Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паянхипе кăна лăпланса лармаççĕ

Юлашки çулсенче Чăваш ен аталану çулĕ çине çирĕп тăчĕ. Экономикăри, социаллă пурнăçри çитĕнÿсемпе вăл чылай регионсене иртсе кайма пултарчĕ. Ÿсĕмсем чи малтанах пирĕн Президент республикăна ăнаçлă ертсе пынинчен, инвесторсене явăçтарма пĕлнинчен килет. Паян юлашки вунă çулта тунă курăмлă ĕçсене пĕтĕмлетмелĕх пур. Октябрĕн 14-20 мĕшĕсенче Шупашкар –Атăлçи культура тĕп хули-2003” программа йĕркипе культура пулăмĕсен марафонĕ пирĕн районта анлă иртрĕ. Çĕрпелĕнче асăннă мероприятие аван хатĕрленнĕ. Культура çуртĕнчи картина галерейинче йĕркеленĕ пысăк куравра Çĕрпелти вăтам шкулти алăстисен кружокне çÿрекенсен ĕçĕсем - çемçе теттесем, эрешлесе çыхна чĕнтĕр салфеткăсем, тĕрĕсем, ялхуçалăх культурин тĕлĕнтермĕш çимĕçĕсем вырăн тупнă. Вĕсемпе, “Вăрнар районĕ: ĕнер, паян, ыран” куçса çÿрекен фотовыставăпа çĕрпелсем кăмăлласах паллашрĕç. Наукăпа практика конференцине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи О. Аршуткина, “Росгосстрах -- Поволжье” тулли мар яваплă обществăн ЧР чи тĕп упправленийĕн Вăрнар поселокĕнчи страхлаканн уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю. Воробьев хутшăнчĕç. Пасар хутшăнăвĕсем текен тапхăрçĕршывври предприяти-организацисен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен “çирĕп-лĕхне” тĕрĕслерĕ. Пăтрануллă самана уйрăмах ял çыннишĕн çăмăл пулмарĕ. Чылай хуçалăхра ялхуçалăх культурисене туса илесси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси чакнă, машина-трактор паркĕ кивелсе юрăхсăра тухнă. - Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсем пуçламăшĕ чăннипех те йывăр тапхăр пулчĕ. Хаксем “вĕçерĕнсе кайни” уйрăмах ялхуçалăхне ура хучĕ. Малтан колхоза çулсеренех 2-3 машина, трактор килнĕ пулсан, çав вăхтран ку йăла пăрахăçланчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене илесси те йывăрлăх пулса тăчĕ, - терĕ хăйĕн докладĕнче “Янгорчино” ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Г. Романов. - Анчах эпир çак йывăрлăхсене чăтса иртерме пултартăмăр. Хуçалăх паян лайăх ĕçлесе пынинче ял çыннин тÿпи çав тери пысăк. Вĕсем тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнипех нихăш çул та тырă-пулăна, пахча-çимĕçе юр айне туман, яланах вăхăтра пуçтарса кĕртсе, хуçалăх кассине тупăш куме пултартамăр. Çакăншан республика ертÿçинчен пĕрре кăна мар укçан преми, парнесем, Дипломсем илме тивĕçрĕмер. Çăмăллатнă кредитпа усă курса машина-трактор паркне пуянлатма, çĕнетме тăрăшатпăр. Анчах çакăнпа кăна лăпланса лармалла мар, малашне те çанă тавăрсах ĕçлемелле. Паян эпир пысăк репродукциллĕ тырă, ăратла выльăх ĕрчетессине тĕп вырăна хуратпăр. Çĕрпел ял администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Горбунов юлашки вунă çулта тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. 1996 çулта Кайри Тукайĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене чысласа палăк лартнă. Ăна тума çĕрпелсене ентешĕ Виталий Матвеев пысăк укçа-тенкĕпе пулăшнă. Халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе йышăннă Президент программисене пурнăçлассипе Çĕрпел ял администрацийĕнче те пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ялсем патне асфальтлă çул сарасси, çуртсене газификацилесси планпа пулса пырать . Социаллă объектсене тытса тăрассине те мала курса ĕçлеççĕ çĕрпелсем. Иртнĕ çулсенче Кайри Тукайĕнчи клуба тĕпрен юсанă, çивиттине çĕннипе улăштарса витнĕ, ăшă системине çĕнĕтнĕ, газ кĕртнĕ. 2001 çулта ача сачĕн тăррине улăштарнă, кăçал шалти ĕçсене пурнăçланă. - Иртнĕ çул пирĕншĕн телейлĕ çул пулчĕ, - терĕ Михаил Георгиевич. - “Шкул автобусĕ” программăпа Çĕрпеле те автобуспа тивĕçтерчĕç. Кăçал вара Президент шкула компьютер класĕ парнелерĕ. Пĕлтĕр Питрав кунĕнче пирĕн патра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлчĕ, халĕ çынсем вăхăтне тата укçи-тенкине перекетлесе ялтах кирлĕ шайри медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Унта пĕтĕмпех хальхи пурнăç ыйтакан пысăк хăватлă оборудовани вырнаçтарнă. Сывă çамрăк ял пуласлăхĕ пулнине шута илсе Хурăнсур Çармăсра спорткомплексĕ çĕклеме тытăннă. Паянхи саманара ĕнер тунă ĕçсемпе кăна лăпланса лармалла мар. Çĕрпел ял администрацийĕнче те халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассипе куллен тăрăшаççĕ.


22 октября 2003
00:00
Поделиться
;