Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

6 миллион тенкĕ тупăш илнĕ

«Янгорчино» ялхуçалăх производство кооперативĕнче кăçал çĕрулми ăнса пулнă. Çимĕçĕн тухăçĕ гектар пуçне 325 центнерпа танлашнă. Ку районĕпе илсен чи пысăк кăтарту. Çĕрпелсем «иккĕмĕш çăкăра» 95 гектар çинче лартса çитĕнтернĕ. Г.Романов председатель пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра кăçал çĕрулми сутса ку таранччен пулман тупăш илнĕ. 1996 çулта, тĕслĕхрен, çимĕçе 1800 тонна вырнаçтарма май килнĕ. Кăçал вара сутлăха 2200 тонна янă, унсăр пуçне вăрлăхлăх хывнă. Çĕрулмин ытларах пайне Мускав хулине, çичĕ вакунпа пурĕ 1750 тонна тиесе янă. Çавăн пекех Азербайджана 350 тонна вăрлăх çĕрулми ăсатнă. Хуçалăх кассине 6 милион тенкĕ таса тупăш пырса кĕнĕ. Ку укçа-тенкĕпе кооперативра çĕнĕ техника туянма, строительство ĕçĕсем пурнăçлама палăртаççĕ.


25 октября 2003
00:00
Поделиться
;