăкăн малаллахи служба кунĕсем Дагестанри Каспийск хулинче иртнĕ. Салтакра вăл водитель специальноçĕпе ĕçленĕ. Паллах, çăмăл пулман Раççей салтакĕсене ют тăрăхра. Çитменнине Чечен республикипе кÿршĕллĕ пулнăран унти хыпарсем Дагестана та çитнĕ. Чечен боевикĕсен хура ĕçĕсем, вĕсене тискерлĕхĕ Владислава тĕлĕнтернĕ, çав вăхăтрах вĕсен тĕп тăвас шухăш кашни кун çирĕпленсе пынă. Кĕçех 1999 çулхи ноябрьте Владислав Медведев матрос тăракан подразделенине Чечен республикине куçарнă. Тинĕс пехотинецĕсем умне тĕп задача лартнă - Шали селени çывăхĕнчи сăртлă-туллă вырăнсене тишкерсе боевиксемпе бандитсен ушкăнĕсене пĕтермелле. Палăртнă приказа салтаксем туллин пурнăçланă. Сăмах май каласан, ывăлне Чечняна куçарнине Владиславăн тăван ашшĕпе-амăшĕ те пĕлмен. Вĕсене пăшăрхантарас мар тесе Владислав киле çыру çырман. Тăван тĕпренчĕкĕ хыпар пĕлтерменнишĕн ашшĕ-амăшшне, паллах, йывăр килнĕ. 2000 çулта çартан демобилизациленнĕ хыççăн Владислав тăван яла таврăннă. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Горький чукун çулĕ çинче юсав бригадинче тар тăкать. Жуков медальне илнĕ ятпа саламлама çамрăка хăй вăй хуракан бригада та çитрĕ. А.Семенов бригадир каччă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, яваплăха туйса вăй хунине палăртрĕ. Çавăн пекех çав кун В.Семенов çар комиссарĕ асăннă ялти тепĕр çынна - Николай Степанович Степанов гвардин аслă сержантне - III степень Мухтав орденĕпе наградăлани çинчен калакан приказа вуласа пачĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕ тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ, орден унăн кăкăрне илемлетеймерĕ. Наградăн удостоверенине ветеранăн мăшăрне Ульяна Степановна Степанована пачĕç. Районти çар комиссарĕ документа панă чухне мăшăрĕсĕр юлнă хĕрарăмăн куçĕсем шывланчĕç.


22 октября 2003
00:00
Поделиться
;